Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.0 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: армспорт

Спорт

Нумаях пулмасть, авӑнӑн 23–26-мӗшӗсенче, Сочире ампутантсемпе кӳмепе ҫӳрекенсен пӗтӗм тӗнчери вӑййисем иртнӗ. Пирӗн спортра палӑрнӑ ентешӗмӗр унтан медальсемпе таврӑннӑ.

Спортсменсем спортӑн ултӑ тӗсӗнче вӑй виҫнӗ: ҫӑмӑл атлетика, ишесси, ухӑран пересси, сӗтелҫи теннисӗ, армспорт, тхэквандо.

Чӑваш Енрен унта пӗр спортсмен ҫеҫ хутшӑннӑ. Вӑл нумаях пулмасть декретран тухнӑ Елена Свиридова. Ӑна малтан Иванова хушаматпа пӗлнӗ. Елена 100 тата 200 метрсене чупса кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.

Пирӗн ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ команди мала тухнӑ. Вӑл 102 ылтӑн медаль, 84 кӗмӗл тата 76 пӑхӑр медальсем ҫӗнсе илнӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Китайпа Польша тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/sport/view/65247
 

Спорт

Спорт пурне те туслаштарать. Ҫӗнӗ Шупашкарта сусӑрсен республика фестивалӗ иртнӗ. Вӑл пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен кунӗ умӗн кӑҫалхипе 16-мӗш хут иртнӗ.

Республикӑри районсенчи 250 яхӑн ҫын Ҫӗнӗ Шупашкара Чӑваш Енри чи лайӑх паралимпиец ятне тивӗҫессишӗн тупӑшмашкӑн килнӗ. Канашри Татьяна Николаева хӑйӗн командипе ку фестивале 10-мӗш ҫул хутшӑнать. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, фестивале ҫулсерен ытларах та ытларах килет. Эппин, унӑн сумӗ ӳсет, тупӑшу вӑйлӑланать.

Канашри сусарсен хула обществин председателӗ Татьяна Николаева хӑйсене сусӑрсем темелле маррине палӑртать. Вӗсем спортра та ӑмӑртаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ-ташлаҫҫӗ-ҫке-ха.

Ӑмӑртура ачасем те, аслисем те вӑй виҫнӗ. Вӗсем хӑйсене 5 тӗсре тӗрӗсленӗ: сӗтелҫи теннисӗ, дартс, армспорт, шашка тата шахмат.

Халӗ республикӑра сусӑрсене пулӑшас тӗллевпе чылай ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем ыттисемпе тан пулччӑр, хӑйсене ыттисенчен ан уйӑрччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

Сусӑрсене саламлама ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та килнӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ Уяв саманчӗ
Уяв саманчӗ

Утӑн 12-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пашьел ялӗн халӑхӗ уява пухӑннӑ. Кӑҫалхи мероприяти тата вӑйлӑрах иртнӗ. Уява Удмурт Республикинчи, Украинри, Германири делегацисем килнӗ.

Сумлӑ хӑнасен йышӗнче Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов, ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗн ҫумӗ Олег Мешков, «Красное Знамя» ЯХПК енртӳҫи, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Никифоров, Иоанн иерей пулнӑ.

Пӑлапуҫ Пашьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Влалимир Никитин ҫитӗнӳсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ, чи хастаррисене Хисеп грамотипе, Тав ҫырӑвӗпе, парнесемпе чысланӑ. Унтан ялти кашни урам анатри чӑвашсен ӗлӗкхи йӑли-йӗркине кӑтартса панӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кашни урам сӗтел хатӗрленӗ. Ун ҫине наци апатне, килте вӗретнӗ сӑра лартнӑ. Кашни сӗтел хӑнасене йыхравланӑ.

Аслӑ ӳсӗмрисем ӗлӗкхи «техникӑна» кӑтартнӑ. Лапамра «Асра юлнӑ самант» сӑнӳкерчӗксен стендне, чӑваш халӑхӗн алӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ.

Вӑйлисем ирӗклӗ кӗрешӳре, волейболра, армспортра, кире пуканӗ йӑтассинче, вӗрен туртассинче тупӑшнӑ.

Ютран килнӗ делегацисем пӑлапуҫ пашьелсен йӑли-йӗркине тӗлӗнсе те савӑнса сӑнанӑ.

Малалла...

 

Спорт Ал вӑйне виҫекенсем
Ал вӑйне виҫекенсем

Азербайджанӑн тӗп хулинче, Бакура, армспорт енӗпе паян Европа чемпионачӗ тата ӑмӑртӑвӗ уҫӑлнӑ. Ал вӑйне виҫекенсем 35 ҫӗршывран пырса ҫитнӗ. Виҫшер-тӑватшар ҫын та мар. Пурӗ 500-е яхӑн спортсмен.

Чӑваш Енри маттурсем те ҫӗршывӑн пӗрлехи ушкӑнне кӗнӗ. Пӗтӗмпе тӑватӑ хӗр. 21 ҫулчченхи спортсменсем хушшинче, акӑ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем Олеся Игнатьева тата Эльмира Алеева пур. 18 ҫулчченхисен ушкӑнне Канаш районӗнчи Марина Иванова тата Шупашкар хулинчи Ксения Аврамова кӗнӗ.

Раҫҫейӗн пӗрлехи ушкӑнне, сӑмах май, 115 спортсмен кӗнӗ. Ҫав шутра — 22 арҫын, 18 хӗрарӑм, 42 каччӑ, 33 хӗр.

Европа чемпионачӗ тата ӑмӑртӑвӗ ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

 

Спорт И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ команди
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ команди

Белгород хулинче Раҫҫейри аслӑ шкулсем хушшинче армспорт енӗпе чемпионат иртнӗ. Унта 46 аслӑ шкулти 160 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — тӗнче тата Европа чемпионачӗ Хетаг Дзитиев (Ҫурҫӗр Осети) тата Иван Матюшенко (Мускав хули).

Чемпионата И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн пӗрлештернӗ команди те кайнӑ. ЧР Спорт министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, унта журналистика факультетӗнче 4-мӗш курсра вӗренекен Олеся Игнатьева палӑрнӑ. Вӑл 80 килограмм тайман виҫе категорийӗнче тупӑшса чи маттурри пулнӑ. Олеся ҫак кӑтартупа иккӗмӗш ҫул савӑнтарать. Хӗрӳ ӑмӑртура вӑл Аланири Яна Кодзаевӑна тата Калининград облаҫӗнчи Злата Литвинӑвана ҫӗнтернӗ.

Юридици факультетӗнче вӗренекен Эльмира Алеева 65 килограмм тайман виҫе категорийӗнче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, ЧПУ команди 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

 

Orphus

Баннерсем

3 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2018 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш-пĕр Сурăхăн таçанах тивĕçтермен, кирлĕ мар çыхăнусене татмалла, халĕ çакна тума шăпах меллĕ вăхăт. Вăхăта ытларах урамра ирттерме тăрăшăр – ку сывлăхшăн усăллă. Эмелсемпе асăрханăр: вĕсене тухтăр çырса памасăр ан ĕçĕр.

Ҫу, 23

1853
165
Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ.
1967
51
Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Сирӗн шухӑшпа Олег Николаевпа Алена Аршиновӑн депутат мандатне тавӑрса памалла-и?
Çапла, халăха хÿтĕлемесен вĕсем унта мĕн тума кирлĕ?
Çук, вĕсем айăпĕ пысăках мар
Маншăн пур-пĕрех
Çук, малалла ĕçлемелле
Паллах, айăпĕсем тата та пур
Эпир Facebook-ра 1300+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org