Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 0.0 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: аваллӑх

Чӑвашлӑх

Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Станъялти почта историйӗн музейне, вӑл М7 трассӑн 630-мӗш ҫухрӑмӗнче вырнаҫнӑ, уҫӗҫ.

Асӑннӑ районти «Тӑван Ен» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, «хальхи вӑхӑтра 200 тӑваткал метр лаптӑклӑ музей ҫуртӗнче витринӑсем тата хатӗр-хӗтӗр вырнаҫтарнӑ. Кунсӑр пуҫне 8 экспозици конструкцийӗ: почта станцийӗ, тимӗрҫӗ, сӑра лаҫҫисем, хурал башни, платник эртелӗ, тӑм савӑт ӑсталӑхӗ, суту-илӳ лавкки, пир-авӑр мастерскойӗ йӗркеленӗ».

Музейри экспонатсене Шӑмӑршӑ районӗнчен, Буинскран ярса панӑ иккен. Станьял тӑрӑхӗнчи Владимир Деревьев музея кивӗ пукансем, шкапсем, патефон панӑ.

«Чӑваш керем» проекта Сергей Сорокин ятлӑ хастар пурнӑҫа кӗртме тӗллев лартнӑ. Унта «Чемен карти» этнокомплекс, сӑвар-пӑлхар-чӑваш культурин этнографи музейӗ, Ҫӗпӗр тракчӗн тата Стан Ял почта станцийӗн музейӗ, «Сувар» хӑна ҫурчӗн комплексӗ тата кӗрет.

 

Харпӑр шухӑш Чӑвашлӑх

Сасартӑк XVIII ӗмӗрти пӗрлӗх тата политика ӗҫлевҫин ячӗ, Охатер Томеев, темшӗн-ҫке, хӑшӗсене хирӗҫтерме пуҫларӗ. Ҫавна май ҫак ҫын Елизавета Петровна патша патне яма хатӗрленӗ ҫырӑвӑн чӑвашла куҫарӑвӗпе паллаштарас кӑмӑл ҫуралчӗ.

Елизавета Петровна майра патша сӑнӗ.

Идеализациленӗ парадла портрет. Шарль ван Лоо ӳнерҫӗ ӗҫӗ.

Тӗне вӑйпа ан кӗртчӗр

Хусан кӗпӗрнинчи Сӗве провинцине кӗрекен Шупашкар уесӗнче пурнакан мӗнпур чӑваш хушнипе Питтукасси чӑвашӗ Охатер Томеев Сирӗн Император Хисеплӗхӗнчен Елизавета Петровнаран ҫаксене ыйтать.

Сӗвери крешшӗн кантурӗ те, ытти те, тӗрлӗ тӳре-шара та пире виҫесӗр кӳрентерни тата юра ертни ҫинчен тӗплӗн ҫырса кӑтартма май та ҫук. Ҫавӑнпа та мана, маларах ятӑма асӑннӑскере, православи тӗнне кунтах, Мускаврах, кӗртме тата Шупашкар уесӗнчи мӗнпур чӑваша — вӗсем вара аллӑ пинтен кая мар — тӗне кӗртесси ҫинчен Хӑвӑрӑн Император Хисеплӗхӗрӗн Указне Сӗвери крешшӗн кантурӗ урлӑ мар, уйрӑммӑн яма хушӑсӑрччӗ.

Малалла...

 

Харпӑр шухӑш Чӑвашлӑх

Пӑлхар хулашӗнчи авалхи чул юпасем упранакан ҫурт.

Атӑлҫи Пӑлхар кунҫулӗ пирки пӗлтерекен ҫӑлкуҫсем нумай. Анчах та ҫав ҫӑлкуҫенчен чылайӑшӗн пӗлтерӗшне эпир, ахаль ҫынсем, ытларах чухне хамӑрӑн хӗсӗк ӑстӑнпа ҫавӑрса илме пултараймастпӑр. Ку — питех те йӗркеллӗ япала. Кашни кун ытти ӗҫре тар кӑларса ӗҫлекен ҫынран урӑххине кӗтмешкӗн те майсем ҫукрах. Ӑҫта унта Атӑлҫи Пӑлхар пирки шута кайма! Чӑн малтанах йывӑр ӗҫре, калӑпӑр, картара тислӗк хырнӑ хыҫҫӑн, ӗшеннӗ ҫанҫурӑма кантарас килет! Канса илсен — татах урӑх ӗҫе тытӑнмалла. Ӑстӑнпа ҫавӑрса илмешкӗн ача чухне ку ыйтусене шкулта вӗрентменни те чӑрмантарать.

Ҫапах та кунашкал кӑткӑс уҫлӑхра та пире шӑлҫемми ыйтусем пур. Акӑ илер-ха Ылттӑн Урта тапхӑрӗнчи (13-14-мӗш ӗмӗрсем) чул юпасене. Вӗсем паянхи кунччен 400 яхӑн упранса юлнӑ. Ҫавсенчен 150 ытларахашӗ — Пӑлхар хулашӗнчен. Чылайӑшӗн ҫинче ӗлӗкхи чӑваш чӗлхипе ҫырнӑ ҫырусем (эпитафисем) пур. Ҫавӑн пекех ытти тӗрӗк чӗлхисенчи уйрӑмлӑхсемлӗ чул юпасем те курӑнкалаҫҫӗ хушӑран.

Малалла...

 

Культура Михетере сӑнарне И.В. Алексеев депутат калӑплать
Михетере сӑнарне И.В. Алексеев депутат калӑплать

Муркаш районӗнче те, ытти чылай муниципалитетри пекех, Акатуй ҫӗртмен 12-мӗшӗнче иртнӗ. Ӑна муркашсем кӑҫалхипе 62-мӗш хут йӗркеленӗ. Унта Йӳҫкасси ял тӑрӑхӗ хастар хутшӑннӑ.

Акатуй кунӗнче «Ял картишӗ» смотр-конкурс та йӗркеленӗ. Йӳҫкасси тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем конкурса хытах хатӗрленнӗ тесе пӗлтереҫҫӗ унтисем. Кӑҫал республикӑра Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнине кура «Нарспи» поэмӑри пуян Михетер пӳртне кӑтартас тенӗ. А. Семенова культӗҫчен ашшӗ тунӑ чӳрече хашакне йӑтса пынӑ. А. Егоровапа В. Егорова сӗтел ҫине лартмаллине хатӗрленӗ май район Акатуйне чӑкӑт та пӗҫерсе кайнӑ. Нарспин хӗр парни пуяннине те вӗсем кӑтартма тӑрӑшнӑ. Вырӑнтан районти Депутатсен пухӑвне суйланнӑ И.В. Алексеев Михетер сӑнарне калӑпланӑ. Вӑл пахчара канми ӗҫленӗ.

Смотр-конкурсра йӳҫкассисен картишӗ 3-мӗш вырӑна тухнӑ.

Сӑнсем (17)

 

Культура

Чӑваш наци музейӗ авалхи Шупашкарӑн 3D-моделӗпе пуянланнӑ. Ӑна аваллӑх управҫинче ӗҫлекенсем хӑйсем туса хатӗрленӗ. Проекта хатӗрленӗ май вӗсем 200 ытла объекта юсаса ҫӗнетнӗ. Ҫакӑн валли пултарулӑх ушкӑнӗ тӗрлӗ сӑнӳкерчӗкпе, ҫырса хӑвранӑ асаилӳсемпе, архиври материалсемпе усӑ курнӑ. Хулан историлле сӑн-сӑпатне те вӗсем ҫӗнетсе тӑратма пултарнӑ.

3D модельлӗ экскурсипе паллашакансем 18-мӗш–20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Шупашкара куҫ умне кӑларса тӑратма пултарӗҫ. Паян музейҫӗсем кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре проект хӑтлавне чӗнеҫҫӗ, 16 сехетре вара пуҫласа ҫӗнӗ йышши экскурсипе паллаштарӗҫ.

 

Аха, ҫапла — сӗм ӗлӗк авал, 5 пин ҫул каялла, Египет халӑхӗ шӑрҫасене метерит ванчӑкӗсенчен ӑсталанӑ пулать. Кунашкал пӗтемлетӗве Лондонри университет колледжӗн тӗпчевҫисем тунӑ. Хӑйсен ӗҫӗнче вӗсем Петра музейӗнче упранакан шӑрҫасене тӗпченӗ. Маларах ытти ӑсчахсем вӗсене тимӗртен тунӑ тесе шутланӑ пулнӑ, британи ӑсчахӗсем вара ку шухӑш йӑнӑш пулнине кӑтартма пултарнӑ.

Мӗнрен тунине пӗлес тесе тӗпчевҫӗсем рентген мелӗпе усӑ курнӑ — шӑрҫасем тутӑхнине пула ансатрах майпа пӗлме май пулман иккен. Авалхи ҫынсемшӗн тимӗр те магнетит та пӗр евӗрех пулнӑ, ҫавӑнпа та вӗсене вӑл вӑхӑтра уйӑрайман имӗш. Хайхи рентген пайӑркисем шӑрҫасенче никель, кобальт, фосфор тата германий тӳпи пысӑк пулнине палӑртнӑ — ку пӗтӗмпех материалӗ магнетит пулнине ҫитӗплететсе панӑ.

Мӗнрен тунине тӗпченӗ май ӑсчахсем шӑрҫана епле ӑсталанине те ӑнланма пултарнӑ — вӗсене иккен шӑратса хатӗрленӗ, шӑтӑк туса мар. Ҫапла май авалхи тимӗрҫӗсен ӗҫне те тӗпчевҫӗсем лайӑхран пӗлейнӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

4 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.11.2018 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Унччен сывлăхпа кăлтăксем пулнă-и? Халĕ вĕсем пирки манатăр. Тинех хăвăра лайах туйма пуçлатăр! Çывах çынсемпе хутшăнма вуçех вăхăт пулмĕ, çавăнпа ăнланманлăх сиксе тухас хăрушлăх пур. Канмалли кунсенче те пулин вăхăт тупма тăрăшăр.

Чӳк, 19

1942
76
Бараев Владимир Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1951
67
Ромашкин Валериан Фёдорович, «Канаш» (Чӗмпӗр) хаҫатӑн пӗрремӗш редакторӗ ҫуралнӑ.
1988
30
Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ вилнӗ.
1993
25
Упамса вӑрман хуҫалӑхне йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Сирӗн шухӑшпа Олег Николаевпа Алена Аршиновӑн депутат мандатне тавӑрса памалла-и?
Çук, малалла ĕçлемелле
Маншăн пур-пĕрех
Çук, вĕсем айăпĕ пысăках мар
Çапла, халăха хÿтĕлемесен вĕсем унта мĕн тума кирлĕ?
Паллах, айăпĕсем тата та пур
Эпир Facebook-ра 1300+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org