Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.0 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Вӑрманхӗрри Чурачӑк

Республикӑра ача пахчине уҫнӑ самант
ача пахчине уҫнӑ самант

Комсомольски районӗнче раштавӑн вунулттӑмӗшӗнче харӑсах икӗ ялта ача пахчисем хута кайрӗҫ.

Асанкасси ялӗнче кӗске вӑхӑт хушши пулмалли ушкӑн темиҫе ҫул та ӗҫленӗ ӗнте, халӗ вара ачасем садикре кунӗпех пулӗҫ. Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче вара халлӗхе пӗр ушкӑн кӑна пулӗ, ачасем те унта ҫур кун хушши ҫеҫ тӑма пултарӗҫ. Ҫапах та ялти ҫамрӑк хӗрарӑмсемшӗн ку та пысӑк пулӑшу пулнине палӑртрӗҫ ача пахчине уҫма пуҫтарӑннӑ ашшӗ-амӑшӗсем.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Петр Краснов, Комсомольски районӗн администраци пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин, Хырхӗрри ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Воробьев, район администрацин вӗрентӱ пайӗн пуҫлӑхӗ Надежда Петрова, Хырхӗрри шкул директорӗ Юрий Алексеев ял халӑхне паллӑ пулӑм ячӗпе саламларӗҫ, ачасене илемлӗ теттесем парнелесе савӑнтарчӗҫ.

 

Культура Асӑну хӑми
Асӑну хӑми

Кӑҫал паллӑ чӑваш ҫыравҫи, куҫаруҫӑ, К.Иванов ячӗпе хисепленекен преми лауреачӗ Куҫма Турхан ҫуралнӑранпа шӑп та 100 ҫул ҫитрӗ. Ҫак ятпа Комсомольски районӗнчи Вӑрманхӗрри Чурачӑкра — ҫыравҫӑн тӑван ялӗнче — паян асӑну хӑми уҫӑлчӗ.

Ҫак паллӑ пулӑма Хырхӗрри шкулӗн вӗренекенӗсемпе вӗрентекенсем, ял ҫыннисем, район администрацинчен тата Шупашкартан килсе ҫитнӗ сумлӑ хӑнасем хутшӑнчӗҫ. Вӗренекенсем чӑвашла тата чӑвашлӑх ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем вуларӗҫ. Тӑххӑрмӗш класра вӗренекен Юлия Коноваловапа Анастасия Пушкина ҫыравҫӑн «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» романӑн сыпӑкӗсене пӑхмасӑр шыв пек юхтарса каласа пачӗҫ. Чӑн та, тӗлӗнмелле илемлӗ чӗлхепе ҫырнӑ хӑйӗн паллӑ хайлавне ентешӗмӗр, итлеме питех те кӑмӑллӑ пулчӗ шкул ачисене.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Петр Краснов, Комсомольски районӗн администраци пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин, Хырхӗрри ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Воробьев, Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай, «Хыпар» издательствӑн аслӑ редакторӗ Геннадий Максимов, «Слава картофелю» (чӑв.

Малалла...

 

Культура

Чӑваш наци конгресӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак кунсенче Константин Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Куҫма Турхана асӑнса «Ҫутӑ ӗмӗтсем» ятлӑ курав йӗркеленӗ. Унта писателӗн кӗнекисемпе, усӑ курнӑ япалисемпе тата ҫыравҫӑн тӗрлӗ хучӗсемпе паллашма май пулнӑ.

Асӑну каҫне килнисен умӗнче Шупашкарти 2-мӗш шкул ачасем Куҫма Турханӑн хайлавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ постановка кӑтартнӑ. Паллӑ юрӑҫ, чӑваш халӑх артисчӗ Иван Христофоров юрӑсем шӑрантарнӑ.

