Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.0 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пресс-конференци

Экономика

Чӑваш Енре миллиардерсем ҫук. Вӗсем пирӗн пӗчӗк регионта унччен те пулман-ха, пӗлтӗр те пӗр миллионер та миллиардера ҫаврӑнайман.

Ҫак кунсенче налук инспекцийӗсенче иртнӗ ҫулшӑн деклараци йышӑнаҫҫӗ. Паян Федерацин налук службин Чӑваш Енри управленийӗнче ирттернӗ ирттернӗ пресс-конференцире деклараци кампанийӗ епле пынине тишкернӗ. Управлени пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Краснов журналистсене каланӑ тӑрӑх, иртнӗ ҫул 1 миллионран тытӑнса 10 миллион тенкӗ тупӑш илнисем — 1923-ӗн, 10-ран пуҫласа 100 миллион тенкӗ таран тупӑш илнисем — 23-ӗн, 100-500 миллион тупӑшлисем — тӑваттӑн, 500 миллионран ытларах ӗҫлесе илни — пӗр ҫын. Миллиардерсем ҫук.

Деклараци кампанийӗ кӑҫал ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.

 

Республикӑра

Паян Чӑваш Енӗн прокуратуринче пресс-конференци иртнӗ. Журналистсен ыйтӑвӗсене унта Василий Пословский прокурорпа унӑн ҫумӗсем, пай пуҫлӑхӗсем хуравланӑ.

Ҫынсем прокуратурӑна ҫыракан ыйтусем пирки те калаҫнӑ унта.

«Эпир ҫынсемшӗн тата вӗсен ырлӑхӗшӗн ӗҫлетпӗр. Пирӗн тӗп тӗллев — граждансен прависене, вӗсен интересӗсене хӳтӗлесси», — тенӗ Василий Пословский. Унӑн сӑмахне «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче Ирина Клементьева ҫырнӑ. «Кирек мӗнле ыйтӑва та тӳрремӗнех пирӗн пата тата хӑвӑр сӑмахсемпе ҫырӑр. Интернетри «прокуратурӑна ҫыру ҫырма пулӑшатпӑр» йышши рекламӑна ӗненсе ҫав пӗлтерӳсене паракансемпе ан ҫыхланӑр, вӗсем ҫак утӑма укҫашӑн тунине шута илӗр», — тенӗ прокуратура ӗҫченӗсем журналистсене.

 

Политика

Чӑваш Енре РФ Президенчӗн суйлавӗ вӑхӑтӗнче суйлавҫӑсем пулӗҫ. Вӗсене ун валли ятарласа вӗрентӗҫ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Общество палатин председателӗ Алексей Судленков ирттернӗ пресс-конференцире каланӑ.

«Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче Ирина Клементьева журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри 15 организаци хӑйсен пайташӗсене сӑнавҫӑсем тӑвасшӑн. Вӗсем ҫак енӗпе ЧР Общество палатипе килӗшӳ тунӑ. Ҫак кунсенче коммерцилле мар тепӗр 10 организаци суйлавҫӑсене вӗрентсе кӑларас кӑмӑллине палӑртнӑ.

Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Александр Цветков сӑнавҫӑсене маларах уйрӑм кандидатсем, политика партийӗсем палӑртнине, халӗ вара вӗсене РФ тата регионсенчи Общество палатисем те хатӗрлеме пултарнине пӗлтернӗ.

 

Политика

Ҫулсерен иртерекен пресс-конференцие РФ Президенчӗ Владимир Путин кӑҫал раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Вӑл 12 сехетре пуҫланмалла.

РФ Президенчӗн сайтӗнче пресс-конференцие хутшӑнакан журналистсен списокне пичетленӗ. Аккредитациленисен списокӗнче Чӑваш Енри виҫӗ МИХ пур: «Правда ПФО» интернет-хаҫат, Наци телерадиокомпанийӗ тата «Советская Чувашия» хаҫат.

Владимир Путин пресс-конференцине 1640 журналист хутшӑнӗ. Чӑваш Енрисенчен ҫак йышра – «Советской Чувашия» хаҫат корреспонденчӗ Джульетта Федорова, НТРК шеф-редакторӗ Галина Титарчук тата телеоператорӗ Александр Петров, «Правда ПФО» интернет-хаҫатӑн экономика тишкерӳҫи Андрей Иванов.

Пресс-конференцие «Россия-1», «Россия-24» тата Пӗрремӗш канал телеканалсем, «Маяк», «Вести ФМ» и «Радио России» радиостанцисем трансляцилӗҫ.

 

Orphus

Баннерсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.08.2018 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Иккĕлентермен ĕçсене кăна пуçăнăр. Васкавлă йышăнусем ан тăвăр, çынсене ан тиркĕр. Пуçа килнĕ шухăшсене пурнăçа кĕртиччен тĕплĕ шухăшлăр – лайăх мар лару-тăрăва кĕрсе ÿкмелле ан пултăр.

Ҫурла, 14

1914
104
Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1947
71
Васильева Галина Сергеевна, балет артистки ҫуралнӑ.
2009
9
Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Сирӗн шухӑшпа Олег Николаевпа Алена Аршиновӑн депутат мандатне тавӑрса памалла-и?
Маншăн пур-пĕрех
Çапла, халăха хÿтĕлемесен вĕсем унта мĕн тума кирлĕ?
Паллах, айăпĕсем тата та пур
Çук, вĕсем айăпĕ пысăках мар
Çук, малалла ĕçлемелле
Эпир Facebook-ра 1300+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org