Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.0 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Вӑрӑмхӑва

Культура

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх кашни ҫулах Елчӗк районӗнче «Хавхалану ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль-конкурс иртет. Хальхинче ӑна Яманчурелӗнчи культура ҫуртӗнче йӗркеленӗ. Лаш Таяпа ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, концерта Лаш Таяпа ял тӑрӑхӗнчи кашни ялтан пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Концерта Лаш Таяпа ял тӑрӑхӗнчи культура работникӗсем тата пултарулӑх коллективӗсен пӗрлештернӗ хорӗ пуҫланӑ. Ун хыҫҫӑн сцена ҫине Яманчурелӗнчи «Эткер» фольклор ушкӑнӗ тухнӑ. Лаш Таяпари «Тайпи» фольклор ушкӑнне, Шӑмалакри «Туслӑх» хӗрсен ушкӑнне тата Яманчурелти «Шурчул» ансамбльне те куракансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илнӗ. Концерт программи тӗрлӗ жанрпа пуян пулнӑ. Шӑмалакри Зоя Кулакова хӑй ҫырнӑ сӑввисене вуланӑ, Валентина Сидоровапа Александр Чернов «Ҫӗр виҫевҫин юрри» юррине юрланӑ. Лариса Казначеева шӳчӗсем те концерта хӑйне евӗрлӗ илем кӳнӗ.

 

Раҫҫейре Калуговски посёлокӗн анклавӗ
Калуговски посёлокӗн анклавӗ

Калуга облаҫӗн Смоленск облаҫӗн ҫӗрӗнче пӗр анклав вырнаҫнӑ — Калуговски посёлок. Унта 199 ҫын, ҫав шутра 55 ача пурӑнать. Посёлокра пурӑнакан ҫынсемшӗн ку хӑш-пӗр чӑрмавсем кӳнӗ пулать — куҫман пурлӑха регистрацилеме, социаллӑ инженери инфрструктурине юсама чӑрмантарнӑ.

Ӗнер вара Смоленск депутачӗсем икӗ регион хушшинче тунӑ килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Смоленск облаҫӗ ҫапла май 386 гектар ҫӗр ҫухатать, ун вырӑнне Калуга облаҫӗ ӑна 415 гектар ҫӗр парать. Ку ылмашусене тунӑ хыҫҫӑн Калуговски посёлокӗ Калуга облаҫӗн ҫӗрӗсем ҫинче вырнаҫма тытӑнӗ, анклав шайӗнчен тухӗ.

Асаилтеретпӗр, Чӑваш Енӗн те унашкал анклавсем сахал мар: Елчӗк районӗнчи Вӑрӑмхӑва, Шӑмӑршӑ районӗнчи Улмаллӑ Ял, Канаш тата Максим Горький ялсем. Вӗсем тавра чӑваш ялӗсем пур пулин те вӗсене кӳршӗ республикӑн ҫӗрӗсем ҫавӑрса илнӗ: Канаш тӗслӗхрен Тутарстанӑн Ҫӗпрел районӗн варринче вырнаҫнӑ. Унсӑр пуҫне хӑш-пӗр чӑваш ялӗ республикӑн чиккипе юнашар пулин те Тутарстан ҫӗрне кӗрет (т-х: Чӑваш Паснапуҫ, Ҫӗнӗ Упи, Кивӗ Упи, т. ыт. те).

 

Orphus

Баннерсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.08.2018 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Иккĕлентермен ĕçсене кăна пуçăнăр. Васкавлă йышăнусем ан тăвăр, çынсене ан тиркĕр. Пуçа килнĕ шухăшсене пурнăçа кĕртиччен тĕплĕ шухăшлăр – лайăх мар лару-тăрăва кĕрсе ÿкмелле ан пултăр.

Ҫурла, 17

1983
35
Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Сирӗн шухӑшпа Олег Николаевпа Алена Аршиновӑн депутат мандатне тавӑрса памалла-и?
Маншăн пур-пĕрех
Çапла, халăха хÿтĕлемесен вĕсем унта мĕн тума кирлĕ?
Çук, вĕсем айăпĕ пысăках мар
Çук, малалла ĕçлемелле
Паллах, айăпĕсем тата та пур
Эпир Facebook-ра 1300+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org