Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Асамлӑ тум (А. Кипеч)

Парижран килнӗ ҫинҫе пилӗклӗ те ҫӳллӗ пӳллӗ хӗрсем Мускавра ҫӗнӗ модӑпа ҫӗленӗ кӗпесем кӑтартаҫҫӗ. Пӑркаланса ута-ута тухса арҫынсен туйӑмне кӑтӑкласа илеҫҫӗ. Ӗҫӗ ҫавӑ вӗсен. Ытларах — куҫ валли.

Акӑ пӗри тухъя евӗрлӗ калпакпа тухрӗ. Пурте тӑвӑллӑн алӑ ҫупса ячӗҫ. Яштак пӳллӗ хӗрӗн куҫӗ йӑлтӑртатса ҫиҫсе кӑна тӑрать: те кӗмӗлтен, те кӗленчерен, пӗлме ҫук. Анчах пӗр япала пирки нимле иккӗленӳ те пулмарӗ. Модельерӗ Луврта пулса курнах. Унта упранакан чӑваш тухйине курнӑ та куракансене тӗлӗнтерме шутланӑ. Чӑваш хӗрӗ вара ӑна пиншер ҫул хушши тӑхӑнса ҫӳрет. Тен, ҫавна пулах хамӑр ҫумри пахалӑха пит асӑрхасах та каймастпӑр, хаклама та пӗлместпӗр.

Чӑваш кӗпи те ҫавах. Унта та асамлй вӑй пур. Акӑ пӗр вырӑс хӗрарӑмӗ, депутат пулас тесе, мӗн кӑна тумарӗ пуль. Ҫине тӑрсах ҫуртсем, кӗперсем, хӳмӗсем ҫине хӑй ятне метр ҫӳллӗш саспаллисемпе ҫыра-ҫыра хучӗ. Ӗҫне, паллах, ҫӗр хута вӑрттӑн тунӗ ӗнтӗ. Ахальтен каламан пуль укҫа чул кастарать тесе. Нихӑҫан чӑваш кӗпи тӑхӑнса курманскер, чӑваш тумӗпе сӑн ӳкерчӗкӗ турӗ, хаҫатра пичетлесе кӑларчӗ... Чӑннипе каласан, чӑваш кӗпи ун ҫинче ӗне ҫинчи ашӑк пек курӑнать. Апла пулин те, усси кӑштах пулчӗ. Чӑвашӑн ҫепӗҫ куҫӗ асӑрхарӗ, ҫемҫе чунӗ ирӗлчӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ халӑхра ҫак хӗрарӑм пирки «ӑна чӑваш кӗпи депутат турӗ» текен сӑмах сарӑлчӗ.
Чӑваш ырӑлӑхӗпе кам кӑна усӑ курмасть пуль.

Анатолий Кипеч

1989


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-01-01 18:50:22 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8604 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем