Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.0 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: 60-мӗш шкул

Вӗренӳ

Чӑваш Енре 9-мӗш класра вӗренекенсен патшалӑх пӗтӗмлетӳ аттестацийӗ пуҫланнӑ. Пӗрремӗш кунхине шкул ачисем ют тата чӑваш чӗлхисемпе экзаменсем тытнӑ.

Экзамен пулнӑ пӗр пункта сумлӑ хӑнасем ҫитнӗ. Вӗсем – ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Шупашкар хулин сити-менеджерӗ Алексей Ладыков, ЧР вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев. Хӑнасем Шупашкарти 56-мӗш шкулта пулнӑ. Унта 4-мӗш гимнази, 17-мӗш тата 19-мӗш, 60-мӗш шкулсенче ӑс пухакансем экзамен тытнӑ.

Михаил Игнатьев тимӗршыравҫӑн тӗрӗслевӗпе паллашнӑ, экзамен тытмалли аудиторие пӑхса ҫаврӑннӑ, видеосӑнав мӗнле ӗҫленине пӑхнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл ачасемпе калаҫнӑ.

Палӑртмалла: республикӑра ют чӗлхепе 600 яхӑн ҫын экзамен тытать, чӑваш чӗлхипе — 350 ҫын ытла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/41953
 

Чӑвашлӑх

Шупашкар районӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музей «Асамлӑ тӗрӗ тӗнчи — 2015» конкурс ирттерет. Кӑҫалхи тӗп тема — «Паха тӗрӗ» фабрикӑн пӗрремӗш ӳнерҫин, РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин Е.И.Ефремовӑн тата РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин М.В.Симаковӑн пултарулӑхӗсем.

Конкурса ӗҫсене тӑватӑ номинаципе йышӑнаҫҫӗ: алӗҫ пултарулӑхӗ, ӳнер, сочиненисем тата сӑвӑсем. Ӗҫсене пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗччен музейра кашни кун, шӑматкунпа вырсарникунсӑр пуҫне, 9–17 сехетсенче йышӑнаҫҫӗ. Адрес — Кӳкеҫ поселокӗ, Шкул урамӗ, 1-мӗш ҫурт.

Конкурса ӗҫсем килме пуҫланӑ ӗнтӗ. Ӑна Шупашкарти 60-мӗш шкул ачисем ярса панӑ. Сӑмах май, кунашкал конкурс 6-мӗш хут иртет.

 

Шупашкарти 60-мӗш шкула республикӑри хуласемпе ялсенчи шкулсенче вӗрентекенсем пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсен хушшинче кӳршӗ Мари Эл ҫыннисем те пур. Сӑлтавӗ — кунта паян Раҫҫей шайӗнче вунвиҫӗ хутчен иртнӗ «Человек в истории. Россия — ХХ век» конкурс пӗтӗмлетӗвне туни тата ҫитес ҫул унта хутшӑнакансен мӗн ҫине тимлӗх уйӑрас пирки пычӗ. Ҫакӑн ҫинче Раҫҫей Мемориалӗн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗн ертӳҫи Екатерина Яранцева тата ҫутӗҫ программисен кураторӗ Максим Дмитриев тӗплӗн каласа пачӗҫ.

60-мӗш шкулта чӑваш культурине сӑнласа паракан паха музей вырнаҫнӑ. Ӑна йӗркелесе пӑхса тӑракан Людмила Аркадьевна Федотова пуҫтарӑннисене тӗрлӗ экспонатсемпе паллаштарчӗ, музей ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа пачӗ.

Каярахпа семинара пухӑннисен умӗнче Раҫҫей Мемориалӗн Мари Республикинчи уйрӑмӗн ертӳҫи Николай Аракчеев тухса калаҫрӗ. Ӑна шкулти аслӑ классенче вӗренекенсем те хапӑлласах итлерӗҫ. Николай Александрович тӑрӑшнипе Йошкар-Ола хулинче ГУЛАГ историйӗн Мемориаллӑ халӑх музейӗ уҫнӑ, ӑна вӑл хӑйӗх ертсе пырать. Пуҫтарӑннӑ ҫынсене Н.Аракчеев музейра упранакан хӑшпӗр сӑнӳкерчӗксемпе тата экспонатсемпе паллаштарчӗ, хӑй туса пыракан ӗҫ ҫинчен каласа пачӗ.

Малалла...

 

шкул музейӗпе паллашатпӑр...
шкул музейӗпе паллашатпӑр...

Нарӑсӑн 17-мӗшӗнче Шупашкарти 60-мӗш шкулта вырнаҫнӑ музее йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитрӗ. Ку куна палӑртса нарӑсӑн 18-мӗшӗнче шкулта чаплӑ уяв иртрӗ.

Мероприяти шкул ачисен пултарулӑхӗпе пуҫланчӗ — ачасем юрӑ юрласа пачӗҫ, ташласа та кӑтартрӗҫ. Чӑвашла сӑвӑ каласа тӑван халӑх чӗлхине лайӑх пӗлнине ҫирӗплетрӗҫ. Шкул ачисен пултарулӑхӗпе акт залӗнче вырнаҫтарнӑ куравра та паллашма май пурччӗ — тӗрленӗ кӗпесем, ӳкерчӗксем, алшӑлисем унта пурччӗ.

Официаллӑ пая Кончулизова Любовь Александровна директор пуҫларӗ — шкулӑн пурнӑҫӗ ҫинчен каласа пачӗ. Шкул уйрӑмах этнографи музейӗпе, столовӑйпа мухтанать иккен. Столовӑй чӑн та хӑтлӑ, ҫитерме те тутлӑ ҫитереҫҫӗ.

Унтан сӑмах Федотов Михаил Николаевич илчӗ. Вӑл музее йӗркеленӗ чухнехи самантсемпе паллаштарчӗ. Кудряшов Сергей Владимирович музее йӗркелесе тата тытса пыракан Федотова Людмила Аркадьевнӑна хисеп хучӗ пачӗ. Валентина Минеевӑран (вӑл — музейӗн ӑслӑлӑх консультанчӗ) та телеграмма пулчӗ — ӑна мероприятине килнӗ хӑнасене вуласа пачӗҫ.

Людмила Аркадьевна музей ҫинчен тунӑ презентаципе паллаштарнӑ хыҫҫӑн хӑнасене унӑн экспоначӗсемпе паллашма чӗнчӗҫ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

3 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2018 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш-пĕр Сурăхăн таçанах тивĕçтермен, кирлĕ мар çыхăнусене татмалла, халĕ çакна тума шăпах меллĕ вăхăт. Вăхăта ытларах урамра ирттерме тăрăшăр – ку сывлăхшăн усăллă. Эмелсемпе асăрханăр: вĕсене тухтăр çырса памасăр ан ĕçĕр.

Ҫу, 25

1957
61
Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ.
1972
46
Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
1981
37
Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Сирӗн шухӑшпа Олег Николаевпа Алена Аршиновӑн депутат мандатне тавӑрса памалла-и?
Çук, вĕсем айăпĕ пысăках мар
Паллах, айăпĕсем тата та пур
Çук, малалла ĕçлемелле
Маншăн пур-пĕрех
Çапла, халăха хÿтĕлемесен вĕсем унта мĕн тума кирлĕ?
Эпир Facebook-ра 1300+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org