Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -13.0 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Кӑкар

Ял пурнӑҫӗ

Ҫӗрпӳ районӗнчи Йӗкӗрварти клуб капмар. Анчах унта ӑшӑ ҫук. Ҫакӑ ял халӑхне питӗ пӑшӑрхантарать.

Клуба 1988 ҫулта хута янӑ. Вӑл республикӑри чи пысӑккиснчен пӗри шутланать. Анчах унран усси сахал. Вырӑнти артистсем ҫири тума хывмасӑрах Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленеҫҫӗ. Ял ҫыннисем клубра ӑшӑ ҫукки пирки тӗрлӗ ведомствӑна ҫырнӑ. Анчах хальлӗхе пӑр вырӑнтан тапранман.

Ку клуба йӗкӗрварсемсӗр пуҫне кӑкарсем, кӗсерпуҫсем ҫӳреҫҫӗ. Анчах клуба хутса ӑшӑтманран ҫынсем ытлах килесшӗн мар. Хӗлле ял ҫыннисен вӑрӑм каҫсене мӗн туса ирттермелле? Халӑх клуба пухӑнса тӗрлӗ кружок ирттерме хирӗҫ мар. Анчах сивӗ пӳлӗмре епле ларӑн?

Патшалӑх программипе килӗшӳллӗн, клуб тӑррине 5 ҫул каялла ҫӗнетнӗ. Анчах ӑшӑ пулманран стенасем ҫурӑлма пуҫланӑ. Акт залӗнче вара мачча йӑтӑнать. Клуб – ял тӑрӑхӗн администрацийӗн харпӑрлӑхӗнче. Администраци вара, тӗлӗнмелле те, клубӑн иккӗмӗш хутӗнче вырнаҫнӑ.

Клуба газпа ӑшӑтма администрацишӗн тӑкаклӑ-мӗн, ҫавӑнпа электричествӑпа усӑ курасшӑн. Анчах малтан чӳречисене улӑштармалла. Клуба шыв та кӗртесшӗн. Кун валли сахалтан та 800 пин тенкӗ кирлӗ. Проекта ырласан ҫитес ҫул ял халӑхӗн ӗмӗчӗ пурнӑҫланӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/17795
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.01.2019 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Юратупа, харпăр пурнăçпа çыхăннă ĕçсемшĕн ăнăçлă эрне. Пĕччен Сурăхсен килте кичемленсе лармалла мар, ку тапхăрта савни тупас шанчăк пур. Вăхăта уçă сывлăшра ирттерме тăрăшăр.

Кӑрлач, 22

1907
112
Петӗр Хусанкай, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Паян ҫынсем унчченхисенчен ухмахрах-ши?
Татсах калаймастӑп
Маншӑн ҫавах
Ман шутпа ку чӑн та ҫапла
Ҫук, килӗшместӗп, паянхисем ӑслӑрах
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org