Турхан Кузьма Сергеевич Комсомольски районӗнчи Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче ҫуралнӑ. Канашри педагогика техникумӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн тӑван ялти ҫичӗ класлӑ шкулта ачасене вӗрентнӗ. Кайран Ленинградри В.В. Воровскйи ячӗллӗ журналистсене хатӗрлекен институтра ӑс пухнӑ. Тӗрлӗ ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗнче, Чӑвашглавлит пуҫлӑхӗнче, Ҫыравҫӑсен Пӗрлешӗвӗн консультантӗнче ӗҫленӗ. 1949 ҫултанпа ҫырав ӗҫӗсемпе кӑна пурӑннӑ. Унӑн пӗрремӗш кӗнеки — «Атакӑра» ятли — 1941 ҫулта пичетленнӗ. Чи паллӑ кӗнеки — «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» историллӗ роман.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chnk.ru/a/news/479.html
 

Чӑвашлӑх

Ӗнер, Питрав кунӗнче, чылай районти ялсенче уявсем йӗркеленӗ. Хӑшӗсем ҫак уява палла тӑвассине йӑлана кӗртнӗ.

Комсомольски районӗнчи Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнчи ҫынсем те ҫулсерен Питравра пӗрле пухӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та уява аслисем те, вӗтӗр-шакӑр та пухӑннӑ.

Пурте уяв лапамне наци тӗррипе илемлетнӗ тумсемпе пынӑ. Ватти-вӗтти вӑйӑ картине тӑрса чӑваш юррисене шӑрантарнӑ, ӗлӗкхи вӑйӑсене вылянӑ. Ватӑсем те ачасем пекех савӑннӑ.

Уяв чӑннипех те лайах иртнӗ, мӗншӗн тесен пурте кӑмӑллӑ юлнӑ. Куншӑн ентешӗсем ял клубӗн культйӗркелӳҫине Елена Степановӑна тата клуб канашне тав тунӑ.

Вӑйӑ карти вӗҫленсен уяв сӗтелӗ хатӗрленӗ. Хӑнасене ҫырла кукӑлӗпе сӑйланӑ.

Сӑнсем (15)

 

Комсомольски районӗнче «Яланах — театр» ятпа драма кружокӗсен курав-конкурсӗ пырать. Ҫак тупӑшӑва Вӑрманхӗрри Чурачӑк клубӗ ҫумӗнчи Е.Степанова ертсе пыракан драма кружокӗ те хӑпартлансах хатӗрленчӗ. Курава валли Альбина Сухан драматургӑн «Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет» пьеси тӑрӑх хатӗрлерӗҫ. Чи пирвайхи курава Хырхӗрри культура ҫуртӗнче лартма шутларӗҫ. Палӑртнӑ вӑхӑта халӑх та пуҫтарӑнчӗ, районти ятарлӑ комисси членӗсем те килсе ҫитрӗҫ.

Шӑппӑн та пӗр тикӗссӗн чаршав икӗ еннелле уҫӑлчӗ. Ҫцена ҫинче пысӑк пуҫлӑхӑн пӳлӗмӗ, курӑмлӑ вырӑнта — президент сӑнӳкерчӗкӗ. Паллӑ пулчӗ — ӗҫ-пуҫ хальхи вӑхӑтра пулса иртет. Пуҫлӑхӗ хӑй те (ун сӑнарне Г.Бормотина питех те ӑста калӑпланӑ) сӗтел хушшинче хутсем уҫкаласа-пӑхкаласа тем шырать, куҫлӑхне шӑла-шӑла хутран-ситрен ҫыркалать, хӑйне мӑнаҫлӑн тыткалать. Чӑн та, пуҫлӑхсен пурнӑҫне пит аван пӗлсе кӑтартнӑ автор: паянхи кун хутсене вӑхӑтра тӗрӗс-тӗкел туса пырсан — эсӗ лайӑх ӗҫлетӗн, хут тума пӗлеймерӗн, е ерҫеймерӗн — начаррисен шутне кӗртсе хураҫҫӗ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

13 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.11.2018 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере укçа-тенкĕ енчен лару-тăру лайăхланĕ. Юратнă çынпа пĕр чĕлхе тупма, ыйтусене татса пама, ăнланманлăхсене сирме тăрашăр. ЗАГСа кайма, пĕрле пурăнма тытăнма, хваттер илме ăнăçлă вахăт.

Чӳк, 14

1994
24
Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Сирӗн шухӑшпа Олег Николаевпа Алена Аршиновӑн депутат мандатне тавӑрса памалла-и?
Паллах, айăпĕсем тата та пур
Çук, вĕсем айăпĕ пысăках мар
Çук, малалла ĕçлемелле
Çапла, халăха хÿтĕлемесен вĕсем унта мĕн тума кирлĕ?
Маншăн пур-пĕрех
Эпир Facebook-ра 1300+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org