Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.0 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: аварисем

Пӑтӑрмахсем

Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫӗрле, 1 сехет тӗлӗнче, Шупашкарти Граждан урамӗнчи ҫул ҫаврӑнӑшӗнче хӑрушӑ авари пулни, ҫав аварире виҫӗ ҫамрӑкӑн пурнӑҫӗ татӑлни, тӑваттӑмӑшӗ пульницари реанимаци уйрӑмӗнче вилсе кайни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Пиллӗкмӗшӗ пульницара сипленет. Тухтӑрсем унӑн сывлӑхӗ вӑтам шайрине палӑртнӑ.

«Хула пирки» (выр. «Про Город») кӑларӑм журналисчӗсем хӑрушӑ аварире чӗрӗ юлнӑ йӗкӗтӗн амӑшӗпе калаҫнӑ. Вӑл ывӑлӗнчен уйрӑлмасӑр пульницара ларать. «Ильяна ҫитес вӑхӑтра тепӗр операци тӑвӗҫ. Ун патне тӑвансем, юлташӗсем кашни кунах килеҫҫӗ, калаҫса кӑмӑлне ҫӗклеҫҫӗ. Ӑна халь пӗрре те ҫӑмӑл мар, ҫав аварире вӑл чи ҫывӑх тусӗсене ҫухатрӗ», — тенӗ каччӑн амӑшӗ Елена.

Палӑртса хӑвармалла, авари пулнӑ вӑхӑтра Илья Афанасьев водитель хыҫӗнче ларнӑ. Ҫӑмӑл машина ҫутӑ юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ саманта вӑл астумасть.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48043
 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енри автобус грузовике пырса тӑрӑннӑ. Ку пӑтӑрмах Чулхула облаҫӗнчи Вӑратин районӗнче раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 23 сехет те 5 минутра пулнӑ. Кун пирки ТАСС пӗлтерет.

Ҫав автобус Чӑваш Енрен Мускава кайма тухнӑ. М-7 ҫулӑн 561-мӗш ҫухрӑмне ҫитсен вӑл грузовике пырса тӑрӑннӑ. Шел те, аварире автобус водителӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. 9 пассажира тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Вӗсене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн киле янӑ.

 

Республикӑра

2014 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Шупашкар – Сурски» автоҫулӑн 28-мӗш ҫухрӑмӗнче авари пулнӑ. Ун чухне водитель тата арӑмӗ вилнӗ. Пӗчӗк хӗрӗ каярахпа пульницӑра сывлама пӑрахнӑ. Ывӑлӗ вара сусӑр тӑрса юлнӑ.

Аварире айӑплӑ ҫынна Белова ун чухне колони-поселение 8 ҫуллӑха яма йышӑннӑ. Анчах хайхискер 2,5 ҫултан УДОпа тухма завявлени ҫырнӑ. Улатӑр районӗн сучӗ ҫакна ырланӑ, ӑна ирӗке кӑларма йышӑннӑ.

Шар курнӑ ҫемьен тӑванӗсем Белов ирӗке тухнине ӑнсӑртран пӗлнӗ. Вӗсем ӑна УДОпа кӑларнипе килӗшмен, ЧР Аслӑ судне ыйту ҫырнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче суд УДОна пӑрахӑҫланӑ. Ҫавна май Беловӑн колоние таврӑнмалла пулнӑ. Анчах вӑл, ҫуркунне вӗҫӗнче ирӗке тухнӑскер, поселение хӑйӗн ирӗкӗпе таврӑнман. Унтанпа 4 уйӑх иртнӗ. Халӗ Беловӑн поселение таврӑнма тиветех. Унӑн унта тепӗр 5 ҫул та 2 уйӑх ытла ирттермелле.

 

Республикӑра

Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ГАЗель кювета чӑмнӑ. Аварире темиҫе ҫын суранланнӑ. Ҫавна май айӑплине халӗ явап тыттарасшӑн.

Следовательсем каланӑ тӑрӑх, ҫав арҫын ҫынсене турттаракан усламҫӑ кассирӗпе ГАЗеле 1600 тенкӗпе пама калаҫса татӑлнӑ. Хайхи водителӗн Мукавран 11 ҫынна Канаша илсе килмелле пулнӑ.

Арҫыннӑн пассажирсене илсе ҫӳреме лицензи пулман. Транспортра хӑш-пӗр лакӑч ҫинче ҫыхӑнмалли пиҫҫихи те пулман. Автобус техтӗрӗслев витӗр те тухман. Кустӑрма шини ҫине тӗрлӗ калӑпӑшлӑ тата ӳкерчӗклӗ протектор лартнӑ.

Водитель каҫхине сехетре 70 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа пынӑ. Ҫул пӑрлак пулнӑ. Арҫын руле итлеттереймен – автобус кювета чӑмнӑ. Аварире 7 ҫын шар курнӑ. Пӗри хытах аманнӑ.

