Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: 57-мӗш шкул

Спорт

Шупашкарта шкулсенчи спорт лапамӗсене ҫӗнетес ӗҫ малалла пырать. Ку ӗҫе тӑватӑ ҫул каялла пуҫланнӑ. Ку тӗлӗшпе хула хыснинчен 40 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ.

Кӑҫал юсав программине пилӗк шкул кӗнӗ. Шупашкарти 57-мӗш шкул лапамне ҫӗнетнӗ ӗнтӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ачасем чаплӑ спорт лапамӗнче вылӗҫ.

Спорт хатӗр-хӗтӗрне тӑвас ӗҫе ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшне те хутшӑнтараҫҫӗ. 57-мӗш шкул вырнаҫнӑ микрорайонта кунашкал пӗлӳ ҫурчӗ пулман. Ӑна уҫассине ашшӗ-амӑшӗ те чӑтӑмсӑррӑн кӗтет. Кунта ҫемйипех ҫӳресшӗн вӗсем.

Баскетбол, волейбол, ҫӑмӑл атлетика лапамӗсӗр пуҫне кунта чӑрмавлӑ йӗрсем пулӗҫ. Ачасем ӑмӑртса вӑй виҫме пултарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/34464
 

Персона Елизавета Казакова
Елизавета Казакова

Чӑваш Республикин Вӗрентӳ институчӗн ректорне Елизавета Казаковӑна ӗнертен отставкӑна янӑ. Кун пек йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин ӗнер йышӑннӑ. Отставкӑна ярасси ҫинчен калакан хутра Казакова мӗншӗн тивӗҫтерме пӑрахни пирки асӑнман.

Институтӑн сайтӗнче ҫак самантра ректор тесе ҫырнинче Казакова хушаматне хуратман-ха. Унта ҫырнӑ автобиографи тӑрӑх хакласан, Елизавета Казакова 1959 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Анчах ӑҫта вӑл ҫут тӗнчене килнине кӑтартман. Вырӑс чӗлхипе литературин вӗрентекенне вӗренсе пӗтернӗскер шкулта, ача пахчинче воспитательте тӑрӑшнӑ. Шупашкарти 16-мӗш тата 57-мӗш шкулсен директор ҫумӗнче, Вӗренӳ институтӗнче тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗскере 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ректора лартнӑ.

 

Раҫҫейре

Акан 24-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗччен Смоленск облаҫӗнче «Астӑвӑм вахти» иртнӗ. Унта Шупашкарти 57-мӗш шкулти «Набат» тата 5-мӗш гимназири «Атӑл» шырав отрячӗсем хутшӑннӑ.

Шыравҫӑсен лагерӗ Горбатовщинӑра вырнаҫнӑ. Унта 1941 ҫулта стрелоксен 91-мӗш чаҫӗ тӑнӑ. Ҫапӑҫусем хӗрӳ иртнӗ. Ҫухатусем питӗ пысӑк пулнӑ.

Шкул ачисем икӗ эрнере хӗрлӗ армеецсен ӳт юлашкисене шыранӑ. Малтанах вӗсем ҫапӑҫу карттине тишкернӗ. Пӗрремӗш куннех пӗтнӗ ял патӗнче салтак шӑмми-шаккине тупнӑ. Ҫав ял ҫапӑҫусене пула ҫӗр питӗнчен ҫухалнӑ. Инҫех мар Мосин винтовкине тата каска тупнӑ. Бомба ванчӑкӗсем, гильзӑсем тата ытти япаласем ҫапӑҫусем хаяр пулнине тепӗр хут ӗнентернӗ. Салтаксен юлашки ӳтне, пушмаксене, противогазсене тата ыттисене икӗ метр тарӑнӑшӗнчен чавса кӑларнӑ.

Вырӑнти халӑх каланипе тепӗр ҫапӑҫу вырӑнне палӑртма май килнӗ. Шкул ачисем тупнӑ япаласене «Астӑвӑм вахти» штабне панӑ.

 

Республикӑра

Юпан 25-мӗшӗнче Киров облаҫӗнче шырав отрячӗсен «Никам та манӑҫман» округри слечӗ хупӑннӑ. Виҫӗ кунлӑх мероприятие Атӑлҫи федераци округӗнчи 375 шыравҫӑ хутшӑннӑ. Вӗсем — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пулнӑ вырӑнсенче шырав ирттерекенсем.

Пирӗн республика чысне Шупашкарти 57-мӗш шкулти «Набат», Шупашкарти 5-мӗш гимназири «Атӑл», И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи «Асӑну», И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн «Георгиевски хӑю», Федерацин суд приставӗсен управленийӗн «Патриот» шырав отрячӗсем хутшӑннӑ.

Чӑваш Ен ушкӑнӗ пӗрремӗш, куҫӑнсӑр тапхӑрта, «Информация» номинацире ҫӗнтернӗ. Ӑна отряд ҫинчен каласа паракан пичетри тата теле-, радикӑларӑмсен шутен кура панӑ. «Наставник» номинацире те пирӗннисем палӑрнӑ. Унта шырав пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ӗҫ калӑпӑшне тата пахалӑхне хакланӑ. Кунта пирӗн ушкӑн иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. «Ӳсӗм» номинацире виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӑна шыравҫӑсен шучӗ ӳснипе ӳсменнине кура панӑ.

Куҫӑн тапхӑра 14 ушкӑн хутшӑннӑ. Ун вӑхӑтӗнче шыравҫӑсен кивӗ япаласене уйӑрнине, шырав пултарулӑхне кӑтартма тивнӗ, ушкӑнпа паллаштарма. Куҫӑн тата куҫӑн мар тапхӑрсен пӗтӗмлетвӗ тӑрӑх пирӗн республика ушкӑнӗ иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 18

1910
114
Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ.
1918
106
Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ.
1930
94
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1973
51
Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ.
1996
28
Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та