 | | Çĕрпÿ районĕн картти |
Çĕрпӳ районĕ, — Чăваш Енĕн çурçĕр еннерех вырнаçнă район. Район администрациĕ Çĕрпӳ хулинче вырнаçнă. Тавралăх Çĕрпӳ районĕн тавралăхĕ сăртлă, çырмасемпе юханшывсем нумай. Çырмасен тарăнăшĕ 5-35 метр, тăршшĕ 10-12 çухрăм таран. Çĕр айĕнчи пурлăх енчен район чухăн. Торф вырăнĕсем пур (Çавалпа Ункă шывсен хĕррипе), ăна ял хуçăлăхĕнче çĕре пуянлатма усă кураççĕ. Антрак ялĕ патĕнче акшар кăлараççĕ. Асăннă вырăнсем пуçне районта тата 3 çĕртре кирпĕч тума юрăхлă тăм кăлараççĕ. Çĕрпӳ çывăхĕнчи тăма çеç кирпĕч кăларма усă кураççĕ. Юханшывсене илес пулсан район тăрăх çаксем юхаççĕ: Мăн Çавал, Кĕçĕн Çавал, Ункă, Енĕш. Мăн Çавал район тăрăх 50 çухрăм тăршшĕпе юхать. Кĕçĕн Çавалăн районти тăршшĕ — 20 çухрăм. Юханшывсем ютларах юр шывĕпе тулаççĕ. Район çĕрĕсем ытларах енĕпе уйлă, сайра вырăнта çеç юманлăхсемпе хурăнлăхсем тĕл пулаççĕ. Çĕрпӳ районĕнче вăрмансем сахал, вĕсем пурĕ те 9,3% кăна йышăнаççĕ. Районти тăпрасем ытларах енĕпе çерем-сахал кĕллĕ. Районăн анăç енче çавăн пекех çутă чакăр вăрман тăпри, тухăç енче вара ахаль тата тĕксĕм чакăр вăрман тăприсем тĕл пулаççĕ. Икĕ Çавал хушшинчи çĕрсем вара кĕллĕ хура тăпрасем шутланаççĕ.Сăнсем  |  |  | | Çĕрпӳ хули | Мăн Çавал çывăхĕнче | Ункăçум патĕнчи кĕпер |
Çутçанталăк Район климачĕ вăта контитентлă. Хĕлĕсем вăрăм та сивĕ, çĕвĕсем вăта, шăрăх. Кăрлач уйăхри вăтам температура -12,8°С, чи пĕчĕкки -46°С танлашать. Утă уйăхĕнчи вăтам температура — 18,8°С, чи шăрăх кун температура 38°С таран хăпарнă. Çулталăк хушшинче вăтамран 446 мм юр-çумăр çăвать. Халăх йышĕ 1999 çул пуçламăшĕ тĕлне районта 37,1 пин çын пурăннă. Вĕсенчен 11,2% (ку вăл 30%) — хула çыннисем, 25,9% (е 70%) — ял çыннисем. Пĕр тăваткал çухрăм çине вăтамран 47,5 çын килет. Ялсен шучĕ 138, вĕсенче вăтамран 202 çын пурăнать. 90% — чăвашсем. Çĕрпӳ районĕн ял-хулисем Çĕрпӳ районĕнчи чи пысăк ял-хулисем:Паллă çыннисем Районпа çак паллă çынсен кун-çулĕ çыхăннă:Çавăн пекех пăхăр Район хыпарĕсем Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2009-05-26 22:43:46 вăхăтра улăштарнă. 5461 хут пăхнă.
|