Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.0 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: автономисем

Чӑвашлӑх

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Красноярск крайӗнчи чӑвашсен автономийӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта вӗсем пурӗ виҫӗ ыйту пӑхса тухнӑ.

Инҫетри йӑхташӑмӑрсем автономин кӑҫалхи ӗҫне тишкернӗ май автономи президенчӗ Геннадий Храмов каласа кӑтартнине тимлесе ирттернӗ. Сакӑр уйӑхра епле ӗҫленине тишкернӗ май Красноярск чӑвашӗсем ҫӑмрӑксемпе тата ачасемпе ӗҫлессине вӑйлатма йышӑннӑ. Килес ҫулхи пирки те вӗсем халех шухӑшлаҫҫӗ: ӗҫ планӗ проектне пӑхса тухса ӗнерех ҫирӗплетнӗ.

Иккӗмӗш ыйтупа вара Чӑваш наци конгресӗн вуннӑмӗш, юбилейлӑ, сьездне делегатсем суйланӑ. Унта хутшӑнма В.Е. Разманова, О.В. Ровда, Г.И. Храмов тивӗҫ тесе йышӑннӑ.

Тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ май ҫулталӑк вӗҫлениччен Раҫҫейӗ халӑх художникне, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникне Владимир Мешкова асра тытса астӑвӑм турнирӗ ирттерме йышӑннӑ.

 

Раҫҫейре
Чечек хума пуҫтарӑннисем
Чечек хума пуҫтарӑннисем

Финн вӑрҫинче паттӑррӑн ҫапӑҫса пуҫне хунӑ, Ленинград тӑрӑхӗнче тӑванла масарта пытарнӑ Совет Союзӗн Геройне, Куславкка ҫӗрӗ ҫинче ҫуралнӑ Сергей Бутякова Питӗрти йӑхташӑмӑрсем манмаҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӗсем унӑн вил тӑпри ҫине чечек кӑшӑлӗ хунӑ. Хӑю ҫине ҫапла ҫырнӑ: «СЛАВНОМУ СЫНУ ЧУВАШСКОГО НАРОДА ОТ ЧУВАШСКОЙ НАЦИОНАЛЬНО-КУЛЬТУРНОЙ АВТОНОМИИ САНКТ-ПЕТЕРБУРГА».

Митинга Питӗрти чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи тата ЧР Министрсен Кабинечӗн Питӗрти тата Ленинград облаҫӗнчи пайташӗ Владимир Живов уҫнӑ. Сергей Буятковпа пӗр ялта ҫуралнӑ тата унпа тӑванлӑ Святослав Ларионов сӑмах каланӑ.

Аса илтерер, Сергей Бутяков 1916 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Куславкка чӑвашӗн ачалӑх ҫулӗсем кӳршӗллӗ Мари Элти Шуланкӑ (Звенигово) хулинче иртнӗ. Сергей Бутяков танкист пулнӑ. Карели фронтӗнче финсемпе ҫапӑҫнӑ чух, 1940 ҫулта, механик-танкист вилнӗ хыҫҫӑн ҫар машинине хӑй тытать. Ҫапах та ҫапӑҫура вӑйсем тан пулман: танк хыпса илет, экипаж ҫунса каять. Сергей Бутякова вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗ ят панӑ. Вӑл — Карели фронтӗнчи ҫапӑҫура ҫав шайри паттӑр ятне илнӗ Чӑвашри пӗрремӗш ҫын.

Малалла...

 

Политика

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Питӗрти Национальноҫсен ҫуртӗнче "Изменение миграционного законодательства РФ и вопросы профилактики межнационального, межрелигиозного экстремизма на законодательном уровне" (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗнче миграци законодательствине улӑштарасси тата религипе, наци ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ экстремизм профилактикин ыйтӑвӗсем) темӑпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Унта Питӗрти чӑвашсен наципе культура автономийӗн канашӗн ертӳҫи Владимир Живов хутшӑннӑ.

Ҫавра сӗтеле пухӑннисем умӗнче Питӗрте нацисем хушшинчи хутшӑнусемпе тата миграци политикине пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Олег Махно, РФ Патшалӑх Думин конституци законодательстви енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Владимир Плигин хутшӑннӑ. Канашлурисем миграци законодательствине сӳтсе явнӑ май таркӑнсен ыйтӑвне те хускатнӑ.

 

Чӑвашлӑх

Симферопольте чӑваш наци культурин пӗрлешӗвӗ уҫӑласси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш наци конгресӗн президенчӗпе Николай Угасловпа тӗл пулнӑ чух асӑнса хӑварнӑ. Нумаях пулмасть Крым Республикинче чӑвашсен тӑватӑ наци автономине йӗркеленӗ те.

Чӑваш наци конгресӗн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева каланӑ тӑрӑх, ҫак ӗҫе туса ҫитерме Чӑваш наци конгресӗ те, Крымри чӑваш хастарӗсем те хатӗрленнӗ. Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа 21-мӗшӗччен ЧНК ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Валерий Клементьев ертсе пыракан пысӑках мар ушкӑн Крымра пулнӑ

Малтанах вӗсем Керчь хулине ҫитсе унти чӑвашсемпе тӗл пулнӑ. Часах Керчь хулинче те чӑваш наципе культура автономине уҫма палӑртнӑ.

Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Симферополь хулине Крым ҫур утравӗнче пурӑнакан чылай чӑваш пуҫтарӑннӑ, унта автономи туса хунӑ.

Унӑн ертӳҫи пулма Николай Пропынина шаннӑ. Хыҫҫӑнах пӗтӗм Крым Республикин чӑвашӗсен пӗрлӗхне туса хурасси пирки йышӑннӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/469.html
 

Orphus

Баннерсем

3 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2018 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш-пĕр Сурăхăн таçанах тивĕçтермен, кирлĕ мар çыхăнусене татмалла, халĕ çакна тума шăпах меллĕ вăхăт. Вăхăта ытларах урамра ирттерме тăрăшăр – ку сывлăхшăн усăллă. Эмелсемпе асăрханăр: вĕсене тухтăр çырса памасăр ан ĕçĕр.

Ҫу, 25

1957
61
Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ.
1972
46
Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
1981
37
Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Сирӗн шухӑшпа Олег Николаевпа Алена Аршиновӑн депутат мандатне тавӑрса памалла-и?
Маншăн пур-пĕрех
Çук, вĕсем айăпĕ пысăках мар
Паллах, айăпĕсем тата та пур
Çук, малалла ĕçлемелле
Çапла, халăха хÿтĕлемесен вĕсем унта мĕн тума кирлĕ?
Эпир Facebook-ра 1300+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org