Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.0 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ватлӑх

Хулара
Юбилейре.
Юбилейре.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Анастасия Терентьева 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, тыл ветеранӗ, вӑрҫӑ ветеранӗн тӑлӑха юлнӑ арӑмӗ.

Анастасия Михайловна Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Анат Ҫӗрпӳкасси ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Василий Терентьева качча тухнӑ. Анчах тӑватӑ ачине унӑн пӗчченех ӳстерме тивнӗ, мӗншӗн тесен мӑшӑрӗ часах ҫӗре кӗнӗ.

Халӗ кинемей хӗрӗн ҫемйипе пурӑнать, кӗнеке вулама кӑмӑллать, хӑй тӗллӗнех Тӗлӗнтермӗш ӗҫсем тӑвакан Николай ячӗллӗ чиркӳре иртекен кӗлӗсене ҫӳрет, хӗрне кил-тӗрӗшре пулӑшать.

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Анастасия Михайловнӑна юбилей ячӗпе вырӑнти тӳре-шара, депутатсем килне пырса саламланӑ, Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн ятран панӑ саламне вуласа кӑтартнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫынна укҫа кивҫен парасси пулать-ха вӑл. Ара, кирлӗ чухне тус-юлташа пулӑшмаллах. Анчах палламан ҫынсене 100 тенкӗ те кивҫен пама хӑрамалла: шӑнман пӑр ҫине лартса ярӗҫ.

Шупашкарта пурӑнакан кинемей ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ-ши? Ҫынна пулӑшас тенӗ те хӑйех ҫурӑк валашка умӗнче тарса юлнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ кинемей патне урамра тӗттӗмрех ӳтлӗ, ҫӳллех мар икӗ арҫын пынӑ. Вӗсем хӑйсен тӑванӗсем пульницӑра пулнине, вӗсене васкавлӑ операци тумаллине пӗлтернӗ. Урӑх хуларан укҫа куҫарнӑ чухне вара пӑтӑрмахсем сиксе тухнӑ имӗш. Палламанскерсем кинемейрен кивҫен ыйтнӑ, ҫитес вӑхӑтра ӑна процентсемпе каялла тавӑрма шантарнӑ. Ватӑскер ҫывӑхри банкран 190 пин тенкӗ илнӗ те ултавҫӑсене тыттарнӑ. Кинемей хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартнине лешсем кайсан ҫеҫ ӑнланнӑ.

 

Ольга Ильиничнӑпа Михаил Константинович Мохнатовсем
Ольга Ильиничнӑпа Михаил Константинович Мохнатовсем

Хисеплӗ пенсионерсем, вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗсем!

Сире Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗ ячӗпе ӑшшӑн тата чӗререн саламлатӑп!

Ҫак куна пӗтӗм тӗнчере 1990 ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ. Ветерансем вӑрҫӑ хирӗнче кӑтартнӑ паттӑрлӑхпа харсӑрлӑх, ӗҫри хастарлӑх аслӑ ӑруран тӗслӗх илме хистеҫҫӗ, ҫамрӑксене тӑван ҫӗре, хамӑрӑн халӑха, унӑн йӑлисене юратма, хӑйсен ӗҫӗпе тӑван ене аталантарма вӗрентеҫҫӗ. Ватӑсен пысӑк ӑсӗ, пурнӑҫри пуян опычӗ ыррине, вӗсем тунине, упраса хӑварма, килес ӑрусене парса хӑварма пулӑшать.

Аслӑ ӑру ҫыннисен пурнӑҫне лайӑхлатасси — Раҫҫейпе Чӑваш Енӗн патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗ. Хальхи вӑхӑтра республикӑри ҫулланнӑ граждансен 80% ытла социаллӑ пулӑшу мелӗсемпе усӑ курать. Республика бюджетӗнчен кӑна 2012 ҫулта ҫак тӗллевсемпе 1,786 млрд тенкӗ уйӑрнӑ. «Чӑваш Республикин ӗҫ ветеранӗ» ята илмелли стаж вӑхӑтне пӗчӗклетес енӗпе ӗҫлетпӗр. Паянхи кун тӗлне стажшӑн ҫак ята 18000 гражданина панӑ, ҫулталӑк вӗҫлениччен вӗсен пӗтӗмӗшле йышӗ 22000 ҫынпа танлашӗ. Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес енӗпе тимлӗ тӑрӑшатпӑр. Республикӑра 2010 ҫултанпа 4562 ҫынна ҫурт-йӗрпе тивӗҫтернӗ, ҫав шутра 2012 ҫулта – 758 гражданина.

Малалла...

 

Кӳкеҫри ваттисен ҫуртӗнче
Кӳкеҫри ваттисен ҫуртӗнче

Хисеплӗ пенсионерсем, вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗсем!

Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе чи ӑшӑ кӑмӑлтан саламланине йышӑнсамӑр!

Халӑхӑн йӑли-йӗркин шанчӑклӑ управҫисем, пурнӑҫри паха опытпа ӑс-хакӑл ҫӑл куҫӗ пулнӑ май, эсир республикӑн ылтӑн фончӗ шутланатӑр. Истори тапхӑрӗсене вӗҫе-вӗҫӗн татӑлми ҫыхӑнтарса хӑвӑрӑн аслӑ та тарӑн пӗлӗвӗре ҫамрӑк ӑрӑва паратӑр, суйласа илнӗ ӗҫе чунтан юратма тата чи пӗлтерӗшли — ҫамрӑксене ӗненме вӗрентетӗр, ӑна ҫемьере сыхласа упратӑр, ҫирӗп ӗненӳ вара ҫынна мӗн пур йывӑрлӑха ҫӗнме тата тулли те телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнма пулӑшать.

Паянхи Чӑваш Ен тивӗҫлипе мухтанакан чылай япалана эсир тунӑ тата килес ӑрусемшӗн шанчӑклӑн сыхласа хӑварнӑ. Вӗсен шутӗнче: промышленноҫӑн пысӑк предприятийӗсемпе архитектура палӑкӗсем, автомобиль тата чукун ҫулсем, пурӑнмалли микрорайонсем. Эсир ырми-канми тӑрӑшнине пула вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче ял хуҫалӑхӗ вӑй илсе тӗрекленнӗ, республикӑра пӗрремӗш трактор туса кӑларнӑ, йӗркеллӗ пурӑнма лайӑх майсем туса хунӑ.

Эпир сирӗн ҫитӗнӗвӗрсемпе чун-чӗререн хавхаланатпӑр, сиртен тӗслӗх илетпӗр, пурнӑҫри хастарлӑхӑршӑн савӑнатпӑр.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.08.2018 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Иккĕлентермен ĕçсене кăна пуçăнăр. Васкавлă йышăнусем ан тăвăр, çынсене ан тиркĕр. Пуçа килнĕ шухăшсене пурнăçа кĕртиччен тĕплĕ шухăшлăр – лайăх мар лару-тăрăва кĕрсе ÿкмелле ан пултăр.

Ыйтӑм

Сирӗн шухӑшпа Олег Николаевпа Алена Аршиновӑн депутат мандатне тавӑрса памалла-и?
Маншăн пур-пĕрех
Çапла, халăха хÿтĕлемесен вĕсем унта мĕн тума кирлĕ?
Çук, малалла ĕçлемелле
Çук, вĕсем айăпĕ пысăках мар
Паллах, айăпĕсем тата та пур
Эпир Facebook-ра 1300+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org