Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.0 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Кире

Республикӑра

ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви кӑҫал Улатӑрта, Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче, Йӗпреҫ поселокӗнче тата ҫак районти Пӑва ялӗнче пурӑнакансене таса шывпа тивӗҫтерес тесе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме тытӑнасшӑн. Ҫапла майпа асӑннӑ тӑрӑхсенче тӗпленнӗ ҫынсем виҫӗ ҫул хушшинче таса шывлӑ пулӗҫ.

Йӗпреҫ районӗнче шыв ыйтӑвӗ чӑннипех те ҫивӗч. Аса илтерер: иртнӗ ҫулхи ҫулла унти ҫынсем прокуратурӑна ҫыхав ҫырса пулӑшу ыйтнӑ. Ара, вӗсен килӗнчи кранран тутӑх тӗслӗ шыв юхнӑ. Ҫийӗнчех тӗрӗслев ирттернӗ. Тӗлӗнмелле те, пӑтранчӑк шыв ӗҫме юрӑхлӑ тесе йышӑннӑ. Вӑл ҫын сывлӑхӗпе пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть-мӗн.

Ҫак тӑрӑхсенче пурӑнакансене таса шывпа тивӗҫтерес тесе республика хыснинчен укҫа уйӑрма палӑртнӑ. 2012–2013 ҫулсенче проектпа смета документацине хатӗрленӗ ӗнтӗ, вӑл патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче пурӑнакан 35 ҫулти арҫын унчченхи савнине ниепле те манайман курӑнать. Пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑм патне вӑл алӑка ватса виҫӗ хутчен пырса кӗнӗ. Ҫавна пула РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн Ҫӗмӗрлери районсем хушшинчи пайӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Унччен пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑм патне упӑшка пулса пӗтереймен арҫын ака уйӑхӗн 17 тата 18-мӗшӗсенче, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пырса кӗнӗ. Ӳсӗрле те кӗнӗ вӑл, урӑлла та. Савни пулнӑ хӗрарӑм кӗртменрен арҫын хваттер алӑкне ватнӑ.

Ҫын килне ирӗксӗр талпӑнакан этеме РФ Пуҫиле кодексӗн 139-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплӗҫ. Арҫын саккуна пӑснине хӗрарӑм та ҫирӗплетнӗ, алӑк ватнине асӑрхакансем те пулнӑ, ҫавна ӗнентерекен ытти факт та ҫителӗклӗ теҫҫӗ тӗпчевҫӗсем.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре ҫамрӑк арҫын ҫухалнӑ. Ӑна пӗр эрнене яхӑн шыраҫҫӗ, усси ҫук-ха.

Кун пирки «Про Город» редакцие Наталья Кузина пӗлтернӗ. Вӑл Александр Кузинӑн пӗртӑванӗ.

Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, 29 ҫулти Александр Кузина юлашки хутчен авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче курнӑ. Ун чухне вӑл Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче пулнӑ. Кун хыҫҫӑн унран нимӗнле сас-хура та ҫук.

Александр юлташӗсемпе пулнӑ. Каҫхи 10 сехет тӗлне вӑл вӗсем патӗнчен кайнӑ. Анчах киле ҫитеймен вӑл. Унччен арҫын нихӑҫан та ҫухалман.

Александр ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Вӑл джинс куртка, ҫутӑ джинс шӑлавар тӑхӑннӑ. Ӑна курнисене 89176742923 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/36473
 

Персона

Ӗнер Йӗпреҫ районӗнче «Хӗрарӑма чапа кӑларар» ятпа конкурс иртнӗ.

Ӑмӑртӑва тӑхӑр хӗрарӑм хутшӑннӑ: Эйпеҫ ял тӑрӑхӗнчен — Нина Дмитриева, Березовкӑран — Наталья Краснова, Пысӑк Упакассинчен — Алена Филиппова, Йӗпреҫрен — Галина Ильина, Киререн — Светлана Соловьева, Кӗлӗмкассинчен — Татьяна Орлова, Пучинкерен — Лилия Иванова, Хурамалтан — Наталия Александрова, Чӑваш Тимешрен — Надежда Евдокимова.

