Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.0 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ӑнӑҫу чӗлхи

Чӑваш чӗлхи
Пинеслу (Татьяна Николаева)
Пинеслу (Татьяна Николаева)

Шупашкарти «Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) ют чӗлхесен шкулӗнче нумаях пулмасть ача-пӑча клубӗ ӗҫлесе кайнӑ. Кун пирки «Контактра» ушкӑнра «Икӗ чӗлхеллӗ ачасем/Двуязычные дети» страницӑра пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче хыпарланӑ.

Унта ҫырни тӑрӑх хакласан, клуб хӑйӗн ӗҫне пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пуҫланӑ. Вӑл уйӑхӑн кашни иккӗмӗш шӑматкунӗнче уҫӑ. Унта ҫитес текенсен Благовещенски микрорайонӗнчи Смирнов урамӗнчи 7-мӗш ҫуртри «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулне ҫитмелле.

«Унта эпир, ашшӗ-амӑшӗ, хамӑрӑн ачасемпе чӑвашла калаҫса вӑйӑ вылятпӑр, мультфильм пӑхатпӑр, конструктор купалатпӑр, ӳкеретпӗр. Тӗп тӗллев — ачасем валли хулара чӑваш чӗлхи хутлӑхне йӗркелесси», — тесе ҫырнӑ хыпарта.

Пӗрремӗш заняти вӑхӑтӗнче ачасем Пинеслун (Татьяна Николаеван) чӑвашла пӗр юррине вӗреннӗ.

 

Пӗлтерӳ

Ыран, нарӑсӑн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче икӗ чӗлхелӗх пирки вырӑсла 2 семинар иртесси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.

Пӗрремӗш семинар 14 сехетре вулавӑшри 1-мӗш хутра акт залӗнче «Икӗ чӗлхелӗх, нумай чӗлхелӗх: кун-ҫулӗпе хальхи вӑхӑт» темӑпа пулмалла. Семинара шкулти вӗрентекенсем валли тесерех палӑртнӑ-мӗн-ха, анчах «кашни интересленекен те хутшӑнма пултарать», — тесе хыпарлать кун пирки семинар йӗркелӳҫисенчен пӗри «Хавал» халӑх пӗрлешӗвӗ. Семинара 23-02-03 телефонпа шӑнкӑравласа ҫырӑнмаллине аса илтереҫҫӗ.

2-мӗш семинар 18 сехетре 2-мӗш хутра чӑваш кӗнеки уйрӑмӗнче «Икчӗлхеллӗ вӗрентӳ: теорире тата пурнӑҫра» темӑпа иртмелле. Унта ҫырӑнмасӑрах кайма юрать.

Аса илтеретпӗр, семинарсене «Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) ют чӗлхе шкулӗ пулӑшнипе «Хавал» йӗркелет.

 

Чӑваш чӗлхи Чӑвашла вӗрентме ют чӗлхе методики аван
Чӑвашла вӗрентме ют чӗлхе методики аван

Нумаях пулмасть республикӑри чӑваш чӗлхи учителӗсем «Чӑваш чӗлхине вӗрентмелли тухӑҫлӑ меслетсемпе мелсем» темӑпа семинара пухӑннӑ. Ӑна Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институтӗнче иртттернӗ.

Семинара республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ С.В. Петрова, «Язык для успеха» ют чӗлхесен шкулӗн директорӗ А.К. Филиппова, гуманитари институчӗн тӗпчевҫи Алос-и-Фонт Эктор, вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин, наци вӗренӳ центрӗн ӗҫтешӗсем, вырӑс шкулӗнче чӑваш чӗлхине вӗрентекенсем тата ыттисем хутшӑннӑ.

«Тӗп калаҫу вырӑс шкулӗсенче чӑваш чӗлхине вӗрентмелли тухӑҫлӑ меслетсем тавра пулчӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ Вӗренӳ институтӗнче. Ӗҫ пахалӑхне ӳстерес тӗлӗшпе ют чӗлхе методикине те вырӑнлӑ усӑ курма май пуррине палӑртнӑ-мӗн унта.

«Кала-ха» вӗренӳ кӗнекин авторӗ Александр Блинов вара кӗнекен тытӑмӗпе паллаштарнӑ. Кӗнекере вӗренӳ материалне кулӑшла, мыскараллӑ та хаваслӑ, шкул пурнӑҫӗпе, паянхи пурнӑҫпа ҫыхӑнтарса кӑтартнине пӗлтернӗ вӑл. Вӗренӳ кӗнекин материалне ятарлӑ сайта вырнаҫтарнине, унпа вӗренекенсем те вӗсен ашшӗ-амӑшӗ те усӑ курма пултарнине пӗлтернӗ.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи Екатерина Протасова профессор
Екатерина Протасова профессор

«Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗ «Хавал» чӑвашсен общество организацийӗпе пӗрле пулса чӑваш чӗлхи вӗрентекенсемпе пуҫламӑш классен учительсем валли тата чӗлхе ыйтӑвӗпе кӑсӑкланакан мӗнпур ҫын валли семинар ирттерет.

«Билингвизм, мультилингвизм: истори тата хальхи самана» ятлӑскер нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Республикӑн Наци вулавӑшӗнчи акт залӗнче 14 сехетре пуҫланӗ.

Тухса калаҫакан тӗп хӑна — Екатерина Протасова. Вӑл М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх университечӗн структурӑллӑ тата практикӑлла лингвистика уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ. СССР Педагогика ӑслӑлӑхӗсен академийӗнче ӗҫленӗ, 1998-мӗш ҫултанпа Хельсинки университетӗнче профессор-адъюнкт пулса тӑрӑшнӑ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ята СССР Ӑслӑлӑх академийӗн Чӗлхе пӗлӗвӗн институтӗнче хӳтӗленӗ, доктор диссертацине — РАОн Пӗлӗвӗн пӗтӗмӗшле ыйтӑвӗсен институтӗнче. Профессор пулнӑ май лекцисем вулама ӑна Мускаври педуниверситета, Мускаври патшалӑх университетне, Эстонири Тарту университетне, Казахстанри аль-Фараби ячӗллӗ наци университетне чӗнсе илсе лекцисем вулаттарнӑ. Швецири, Германири, Испанири университетсенче те лекцисем вулама тӳр килнӗ ӑна.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи Мелинда Такач
Мелинда Такач

Венгрире чӑваш чӗлхине хисеплеҫҫӗ, вӑл унта пӗлтерешлӗ вырӑн йышӑнать-мӗн. Ҫакна Шупашкара килнӗ Мелинда Такач ҫирӗплетет. 28 ҫулти хӗр Чӑваш Ене чӑваш чӗлхине вӗренме килнӗ иккен.

Мелинда вырӑсла калаҫма хӑнӑхнӑ. Вӑл Сегедри университетра аспирантурӑра вӗренет. Мелинда — археолог. Ҫав вӑхӑтрах вӑл атеистикӑпа кӑсӑкланма тытӑннӑ.

Мелинда Такач чӑваш чӗлхи Хӗвеланӑҫӗнче сыхланса юлнӑ пӗртен пӗр тӗрӗк чӗлхи пулнине палӑртать. Венгр чӗлхине 400-е яхӑн чӑваш сӑмахӗ кӗнӗ-мӗн. Акӑ «пӑру», «ҫил», «сысна», «шӑпӑр» сӑмахсем пӗрешкелтерех янӑраҫҫӗ. Ҫаванпа унта Авалхи Венгри Пӑлхар халӑхӗсемпе ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Мелинда Такач Шупашкара килсен «Ӑнӑҫу чӗлхи» курса ҫырӑннӑ. Вӑл халӗ унта чӑваш чӗлхине шӗкӗлчеме ҫӳрет, ҫав вӑхӑтрах Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче, вулавӑшсенче хӑй тӗллӗн вӗренет. Мелинда чӑвашсен ҫӗр ӗҫӗн терминологийӗпе кӑсӑкланать. Вӑл диплом ҫырать, ҫакна унта кӗртесшӗн. Мелинда палӑртнӑ тӑрӑх, Венгрире унӑн вӑхӑт сахал. Лекцисем итлемелле, вуламалла, кӗнеке редакцилемелле… Шупашкарта вара чӑваш чӗлхине вӗренмешкӗн никам та, нимӗн те кансӗрлемест.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи

Ҫак уйӑхӑн 19–20-мӗшӗсенче Шупашкарта Чӗлхесен пӗтӗм тӗнчери XVIII фестивалӗ иртнӗ. Фестиваль программине акӑлчан, араб, белоруҫ, болгари, вьетнам, испани, китай, лаос, латин, литва, нимӗҫ, таджик, тайски, тутар, турккӑ, хрантсус, швед, эсперанто, япуп тата ытти чӗлхе кӗнӗ. Мероприятие профессионал-чӗлхеҫӗсем тухса калаҫнӑ. Арцём Федоринчик лингвист, сӑмахран, ҫырӑвӑн тытӑмӗ, чӗлхен расналӑхӗ пирки тухса каланӑ. Вӑл чӑваш чӗлхин хӑтлавне те ирттернӗ.

Фестивале Чӑваш Енти ҫамрӑксен эсперанто-ассоциацийӗ Раҫҫейӗн тата республикӑн Экономика, ЧР Вӗренӳ министерствисем, Ют чӗлхесен «Ӑнӑҫу чӗлхи» шкулӗ, «Хавал» пӗрлӗх тата Волонтерсен пӗтӗм тӗнчери «Пӗрлешӳ» центрӗ ырланипе ирттерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1416.html
 

Йӑлӑм енче питӗ хитре вара!
Йӑлӑм енче питӗ хитре вара!

Ҫапла, утӑ уйӑхӗн 4-мӗшпе 11-мӗшӗ хушшинче, Атӑлӑн леш енче (йӑлӑмра) «Хавал» ҫуллахи лагерь ӗҫлӗ. Ӑна «Хавал» ятлӑ хастар ушкӑн йӗркелет, вӗсене «Ӑнӑҫу чӗлхи» ятлӑ ют чӗлхесен шкулӗ пулӑшать.

Ҫак лагере йӗркелекенсем ӑна кашни ҫул пухасшӑн, ӑна ирттересси йӑлана кӗрессе шанаҫҫӗ. Хавалҫӑсен шухӑшӗпе чӑвашла калаҫакансем хушшинче вӑхӑт ирттерни чӗлхене вӗренме пулӑшать. Унсӑр пуҫне ку меслетпе усӑ курса халӑх йӑли-йӗркисемпе, унӑн историйӗпе, культурипе паллашма пулӗ теҫҫӗ. Уҫӑ сывлӑш, кӑвайт патӗнчи калаҫу — ҫакӑ пӗтӗмпех чӑваш чӗлхине ӑша хывма, чӗлхе аталанӑвӗн ҫулне тупма, тӗрлӗ регионсенче пурӑнакан чӑвашсем хушшинче туслӑха ҫирӗплетме пулӑшатех тесе шутлаҫҫӗ.

«Хавал-2010» лагерь программинче:

чӑваш чӗлхи урокӗсем (чӑвашла пӗлменнисем е япӑхрах пӗлекенсем валли). Опытлӑ педагогсем вӗрентӗҫ.

◊ тематикӑллӑ лекцисемпе семинарсем. Чӑваш культури епле аталанмалла, хӑш ҫулпа каймалла? Ҫӗнӗ чӑваш хула культури мӗнле пулмалла? Аталантарма мӗн ҫитмест? Хуравсем тупма ятарласа чӗннӗ экспертсем те пулӑшӗҫ.

◊ алӗҫ ӑстисен пултарулӑхӗ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

2 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.02.2018 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -10 - -12 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

Ку хӗллехи кунсенче ӗҫре сирӗн хӗрӳ тавлашусем пулӗҫ. Анчах сирӗн айӑп унта пулмӗ. Пӗр-пӗрне ӑнланманни те питӗ хӑвӑрт иртӗ. Ҫӑвах та хӑвӑр планӑрсем пирки шанчӑклӑ ҫынсене кӑна пӗлтерӗр — ӗҫтешӗрсем хушшинче сирӗн ӗҫе хӑйне илме ӗмӗтленекенсем пур.

Нарӑс, 17

1903
115
Васянка Никифор Тарасович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1922
96
Владимиров Евстафий Владимирович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи, тӑлмач, философи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш Республикин тӗп хули:
Шупашкар
Улатӑр
Ҫӗмӗрле
Канаш
Хусан
Ҫӗрпӳ
Чӗмпӗр
Эпир Facebook-ра 1230+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org