Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Чӑвашсен авалхи тӗнӗ (Н. Наумов)

Ум сӑмах

Тӗнчере темиҫе пин тӗн. Вӗсенчен чи анлӑ сарӑлнисем: Будда, Магомед, Христос...

Чӑвашсен авалхи тӗнӗ турӑ, ҫутҫанталӑк вӑйӗсене тытса тӑракан турӑшсем ҫинчен вӗрентет. Ӑслӑлӑх енчен ӑна йӑла-йӗрке тытӑмне пӑхӑнса пурӑнмалли, кӗлӗ тумалли тӗн вӗрентӗвӗ е язычество теҫҫӗ.

Вырӑссем язычество сӑмахра икӗ ӑнланӑва шута илнӗ:

  • ӑслӑлӑх енчен — халӑх, халӑх чӗлхи. Вырӑсла «народ» тенине пӗлтерет.
  • Христос тӗнӗ енчен — суя тӗн. Пуканене, тункатана ӗненни, кӗлӗ туни. Хут ҫине ҫырман кӗлӗ тенине пӗлтерет.

Чӑвашсен тӗнне несӗлсен ватӑ аслашшӗсем (тӗрӗксем) темиҫе пин ҫул каярах китайсенчен, перссенчен (зорастр — сартӑш вӗрентӗвӗнчен) илсе йӗркеленӗ. Турӑ — тури — тӗн сӑмахсем китайсен тянь (тӗнче), тенгри, тенгрихан (пӗлӗт ҫинчи хуҫа) тенине пӗлтереҫҫӗ иккен. Тюрки (халӑх), тӳркюты — турӑ йӗкӗчӗсем, ҫыннисем.

Несӗлсем кама, мӗне ӗненнӗ?

Чӑвашсем — тӗрӗк ҫемйинчен тухнӑ халӑх. Ҫӗр ҫинчи, ҫутҫанталӑкри хӑватсене, вӗсене тытса тӑракансене — турӑсене, турӑ йышӗсене — ӗненнӗ. Тӗнсен тӑватӑ пулӑмӗ ҫинчен аса илер-ха.

  • 1. Вут. Вутран вӑйли (шывсӑр пуҫне) никам та, нимӗн те ҫук.
  • 2. Шыв. Шывран хӑватли никам та, нимӗн те ҫук.
  • 3. Ҫил. Сывлӑш. Ҫилтен усалли никам та, нимӗн те ҫук.
  • 4. Ҫӗр. Ҫӗртен пуянни никам та, нимӗн те ҫук. Ҫӗр ӗмӗрех — Ама.

Ҫак пулӑмсене, тӗнчене турӑ тунӑ, ҫуратнӑ тесе вӗрентнӗ. Авалхи чӑвашсен тӗнӗнче тӗнче пуҫланса кайни пирки сӑмах-юмах сыхланса юлнӑ. Ҫакскерсенчен виҫҫӗшне палӑртатӑп:
  • 1. Тӗнчене турӑ тунӑ.
  • 2. Тӗнчене Аҫапа Ама ҫуратнӑ.
  • 3. Тӗнче ҫӑмартаран (кӑвакал ҫӑмартинчен) пулса кайнӑ.

Тӗнче тытӑмӗн курӑмӗ

Тӗнче виҫӗ хутлӑ. Вӑл ҫӳлти, ҫутӑ, леш (тӗттӗм) тӗнчесенчен тӑрать тенӗ.

Ҫӳлти тӗнче

Кӑвак пӗлӗт ҫинче вӑл. Ҫӳлти тӗнчере хӗвел, уйӑх ҫӳрет, ҫӑлтӑрсем тухса ҫутатаҫҫӗ. Ҫӳлти тӗнчен виҫӗ алӑк пур, хӗвелтухӑҫпа хӗвеланӑҫ енчисенчен хӗвелпе уйӑх тухса ҫӳреҫҫӗ, кӗреҫҫӗ. Ҫурҫӗр енчи хапхинчен ҫанталӑк тӑвакан пӗлӗт-тӗлӗшне ҫут тӗнчене кунран-кун кӑларса тӑраҫҫӗ.

Ҫӳлти тӗнчере турӑ, турӑ йышӗсем вырнаҫнӑ.

Ҫутӑ тӗнче

Ҫӗрпе пӗлӗт хушшинче вӑл. Ҫутӑ тӗнче тӑватӑ енлӗ, тӑватӑ кӗтеслӗ, лаптӑклӑ тенӗ сӑмах-юмахра. Асӑрхаттарам: китайсем те ҫӗр тӑваткӑл тесе калаҫҫӗ.

Ҫӗр кӑвапи тӗлӗнче е пӗлӗт тӳпи айӗнче чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ тенӗ.

Ҫӗр — Ама. Ҫӗр ами ҫӗр кӑвапи тӗлӗнче выртать. Ҫӗр ами йышлӑ.

Леш тӗнче. Тӗттӗм (тамӑк) тӗнчи

Леш тӗнче тесе вилӗсен тӗнчине калаҫҫӗ. Ҫӑва ҫине пытарсан вилнӗ ҫынсен чунӗсем тӳрӗ кӗлӗ судӗнчен, тӗрӗслеврен тухать тет. Судне кура ҫылӑхсӑррисене рая (ҫӑтмаха) яраҫҫӗ-мӗн, ҫылӑхӗ те, сӑвапӗ те пӗр танлисене ҫӑва ҫинчех хӑвараҫҫӗ иккен, ҫылӑхлисене тамӑка ӑсатаҫҫӗ.

Тамӑк тӗттӗм тӗнчинче, ҫӗр тӗпӗнче иккен. Пӗр сӑмах-юмахра тамӑкра ҫич асап вырӑнӗ, тепӗринче вӗресе тӑракан пысӑк тӑхӑр хуран пур тенӗ. Тамӑкра — сӳнсе ларма пуҫланӑ ҫичӗ хӗвел.

Кам мӗнрен ҫылӑха кӗнӗ — ҫавӑ ҫак асап тытӑмӗнче нушаланать. Ҫылӑхне тасатса пӗтерсен ҫӗр ҫине, ҫӑва ҫинчи вил тӑпри ҫине, тухать тенӗ. Ҫимӗк умӗн ача-пӑчапа ҫичӗ хут шыва кӗрсе тасалсан Ҫӳлти патшалӑха каять. Унти тӗнчене улӑхса ҫӳреме саламат (асамат) кӗперӗ е вил тӑпри ҫине лартнӑ юпа пур, тамӑка анса кайма — ахрат ҫырми (ҫӑва ҫинчи вил тӑприн шӑтӑкӗ е чинват) — пӗр ҫӳҫ пӗрчинчен туртса кӑларнӑ кӗпер. Ҫылӑхлӑ ҫын ҫак кӗпер урлӑ каҫаймасть, тамӑка ӳкет тет.

Хӑй ҫине алӑ хунӑ ҫын тамӑкран тухаймасть. Ыттисем, ҫылӑхӗсенчен тасалсан, вӗсемшӗн тӑванӗсем кӗлӗ тусан, турӑ ирӗк парсан тамӑкран хӑтӑлать иккен.

Йӑхташсем миҫе турра, ырӑ-усала кӗлӗ тунӑ?

Ӑсчахсем ҫырса хӑварнӑ тӑрӑх — вӗсем пӗр турра тата унпа пӗрле 77 е 99 ырӑ-усала кӗлӗ, чӳк тунӑ. Чӑвашсем асамлӑха пӑхӑннӑ. Халӗ эпир ҫав йӗркене пӗлместпӗр те. Тӗпчевҫӗсем хӑйсен кӗнекисенче темиҫе асамлӑх пирки асӑннӑ. Вӗсем ҫаксем: ҫутҫанталӑк ҫыхӑнӑвне, чир-чӗр пулӑмне, ӳсентӑран сиплӗхне, тавлашу-харкашу хӑватне, сӑтӑрланине, шут йӗркине витӗм кӳрекеннисем. Ҫак йӗркесене ятарлӑ вӗрӳҫӗ-юмӑҫсем, асамҫӑсем пӗлнӗ, туса пынӑ. Кӗлӗсенче, чӳксенче шут йӗрки паллӑ вырӑнта тӑнӑран хӑш-пӗр хисеп ҫинче мӗнле асамлӑ ӑнлану юлни пирки аса илтеретӗп:

1 — турӑ пуҫлӑхӗ, пуҫлаканӗ.

3 — чӗрӗлӗх. Виҫӗ хутлӑ тӗнче. Ашшӗ, амӑшӗ. Ачи. Ирхи вӑхӑт — ирхи шуҫӑм, хӗвел, ҫӗнӗ кун. Православи тӗнӗнче — троица. Триединное божество.

4 — ҫутӑ тӗнчен тӑватӑ енӗ. Ҫӗршыв. Ҫӗр ҫинчи тӑватӑ хӑват палли. Вут, шыв, ҫил (сывлӑш), ҫӗр.

7 — вӑхӑт. Пӗр эрнере 7 кун. Пӗр уйӑхра 4 эрне. Телей палли. Асамат кӗперӗ 7 хутлӑ. Алтӑр ҫӑлтӑр — 7 ҫӑлтӑр. Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере. Асамат кӗперӗ 7 тӗслӗ. Ӑрат ҫыххи. 7 сыпӑкран тухсан ют пулан.

9 — ҫӗр, ҫӗр лаптӑкӗ, ҫӗр сыхчи. Пӗлӳ унки. Европӑра — талӑкӑн 9-мӗш унки. Китайсен чи юратнӑ хисепӗ. Архитектурӑра анлӑ усӑ кураҫҫӗ.

10 — тулли пуху. Вунпӳ, ҫарӑн пуҫламӑш пайӗ.

11 — ҫӗнӗ пуҫлану. Ҫӗнӗ пӗлӳ. Чӗрӗлӗх. Кӗлӗсенчи 77 е 99 ырӑ-усала 7 е 9 йышпа 11 хут асӑнмалли йӗрке.

Ырӑ-усала 99 е 77 пайласа асӑнасси ӑҫтан тухнӑ? Татӑклӑ хурав ҫук. Чылай шухӑшланӑ май ҫапла ӑнлантарма пулать: тӗнче виҫӗ хутлӑ, лаптӑклӑ. Ҫут тӗнчери ҫӗр лаптӑкӗ 9 тӑваткалтан тӑрать теме пулать. Пирӗн ватӑ асаттесен шухӑшӗпе — пӗлӗт тӳпи айӗнче — ҫӗр кӑвапи тӗлӗнче — чӑвашсем пурӑннӑ, пурӑнаҫҫӗ, юнашарти 8 тӑваткӑлӗнче — кӳршӗ халӑхсем. Юмах-халапра пӗр тӑваткалра — 9 паллӑ вырӑн. Ҫав вырӑнсенче — хӑватсем, ырӑ-усалсем. Тӑватӑ кӗтесре — тӑватӑ сыхчӑ (тӗрӗсен кӗтесне пӑхсан — амасем), тӑватӑ енче — ҫуратакан тӑватӑ ама (тепӗр майлӑ — аҫасем). Кӑвапи тӗлӗнче — кӑк ами, тӑваткалти ама. Пурӗ 9 хӑват. Ытти тӑваткалта та йӗрки ҫавах. Виҫӗ хутра: 9+81+9=99 ырӑ-усал.

Хӑш-пӗр кӗлӗре, 22 усала асӑнман чухне, 77 турӑша, ырра кӑна асӑнаҫҫӗ. Ҫурҫӗр енӗ, унти кӗтессем — вилӗсен, ҫӑва енӗ, вырӑнӗ. Вӗсем ҫакӑн чухлӗ: 2х11=22.

Ырӑ-усал, турӑшсем мӗншӗн йышлӑ?

Чӑваш ӑнланӑвӗнче пур япалан та, чӗрчунӑн та, ӳсентӑранӑн та чунӗ пур. Вӗсем камран е мӗнрен те пулин ҫуралнӑ. Акӑ мӗншӗн чӑваш тӗнӗнчи ырӑ-усал йышлӑ.

«Хыпар» хаҫатра кӑларнӑ «Чӑваш тӗнӗ, тӗнче курӑмӗ, ыр-хаярсем» словарьте (1992, юпан 3-мӗшӗ) 211 турӑшпа ыр-усал ятне асӑннӑччӗ. Вӗсенчен нумайӑшӗ «ҫемьеллӗ». Йышрисен ячӗсемпе пӗрле 500-тен те иртеҫҫӗ. Каярах шыраса тупнисем тата 100 ытла.

Пирӗн умӗнхи ӑсчахсем вӗсене ушкӑнсене уйӑрса пӑхнӑ. Мӗншӗн? Ун пирки ҫырса хӑварни ҫук.

Эпӗ вӗсен пӗлтерӗшне кура, хӑш тӑрӑхра вырнаҫнине шута илсе ҫакӑн пек ушкӑнсене пайларӑм:

1. Ҫӳлти патшалӑхри, ҫӳлти тӗнчери турӑ, турӑ йышӗсем.