«Ҫулталӑк хӗрарӑмӗ — 2015» ята Пучинкери Лилия Иванова ҫӗнсе илнӗ, «Ҫулталӑк вице-хӗрарӑмӗ — 2015» ята — Чӑваш Тимешри Надежда Евдокимова.

Конкурса хутшӑннисен пултарулӑхне сумлӑ тӳресем хакланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тата ӑмӑртӑва хутшӑннисене районти тӗрлӗ тӳре-шара саламланӑ, малашне те ҫавӑн пек маттур пулма суннӑ.

 

Спорт

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Юрий Кислов депутачӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн Улатӑр районӗнче черетлӗ хутчен волейбол турнирӗ иртнӗ. Юрий Кислов Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савутне ертсе пырать.

Ӑна кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Иртнӗ канмалли кун Атрать ялӗнче иртнӗ турнирта финала тухакансене палӑртнӑ. Унта Атрать, Стемас, Кире, Кивӗ Эйпеҫ, Октябрьски ял тӑрӑхӗсенчи 15 ушкӑн вылянӑ. Ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлнисен хушшинче хӗрсемпе каччӑсен ушкӑнӗсем те, арҫынсемпе хӗрарӑмсен те пулнӑ.

Финала Киря тата Кивӗ Эйпуҫ ял тӑрӑхӗсенчи хӗрарӑмсен, Стемас тата Киря тӑрӑхӗсенчи арҫынсен, Киря тата Атрать шкулӗсенчи хӗрсен, Стемасри тата Киряри шкулсенчи каччӑсен ушкӑнӗсем тухнӑ.

Финалти вӑйӑ раштавӑн пуҫламӑшӗнче сакӑр ушкӑн хушшинче иртӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене депутатран волейбол мечӗкӗ, медаль, кубок лекӗ.

Сӑнсем (30)

 

Республикӑра

Пӑрачкав районӗнчи Кудеиха ялне те карантина хупнӑ. Мӗн пулнӑ-ха унта?

Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн сайтӗнче юнкун, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче каҫхине Кудеиха ялӗнче тилӗ 14 ҫулти хӗрачана тапӑннӑ. Ку Кире юханшывӗ хӗрринче пулнӑ.

Хӗрача, мӗн пулса иртнине лайах ӑнланса ӗлкӗрейменскер, тилле шывра путарнӑ. Унтан вӑл ӑна пулӑ тытмалли ҫеткӑпа ҫавӑрса илнӗ те ҫыран хӗрринче хӑварнӑ. Ҫав каҫах аллине тилӗ ҫыртна хӗрачана васкавлӑ медпулӑшупа пульницӑна илсе кайнӑ.

Тилӗ виллине вара республикӑри ветлабораторие илсе ҫитернӗ. Специалистсем чӗрчун урнӑ чирпе чирлине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен Кудеиха ялӗнчи кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ ҫӗрӗ ҫинче карантин пулнине палӑртнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.08.2018 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Иккĕлентермен ĕçсене кăна пуçăнăр. Васкавлă йышăнусем ан тăвăр, çынсене ан тиркĕр. Пуçа килнĕ шухăшсене пурнăçа кĕртиччен тĕплĕ шухăшлăр – лайăх мар лару-тăрăва кĕрсе ÿкмелле ан пултăр.

Ыйтӑм

Сирӗн шухӑшпа Олег Николаевпа Алена Аршиновӑн депутат мандатне тавӑрса памалла-и?
Çук, малалла ĕçлемелле
Çапла, халăха хÿтĕлемесен вĕсем унта мĕн тума кирлĕ?
Çук, вĕсем айăпĕ пысăках мар
Паллах, айăпĕсем тата та пур
Маншăн пур-пĕрех
Эпир Facebook-ра 1300+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org