Халӗ водителӗн суд сакки ҫине ларма тивӗ. Ун тӗлӗшпе кӗҫех приговор янӑрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/44709
 

Республикӑра

Паян, утӑ уйӑхӗн 26-мешӗнче Канаш хулинче авари пулнӑ. Ҫавна май хӑш-пӗр урамра пурӑнакансем шывсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫынсем шыв ӑсса юлма та ӗлкӗреймен.

Паян кӑнтӑрларанпа унта сивви те, ӑшши те ҫук. Шыв хӑҫан пулӗ? Паллӑ мар. Йӑлтах ӑнсӑртран пулса тухнӑ, ҫынсене кун пирки асӑрхаттарма та ӗлкӗреймен. Халӑх халӗ ӑҫтан май килнӗ – ҫавӑнтан шыв ӑсать.

Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари вырӑнне коммуналлӑ служба тата МЧС ӗҫченӗсем хӑвӑрт ҫитнӗ. Аварие сирес тӗлӗшпе халӗ ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлеҫҫӗ. Мӗнех, администрацин халӑхран каҫару ыйтмалли ҫеҫ юлать. Вӗсем кун пек пуласса хӑйсем те пӗлмен-ҫке-ха.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43394
 

Ҫул-йӗр

Тутарстанра автобус ҫунса кайнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енре ҫул-йӗр ҫинче тӗрӗслеве вӑйлатма йышӑннӑ. Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулнӑ хӑрушӑ аварире 14 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 12 ҫынна тӗрлӗ суранпа пульницӑна илсе ҫитернӗ. Следовательсен шухӑшӗпе, хирӗҫ килекен машинӑн фари автобус водителӗн куҫне шартарнӑ.

Тӗрӗслеве вӑйлатмалли пирки ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев каланӑ. Ку ыйтӑва Правительство ҫуртӗнче эрнесерен иртекен планеркӑра сӳтсе явнӑ. Кунашкалли сиксе ан тухтӑр тесен ятарлӑ комиссин ларӑвне ирттерме, водительсене рейса тухас умӗн тӗплӗн тӗрӗслеме хушнӑ.

Ҫавӑн пекех Михаил Игнатьев видеофиксаци камерисен йӗркеллӗ ӗҫлемелли пирки аса илтернӗ.

 

Кӳршӗре

Тутарстанра автобус йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Аварире ҫынсем вилнӗ тата суранланнӑ.

Ку паян, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, ҫур ҫӗр иртсен пулнӑ. Автобус Альметьевск-Заинск автоҫул ҫинче ҫапӑннӑ. Автобус ҫапӑннӑ хыҫҫӑн тӳнсе кайнӑ та ҫунма тытӑннӑ. Аварире 14 ҫын вилнӗ. Тепӗр 15-шӗ суранланнӑ. Вӗсенчен 12-шне пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Халӗ аварире вилнӗ ҫынсен ятне-шывне палӑртаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне автобусра мӗн чухлӗ ҫын пулние палӑртма тивӗ, мӗншӗн тесен водитель ҫул ҫинче ҫынсене лартнӑ.

Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Малтанлӑха йывӑр тивлӗ машина водительне тата автобусӑн икӗ водительне тытса чарма палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/42754
 

Пӑтӑрмахсем

Паян, ирхи 10 сехетре, Ҫӗрпӳ районӗнче маршрутка аварие лекнӗ. Ун чухне салонра 6 ҫын пулнӑ. Маршрутка Патӑрьелтен килнӗ. Вӑл кювета ҫаврӑнса ӳкнӗ.

Маршрутка ҫаврӑнса ӳкнӗ. Телее, вилекенсем пулман. Чылайӑшӗ йывӑр аманман. Авари вырӑнне васкавлӑ медпулӑшу хӑвӑрт ҫитнӗ, йывӑр суранланнӑ пӗр пассажира пульницӑна илсе кайнӑ.

Кӑштахаран, тепӗр темиҫе сехетрен, тепӗр пассажир хӑйне япӑх туйма тытӑннӑ. Вӑл та тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ыттисем хӑйсене чиперех туяҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/38731
 

Orphus

Баннерсем

3 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2018 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш-пĕр Сурăхăн таçанах тивĕçтермен, кирлĕ мар çыхăнусене татмалла, халĕ çакна тума шăпах меллĕ вăхăт. Вăхăта ытларах урамра ирттерме тăрăшăр – ку сывлăхшăн усăллă. Эмелсемпе асăрханăр: вĕсене тухтăр çырса памасăр ан ĕçĕр.

Ҫу, 25

1957
61
Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ.
1972
46
Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
1981
37
Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Сирӗн шухӑшпа Олег Николаевпа Алена Аршиновӑн депутат мандатне тавӑрса памалла-и?
Çук, вĕсем айăпĕ пысăках мар
Çапла, халăха хÿтĕлемесен вĕсем унта мĕн тума кирлĕ?
Çук, малалла ĕçлемелле
Маншăн пур-пĕрех
Паллах, айăпĕсем тата та пур
Эпир Facebook-ра 1300+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org