2. Ҫут тӗнчери улшӑнман тӑватӑ пурлӑхӑн ырӑ-хаярӗ. Вут, шыв, ҫил (сывлӑш), ҫӗр ырӑ-хаярӗ.

3. Ҫуратакан ырӑ-усал:

  • выльӑх-чӗрлӗх ҫураттаракан ырӑ (ҫ.ы.), турӑ;
  • тыр-пул ҫ. ы.;
  • мул ҫ. ы.;
  • перекет ҫ. ы.;
  • ҫурт-йӗр ҫ. ы.;
  • ывӑл-хӗр ҫ. ы.;
  • хурт-хӑмӑр ҫ. ы.;
  • чечек ҫ. ы.;
  • ӳсентӑран ҫ. ы.

Астутарни: кайӑк-кӗшӗке ҫ. ы. ҫинчен ҫырни ҫук. Асамлӑ автан пирки темиҫе юмах-сӑмах пур. Вӗсенчен пӗринпе паллаштарар-ха: «Ҫичӗ ҫулти автан виҫӗ ҫӑмарта тунӑ тет. Пусма ларнӑ тет. Пӗр ҫӑмартинчен ҫӗлен тухнӑ. Вӑл тавралӑх хуралҫи пулса тӑнӑ. Тепринчен йытӑ ҫуралнӑ, вӑл — кил-ҫурт сыхлавҫи. Виҫҫӗмӗшӗнчен вутлӑ кайӑк вӗҫсе тухнӑ. Вӑл пӳрте, вучаха сыхлама пуҫланӑ тет».

4. Вӑрман ырри-усалӗ. Вӑрмана ҫуратнӑ ырӑ ҫинчен калани ҫук. Вӑрман — уйрӑм тӗнче.

5. Пурнӑҫа упракан ырӑсем (ы.):

  • ӗҫе пуҫлама, ӑна пурнӑҫлама пулӑшакан ы. (п. ы.);
  • суту-илӳ тума пулӑшакан ы.;
  • ҫул ҫӳреме п. ы.;
  • шыв ҫинчи ы.

6. Чир-чӗртен упракан, сыхлакан ырӑсем:

  • ҫуратнӑ ы.;
  • пурнӑҫри ы.;
  • кӗтекенсене упракан ы.

7. Уй-хир, улӑх-ҫаран ырӑ-усалӗ.

8. Уйрӑм ҫӗрте выртакан, ҫӳрекен ырӑ-усал (ы. у.). (Сӗвери, Хусанти, Шупашкарти, Амаксарти, Киреметри, ялти ы. у.).

9. Тимӗр-тӑмӑр, вӑрҫӑ-харҫӑ хатӗрӗсен ырӑ-хаярӗ.

10. Ҫӑва ҫинчи усал-хаяр, чун иллисем. Киреметсем.

11. Леш тӗнчери, тамӑкри хаярсем, мурсем, шуйттансем, усалсем.

Ҫапла йӗркелесе уйӑрма пулать кӗлӗри ырӑ-усала.

В.Магницкий ҫырса пуҫтарнӑ кӗлӗсенче ҫӳлти, ҫутӑ, леш тӗнчери ырӑ-усала ылмаштарса, улӑштарса асӑннине курма пулать.

Тӗн йӗркине кам вӗрентнӗ, кам тытса пынӑ?

Чӑвашсен авалхи тӗнӗ тӗрӗксенчен, перссенчен, зорастр, еврейсен иуддизм тата ытти халӑх тӗнӗнчен аталанса кайнӑ теме пулать. Халӑх тӗнӗ — пӗрмай улшӑнса, ҫӗнелсе, пуянланса пыракан философипе миф, халӑхӑн тавракурӑм шайӗ. Ӑна кам пуҫтарса йӗркеленине пӗлме ҫук. Вӑл питӗ авал, 3–5 пин ҫул каяллах чӑмӑртанма пуҫланӑ.

Чӳксене, кӗлӗсене пӗлӳҫӗсем тытса-йӗркелесе пынӑ. Ятран (манӑҫа тухманнисене) ҫаксене асӑнма пулать: эмпӳ, аслӑ эмпӳ, мӑчавӑр, ӑрӑмҫӑ, чӳкҫӗ, пӗлӳҫӗ, кӗлмӗҫ, кӗлӗ ӑсти, йӑла тытма пӗлекен, ял ватти, килти ватӑ, юмӑҫ.

