Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.0 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Вӑрманхӗрри Шӑхаль

Персона

Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш-Шӑхаль ялӗнче пурӑнакан анлӑ пурнӑҫ ҫулӗпе алла-аллӑн 50 ҫул тытӑнса утакан мӑшӑра, Николай Алексеевичпа Светлана Васильевна Исаевсене Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Леонид Кузнецов, Нӑрваш-Шӑхаль ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Раськин, юбилярсен ачисемпе мӑнукӗсем, ҫывӑх ҫыннисем килсе ҫитнӗ.

Николай Алексеевичпа Светлана Васильевна Исаевсем нумай ҫул каялла пулнине аса илсе Патӑрьел район администрацийӗн ЗАГС пайӗн Хисеплӗ юбилярӗсен кӗнекинче алӑ пусрнӑ. Пӗр-пӗрне юратнин, хисепленин тата шаннин паллине — ылтӑн ҫӗрре — пӗр-пӗрне парнеленӗ.

Николай Алексеевич 1943-мӗш ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Нӑрваш-Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Светлана Васильевна 1950-мӗш ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Вӑрманхӗрри Шӑхалӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ.

 

Персона
Петр Краснова Куҫма Турхан премийӗ тивӗҫнӗ
Петр Краснова Куҫма Турхан премийӗ тивӗҫнӗ

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутатне Петр Краснова Куҫма Турхан ячӗллӗ премипе чысланӑ. Кун пирки Комсомольски район администрацийӗн тата республика парламенчӗн официаллӑ сайчӗсем хыпарлаҫҫӗ.

Тивӗҫлӗ йышӑнӑва Каҫал район администрацийӗн пуҫлӑхӗ утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнчех аллӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ку премие вӑл тӑрӑхри йӑла-йӗркене аталантарма чылай тӳпе хывнӑшӑн панӑ.

Сӑмах май каласан, Петр Краснов та, чӑваш литературин классикӗ Куҫма Турхан та Каҫал тӑрӑхӗнчи сывлӑшпа вӑй илсе амаланнӑ-аталаннӑ: Петр Степанович 1956 ҫулта Кӗҫӗн Каҫалта ҫуралнӑ, паллӑ ҫыравҫӑ — 1915 ҫулта Вӑрманхӗрри Шӑхальте.

Тӗрлӗ ҫулта республикӑн пичет министрӗнче те, социаллӑ политика министрӗнче те, культура министрӗнче, ЧР Президент Администрацийӗн ертӳҫинче тата ытти сумлӑ вырӑнта тӑрӑшнӑ Петр Краснов хӑйӗн юбилейне Шупашкарти «Мега Гэлакси» кану центрӗнче уявланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

 

КӐР
17

Юратнӑ юрӑҫ ячӗпе буклет хатӗрленӗ
 Галина Зотова | 17.01.2016 17:39 |

Культура

Патӑрьел районӗнчи Вӑрманхӗрри Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ чӑваш халӑхӗн юратнӑ юрӑҫи Клара Чекушкина кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче 75 ҫул тултарчӗ. Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн, Клара Ивановна Чекушкинӑн юбилейӗ ячӗпе Патӑрьелти тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем «Паллӑ ентешсем» ярӑмра «Клара Чекушкина» ятлӑ буклет ӑсталанӑ.

Буклетра юрӑҫӑн кӗске биографийӗ, пултарулӑхӑн кун-ҫулӗ, юрӑҫӑн пултарулӑхӗпе паллаштаракан сӑнӳкерчӗксем, статьясем вырнаҫнӑ.

 

Чӑваш музыка фольклорне пухаканӗ, чӑваш халӑх музыка инструменчӗсене тӗпчекенӗ тата хатӗрлекенӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Николай Эриванов паян 75 ҫул тултарчӗ. Вӑл Патӑрьел районӗнчи Вӑрманхӗрри Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ.

Николай Эриванов Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ. Мускаври Чӑваш халӑх хорӗн концертмейстерӗ-баянистӗнче, Комсомольскинчи ача-пӑча музыка шкулӗн директорӗнче, Чӑваш Республикин халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче фольклор енӗпе методистра ӗҫленӗ. 1970 ҫултанпа вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти химиксен Культура керменӗ ҫумӗнчи «Сӑрнай» халӑх фольклор ансамбльне ертсе пырать. Вӑл 110 ытла юрӑ кӗвӗленӗ. 40 ытла юрӑ, хор, инструментпа каламалли хайлавсем Чӑваш радио фондӗнче упранаҫҫӗ.

 

Вӑрманхӗрри Шӑхаль ялӗнче
Вӑрманхӗрри Шӑхаль ялӗнче

Ҫуллахи шӑрӑх кунсем иртсе кайрӗҫ пулин те чӑваш халӑхӗ ҫӑлсемпе пӗвесем пирки манмасть. Ак, нумай пулмасть, Патӑрьел районӗнче пӗвесене тарӑнлатрӗҫ. Кун пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтерет.

Хуравай ҫырми Патӑрьел районӗнче вырнаҫнӑ Вӑрманхӗрри Шӑхаль ҫумӗнчи вӑрман уҫланки урлӑ хӑйне валли ҫул уҫнӑ. Тахҫан тунӑ пӗве вӗҫне ӗнесем тапӑра анатчӗҫ. Пуҫӗнче, тарӑнрах вырӑнта, ял ҫыннисем ҫӑвӗпех ӑшӑ шывра чӳхенсе уҫӑлатчӗҫ. Шел, иртнӗ ӗмӗр вӗҫнелле ҫурхи шыв-шур татса кайнӑ хыҫҫӑн курорт евӗр хитре вырӑн юрӑхсӑра тухрӗ. Кӑҫалхи шӑрӑхра кӳлленчӗксем кӑна мар, ҫырми хӑй те типсе ларчӗ. Ӑна чӗртсе тӑратасчӗ тесе халӑх сахал мар шухӑшланӑ. Улатӑрпа Йӗпреҫ енче вӑрмансем ҫунни те ял пуҫлӑхне ҫирӗп утӑмсем тума хистерӗ пулӗ. Вут-ҫулӑм тухас-тӑвас пулсан таврара пӗр витре шыв ӑсмалӑх ҫӑл ҫук!

Патӑрьелӗнчи Шӑнкӑртам строительство организацийӗ пархатарлӑ ӗҫе пурнӑҫлама килӗшнӗ. Бульдозерсемпе скреперсем хытнӑ ҫӗре хырса тикӗсленӗ хыҫҫӑн шыв управӗ тепӗр хут «шӑтса» тухрӗ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

4 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.10.2018 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Килĕшнĕ ĕç шырама юрать. Иккĕленÿ çук: тупатăр! Çынсенчен ытлашши нумай ыйтма пăрахăр, унсăрăн сирĕн çывăхра никам та юлмĕ. Хăвăр пĕрремĕш утăм тума тăрăшăр.

Юпа, 17

1929
89
Терентьев Геннадий Терентьевич, паллӑ чӑваш драматургӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1929
89
«Красная Чувашия» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1958
60
Вӑрнар районӗнче Ту-104а самолёт персе аннӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Сирӗн шухӑшпа Олег Николаевпа Алена Аршиновӑн депутат мандатне тавӑрса памалла-и?
Çапла, халăха хÿтĕлемесен вĕсем унта мĕн тума кирлĕ?
Çук, вĕсем айăпĕ пысăках мар
Паллах, айăпĕсем тата та пур
Маншăн пур-пĕрех
Çук, малалла ĕçлемелле
Эпир Facebook-ра 1300+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org