Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.0 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: вӑрман

Ҫутҫанталӑк
Вӑрмана хуҫин тасатмалла
Вӑрмана хуҫин тасатмалла

Ял тӑрӑхӗн вӑрман тасатмалла мар. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Йӗпреҫ район прокуратури тата унти суд.

Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче Йӗпреҫ лесничествин вӑрманҫи Хурӑнлӑх участокӗнчи лесничествӑри вӑрманта промышленноҫри тата килти каяш йӑваланса выртнине асӑрханӑ. Хурӑнлӑх тӑрӑхӗнчи территорире пирки вӑрман ӗҫченӗ асӑннӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе хут шӑрҫаланӑ, тасамарлӑха пуҫтарма ыйтнӑ.

Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫе пуҫӑнас вырӑнне прокуратурӑна ҫул тытнӑ. Лере РФ Вӑрман кодексне уҫса пӑхнӑ, 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче РФ Конституци сучӗ кӑларнӑ 26-П номерлӗ йышӑнӑва та тишкернӗ.

Вӑрман федераци харпӑрлӑхӗнче шутланать, апла тӑк ӑна хуҫин тирпейлесе тӑмалла. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗн вараласран кӑна асӑрхамалла.

Ял тӑрӑхне хӳтӗлесе прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Унта вӑрманҫӑ хутн пӑрахӑҫлама ыйтнӑ. Суд прокуратура тавӑҫне тивӗҫтернӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк министерствин шутланакан «Вӑрман хуҫалӑхӗн центрӗ» хысна учрежденине ҫывӑх вӑхӑтра вӑрмна пушарӗпе кӗрешмелли 4 техника килсе ҫитмелле. Учреждение МТЗ–82.1 урапаллӑ трактор парӗҫ. Техникӑпа пӗрлех — сухапуҫ та.

Ятарлӑ техникӑна федераиц хыснинчен уйӑракан субсиди шучӗпе туянмалла. Ку тӗллевпе Мускавран 3,1 миллион тенкӗ килнӗ. Унсӑр пуҫне 0,2 миллион тенкине республика хыснинчен уйӑрмалла.

2010–2012 ҫулсенче республикӑн вӑрман хуҫалӑхне 61 единица техника килсе ҫитнӗ. Ҫак тӗллевпе пурӗ 100 миллион тенкӗ уйӑрнӑ, ҫак шутарн пӗрре-виҫҫӗмӗш пайне — республика хыснинчен. 2011 тата 2012 ҫулсенче вӑрмансене пушар пӗртте шар кӑтартман-мӗн. «Хӗрлӗ автанӗ» ҫапах та ҫавӑн чух пӗрер хутчен «ташланӑ-ха». Кӑҫал виҫӗ хутчен вут алхаснӑ, анчах ҫулӑма кашнинчен вӑхӑтра сӳнтернӗ.

 

Экономика Видеоконференци вӑхӑтӗнче
Видеоконференци вӑхӑтӗнче

Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Атӑлҫи федераци округӗнчи Вӑрман хуҫалӑхӗн департаменчӗ вӑрмансемпе епле усӑ курнин ыйтӑвӗпе видеоконференци ирттернӗ. Унта ҫак енпе ӗҫлекенсем Чӑваш Енрен те хутшӑннӑ.

Пирӗн республикӑра вӑрманпа усӑ курнишӗн федераци умӗнчи парӑм 16 миллион тенке ҫитсе кайнӑ, ҫав шутран ҫуррине яхӑнӗ — тара панишӗн татӑлмалли тупра. Тепӗр майлӑ каласан, вӑрманпа усӑ куракан 498 арендатортан парӑмлисем — 11,6 проценчӗ е 58-шӗ. Республикӑн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви парӑмлисен шутне чакарассипе ҫине тӑни пирки ӗнентерет. Ҫакна ҫирӗплетме цифра та илсе панӑ: кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пулнипе танлаштарсан парӑм виҫи 3 миллион тенкӗ чакнӑ. Тӳлеве шыраса илессишӗн материалсене суд приставӗсем патне ярса пани те пулать. Приставсем ҫине тӑнипе, акӑ, «Вертикаль» текен обществӑран 2,3 миллиона яхӑн парӑм шыраса илнӗ. Йӗркене пӑсакан арендаторсене, сӑмах май, вӑрман хуҫалӑхӗпе усӑ курмалли ҫинчен калакан килӗшӗве малалла тӑсса памаҫҫӗ.

 

АВН
10

Кӑмпа ҫулӗ
 galina.belkova | 10.09.2012 00:02 |

Ку кӑмпасем харӑсах иккӗн-виҫҫӗн, е ытларах та ӳсеҫҫӗ
Ку кӑмпасем харӑсах иккӗн-виҫҫӗн, е ытларах та ӳсеҫҫӗ

Комсомольски тӑрӑхри вӑрмансем мӗн авалтан кӑмпа-ҫырларан пуян пулнӑ. Сӑмахран, ҫывӑхри хура вӑрмана ял-йышсем юр кайса пӗтнӗ-пӗтмен кӑтра кӑмпа шырама васканӑ. Темиҫе хутчен вӗретсе тӑкнӑ хыҫҫӑн ҫак пит илемлех те мар кӑмпа питех те тутлӑ ҫимӗҫ пулса тӑрать. Ҫӗртмепе утӑ уйӑхӗсенче кашниех витре, е урӑх савӑт-сапа йӑтса ҫырлана васканӑ. Чӑн малтан хурӑн ҫырли, каярахпа хура ҫырла, унтан вара хӑмла ҫырли, пӗрлӗхен илӗртнӗ ҫынсене вӑрманта. Кӗркунне вара палан, пилеш е кӗтмел таҫтанах йӑм хӗрлӗ тӗсӗпе ҫулӑм евӗр ҫунса хӑйсем патнелле чӗннӗ. Халӗ те вырӑн-вырӑнпа тупма пулать-ха асӑннӑ ҫырласене. Анчах та вӗсен лаптӑкӗсем унчченхинчен сайрарах тӗл пулаҫҫӗ, тата пысӑках та мар. Уйрӑмах иртнӗ ҫулласенчи типӗ те шӑрӑх ҫанталӑк вӑйлӑ сиен кӳчӗ вӑрмансене.

Ҫырла лаптӑкӗсем чакаҫҫӗ пулин те кӑмпасем вӑрманта аванах тӗл пулаҫҫӗ-ха. Кӑҫал уйрӑмах ӑнса пулать ҫак ҫимӗҫ. Хальхи вӑхӑтра тин ҫеҫ шӑтса ӳсекен хура кӑрӑҫсемпе хыр кӑмписем, тӗрлӗ тӗслӗ шлепкеллӗ майра кӑмписем (вӗсене тата яка кӑмпа теҫҫӗ), хулӑн шлепкисене аран йӑтса ларакан ӑвӑспа хурӑн кӑмписем, кӑчӑр кӑна масла кӑмписем, тап-таса та пӗр ҫӳп-ҫапсӑр пӑрҫа икерчи, е вӑлах калиме кӑмпи.

Малалла...

 

Авӑн-юпа уйӑхӗсенче республикӑри кашни ялпа хулара «Йывӑҫ лартса ӳстер» акци иртет. Ҫак тапхӑрта урамсемпе парксене, ҫырма-ҫатрана тӗмӗ-йывӑҫ нумай лартса хӑварма палӑртнӑ. Ҫутҫанталӑк министерстви «Йывӑҫ лартса ӳстер» акцин кӗрхи тапхӑрӗнче авӑнӑн 23-мӗшӗнчен пуҫласа 25-мӗшӗччен 2010 ҫулта вут-ҫулӑмра пӗтнӗ вӑрмансене ҫӗнетес тӗллевпе ӗҫлес пирки пӗлтернӗ.

Кун пек ӗҫ-пуҫ кӑҫал ҫу уйӑхӗнче те ирттнӗччӗ. Ун чух 35 гектар лаптӑкра 130 пине яхӑн хунав лартнӑ. Республикӑра ҫӗнӗ парксемпе аллейӑсем уҫас, ҫырма хӗррисене йывӑҫсем лартса тухас тӗллевпе субботниксем ирттернӗ. Ӗҫ-пуҫа йӗркелеме влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем, обществӑлла пӗрлешӳсем, вӑрман хуҫалӑхӗсем, шкул ачисемпе ахаль ҫынсем нумай тӑрӑшнӑ.

Ҫутҫанталӑк министерстви халӗ те ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсене, вӗрентӳ учрежденийӗсене, хулара тата районсенче пурӑнакансене «Ҫунса кайнӑ вӑрмансене ҫӗнетер» акцие хастар хутшӑнма йыхравлать.

 

Урхас Кушкӑ патӗнчи вӑрман
Урхас Кушкӑ патӗнчи вӑрман

Сӗнтӗрвӑрри районӗн ача-пӑча пултарулӑхӗнч ҫурчӗ экологипе биологи пӗрлӗхӗсене тата шкул вӑрманҫисене пулӑшассипе аталантарасси тӗлӗшпе ҫулсерен 13-17 ҫулти ачасем хушшинче вӑрман олимпиадине ирттерет.

Ӗнер, нарӑсан 1-мӗшӗнче, МарПТУн Сӗнтӗрвӑрринчи филиалӗнче 11 шкулти 18 ача пуҫтарӑнчӗҫ — вӗсен конкурсӑн йывӑр ыйтӑвӗсем ҫине хуравлама тиврӗ.

Пӗрремӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑна кама парасси пирки хаклавҫӑсен йывӑрлӑх пулмарӗ. Иккӗмӗш вырӑн пирки самай тавлашрӗҫ, вара пӗтӗмлетсе икӗ ачана уйӑрас терӗҫ. Хӑйсен пӗлӗвне лайӑх кӑтартакан ачасем ҫаксем пулчӗҫ:

Екатерина Степанова (40 балл пухнӑ, Кукашни шкулӗ);

Надежда Журавлева (39 балл, Шуршӑл шкулӗ);

Анастасия Тихонова (39 балл, Кукашни шкулӗ);

Вероника Шилкина (35 балл, Сӗнтӗрпуҫ шкулӗ).

Кашни ачана ӑмӑртӑва хутшӑннине ӗнентерекен хут пачӗҫ, мала тухнисене грамотӑпа чысларӗҫ.

Мала тухнисен ӗҫӗсене куҫӑмсӑр майпа иртекен республика ӑмартӑвне ярӗҫ — вӗсен ытти районсенчи маттур ачасемпе тупӑшма тивӗ.

Ӑнӑҫу сунар!

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

12 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.11.2018 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере укçа-тенкĕ енчен лару-тăру лайăхланĕ. Юратнă çынпа пĕр чĕлхе тупма, ыйтусене татса пама, ăнланманлăхсене сирме тăрашăр. ЗАГСа кайма, пĕрле пурăнма тытăнма, хваттер илме ăнăçлă вахăт.

Чӳк, 14

1994
24
Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Сирӗн шухӑшпа Олег Николаевпа Алена Аршиновӑн депутат мандатне тавӑрса памалла-и?
Çук, вĕсем айăпĕ пысăках мар
Маншăн пур-пĕрех
Паллах, айăпĕсем тата та пур
Çук, малалла ĕçлемелле
Çапла, халăха хÿтĕлемесен вĕсем унта мĕн тума кирлĕ?
Эпир Facebook-ра 1300+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org