Кӗлӗсене ҫапла ирттернӗ

Килте, алӑк умӗнче, чӳк вырӑнӗнче, Киреметре йӗркеленӗ кӗлӗсене. Чӳк палли (кӑвапи) умне 9-ӑн тухса тӑнӑ. Варринче — мӑчавӑр, кӗлӗ ирттерекенӗ е чӳк пуҫӗ. Икӗ айккинче — унӑн 4-шар ҫумӗ, пӗлӳҫӗ. Мӑчавӑр кӗлӗ тытӑмӗнчи 3 ушкӑнти ырӑ-усала ятран асӑннӑ: пуҫламӑшӗнче, варринче, вӗҫӗнче. Унӑн ҫумӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ушкӑнри йышсене каласа кӗлӗ тунӑ.

11 ушкӑнри ырӑ-усала асӑнса тухсан, кашни ҫынна какай татки парсан алла тытнӑ ҫимӗҫпе татах кӗлӗ тунӑ: ырӑлӑх, йӗркеллӗ пурнӑҫ ыйтнӑ. Усал хаярсене хӑйӗн вырӑнӗнчех пулма хушнӑ. Чӳк парнине, апат-ҫимӗҫе чӗпӗтсе илсе ҫунакан вута пӑрахнӑ. «Ӗнтӗ ҫырлахар» тесе кӗлле вӗҫленӗ. Ун хыҫҫӑн апат ҫиме ларнӑ. Сӑра ӗҫнӗ. Каҫпулттипе яла таврӑннӑ. Кӗлӗре пулман килти ватӑсене, ача-пӑчана чӳкрен илсе килнӗ кучченеҫпе сӑйланӑ.

Танлаштару. Вун пӗр ушкӑнра кама, мӗне кӗлӗ тунипе В.Магницкин «Материалы к объяснению старой чувашской веры» (Казань, 1881 г.) тата М.Шевле пуҫтарнӑ, Н.Ашмаринӑн «Словарь чувашского языка» III томне кӗнӗ ушкӑнри турӑ, турӑшсемпе ырӑ-усалсен переченӗпе паллашӑр (хушса ҫырни).

Вӗсене асӑннӑ авторсем вырӑнти пӗлӳҫӗсенчен пуҫтарнӑ. Ялӗсем уйрӑлса тӑрсан та ыр-усал ячӗсем пӗр пекрех.

Хыҫсӑмах

Несӗлӗмӗрсен авалхи тӗнне вырӑс, финн, венгр, нимӗҫ ӑсчахӗсем тӗпченӗ. Ку енӗпе материал нумай. Тӗн йӗркине, канонне пӗрлештерсе ҫырнисем ҫителӗксӗр. Чылай йӑла пурнӑҫран манӑҫа тухать, анчах та чӑваш тӗнӗн тӗп тытӑмӗ — ҫутҫанталӑка пӗлсе пӑхӑнса пурӑнасси, унӑн пулӑмӗсемпе усӑ курасси, вӗсенчен сыхланса тӑрасси — манӑҫа тухман.

Мӗн вӑл чун туйӑмӗ? Джеймс Фрэзер хӑйӗн «Золотая ветвь» кӗнекинче: «Тӗн аталанӑвӗ асамлӑхран ҫуралнӑ, тӗнрен пӗлӳ пуҫтарӑннӑ», — тенӗ. Пур тӗнре те ҫакӑн пек ҫыхӑну йӗркеленнӗ. Тӗн — халӑх культури, менталитечӗ, пуянлӑхӗ. Вӑл тата чӗлхе — пире уйрӑм наци шутӗнче тӑма пулӑшакан хатӗрсем. Малашне те ҫапла пултӑр.

Усӑ курнӑ литература

  • Н.Ашмарин. Словарь чувашского языка. Том III, 1929.
  • П.Денисов. Религиозные верования чуваш. 1959.
  • В.Магницкий. Материалы к объяснению старой чувашской веры. Казань, 1881.
  • Н.Никольский. Христианство среди чуваш Среднего Поволжья в XVI- XVIII в.в. Казань, 1912.
  • М.Скворцов. Хрестоматия по культуре Чувашского края. 2001.
  • А.Фукс. Записки о чувашах и черемисах Казанской губернии. Казань. 1840.
  • Джеймс Джордж Фрэзер. Золотая ветвь. Москва. 1984.
  • Джек Трессидер. Словарь символов. Москва, 1989.

Никифор Наумов
«Хыпар», 2013, утӑ, 30–31.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-08-07 13:56:33 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 9079 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем