Çак ăмăртăва пуçарса эпир ачасемпе çамрăксен ӳнер пултарулăхне аталантарас, ушкăнпа ĕçлеме хăнăхтарас тата çутçанталăкпа тăван тавралăх пулăмĕсене ӳкерчĕк мелĕпе уçса пама вĕрентес тĕллев латрасшăн.
Конкурса 18 çула çитмен çамрăксемпе ачасем хутшăнма пултараççĕ. Пĕр ĕçе темиçен пĕрлешĕнсе тума та юрать: пĕри, сăмахран, сюжет хатĕрлет, тепри — хитре ӳкерет, виççĕмĕшĕ калаçу сăмахĕсене йĕркелет.
Сюжет çăлтăрпа çыхăнмалла. Комикс сюжетне уçса пама 2 листаран (кашни А4 пысăкăш) кая мар усă курмалла. Хут листин пĕр енĕ таса юлмалла. Ĕçе хатĕрленĕ май хуть те мĕнле техникăпа усă курма юрать —кăранташ, калем, фломастер, гуашь, пастель, кăмрăк кăранташĕ т. ыт.
Ĕçсене 2012 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен йышăнатпăр. Çĕнтерӳçĕсене 2012 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне палăртăпăр. Ăмăртун тулли положенийĕпе кунта паллашма май пур.
Кăрлачăн пуçламăшĕнче Хырхĕрри тĕп шкулĕнче нумай çул хушши физкультура вĕрентекенĕ пулса вăй хуракан Николай Никандрович Ятманов хăйĕн паллă юбилейне — 60 çула çитнине паллă турĕ. Çак кунсем каникулпа пĕр килнĕ пулин те, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем те, пĕлĕш-тăвансем те юбиляра чысласа ăшă сăмахсем куççăн курăнса та, телефонпа шăнкăравласа та каларĕç. Каникул пĕтнĕ хыççăн тепĕр кунхинех шкулта Николай Никандровича халалласа ятарлă утренник ирттерчĕç. Кашни класра вĕренекен ачасем юрă-сăвăпа савăнтарчĕç, шкул тата район ертӳçисемпе профсоюз организацийĕ Хисеп хучĕсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç.
Паллă уяв çакăнпа çеç вĕçленмерĕ. Уйăх вĕçĕнчи пĕр канмалли кун Николай Никандрович хăйĕн ячĕллĕ йĕлтĕр чупăвĕ ирттерчĕ. Çак чупăва районти шкулсенче вĕренекенсем, предприятисемпе организацисем, çемье командисем хутшăнчĕç. Тĕп хуламăрти «Водоканал» предприяти те хăйĕн спортсменĕсен ушкăнне тăратнă. Ытти çулсенче шкултан вĕренсе тухса кайнă ачасем те, инçе çула пăхмасăрах, чылайăн пуçтарăннă. Вĕрентекене саламласа ООО «Газпром межрегионгаз» генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, нумай çул хушши вырăнти «Восток» колхоз ертӳçи пулса ĕçленĕ К.
Шăмăршă районĕнчиЯрăслав ялĕн хĕвелтухăç енче, Анаткасра, укăлча хапхипе юнашарах, тăрă та сивĕ шывлă çăлкуç тапса тăрать. Çак çăлкуçа чи пирваях, ваттисем каланă тăрăх, XX ĕмĕр пуçламăшĕнчех, ку ялта пурăннă Макар ятлă çын тарăнрах алтса, пура ярса тунă пулнă, хăй виличченех тасатса-тирпейлесе тăнă. Ял çыннисем çак çăлкуçа иртнĕ çулсенче тепĕр хут çĕнĕ пура ярса, çавăрса ăсмалли ăсталаса, тăррине йывăçран тĕрĕлесе-илемлетсе тунăччĕ.
Нумаях пулмасть вара, Ярăславра çуралса ӳснĕ, халĕ Шупашкарти пĕр савутра тĕп инженер пулса ĕçлекен Петр Николаевич Морозов тата ялтах пурăнакан Петр Краснов пуçарăвĕпе, çăлкуç çумĕнче ял çыннисем валли пăр пек сивĕ сиплĕ шыва чăмса çан-çурăма тĕреклетмелли, чир-чĕртен тасалмалли Пантелеймон çвятуйăн турăшĕ ячĕллĕ часавай евĕр вырăн туса хута янă.
Шыва кĕмелли çурт валли хыр пĕренисене Валерий Егоровпа Георгий Розов вăрман ĕçченĕсем тӳлевсĕрех уйăрса панă. Василий Исметов, Сергей Урмаев, пĕр тăван Сергейпе Руслан Локтинсем, Петр Мердеев, Олег Лукьянов, Николай Малов, Анатолий Краснов, Алексей Кузнецов, Александр Розов, Сергей Ефимов, Александр Фомин платниксем вара кĕске вăхăтрах пура пураса çурт тăррине витсе хунă, çӳле пĕчĕк куполпа хĕрес те вырнаçтарса лартнă.
Иртнĕ çулăн раштав уйăхĕнчи 15-22-мĕш кунĕсенче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ чăваш чĕлхипе литературине тата тăван ен культурине кăмăллакан 10-11-мĕш класс ачисем валли «Сенкер инçет» олимпиадăн пĕрремĕш тапхăрне ирттерчĕ. Тĕнче тетелĕн çыхăнăвĕпе усă курса Чăваш Республикинчен тата кӳршĕллĕ регионтан пурĕ 113 вĕренекен хăйсен пĕлĕвне кăтартма пултарчĕ.
Олимпиадăн пĕтĕмлетӳллĕ иккĕмĕш тапхăрне хутшăнма жюри çителĕклĕ балл пухма пултарнисене суйласа илчĕ:
• «Тăван ен культурипе» — 25 баллран кая мар;
• «Чăваш чĕлхипе литератури» (чăваш шкулĕсем) — 35 баллран кая мар;
• «Чăваш чĕлхипе литератури» (вырăс шкулĕсем) — 40 баллран кая мар.
Пĕрремĕш тапхăра ăнăçлă вĕçленĕ шкул ачисене эпир хĕрӳллĕн саламлатпăр, çитес ăмăтура та ăнăçу сунатпăр!
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтерме республикăна федераци укçи-тенкинчен 260 миллион тенкĕ çитнĕ. Çак укçа 265 ветеранăн çурт-йĕр ыйтăвне татса пама май парĕ. 2008-мĕш çултанпа, Раççей Президенчĕн «1941-1945 çулсенчи Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтересси çинчен» Хушăвĕ ĕçе кĕнĕренпе Чăваш Енри 3 пин те 804 çын хваттерлĕ пулнă. Çак тĕллевпе çĕршыв хыснинчен республикăна 4,6 миллиард тенкĕ укçа уйăрса панă.
Кăçалтан 1992 тата 1993 çулсенче Таджикистанри вăрçă-харçа хутшăннисене çар ветеранĕсен йышне илнĕ. «Ветерансем çинчен» федераллă саккуна çакăн пек улшăнусем кĕртнĕ. Ветеран пулни çинчен ĕнентерекен хута вĕсем Шалти ĕçсен министерствинче, Федераллă хăрушсăрлăх службин управленийĕнче тата Инкеклĕ ĕçсен министерствинче илме пултараççĕ. Патшалăх пулăшăвне илес тесен вĕсен çак хутпа Пенси фондне пымалла. Уйăхсерен вăрçă-харçă ветеранĕсене 1 пин те 239 тенкĕ тӳлесе тăраççĕ. Ака уйăхĕнче çак тӳлеве пысăклатма палăртнă. Укçа вырăнне социаллă пулăшусемпе усă курма ирĕк пур — тухтăр рецепчĕпе тӳлевсĕр эмелсем илме, санаторире сипленме, хулаçум пуйăсĕпе тӳлевсер çӳреме юрать. Паян Чăваш Енре федераллă çăмăллăхсемпе 13 пин ытла тĕрлĕ вăрçă-харçă ветеранĕ усă курать.
Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче куçăн мар уйрăмра виçĕ çул çурă вĕренекен студенсен диплом ĕçĕсен хӳтĕлевĕ иртрĕ. Филологипе (8 çын) тата культурологипе (24 çын) специализациленекен студентсем хăйсен пултаруллăхри, ăслăлăхри ĕçĕсем çинчен каласа кăтартрĕç. Кунта Хусан, Чĕмпĕр тăрăхĕсенчи, хамăр республикăри чăвашсем пуçтарăннине кура хӳтĕлев тата та кăсăклăрах пулчĕ. Кашниех вырăнти материала тĕпченĕ, ĕç опытне усă курса диплом ĕçĕсене пуянлатма пултарнă.
Çитес вăхăтра алла аслă пĕлӳ илни çинчен çирĕплетекен диплома илме хатĕрленекен студенсене ăнăçлă хӳтĕлевпе саламлатпăр, ăнăçу сунатпăр.
Çĕн Çул пуçланнă пуçланман, ачасем çул синче асархануллă пулчĕр тесе, тата çулçӳрев саккунĕсене çирĕпрех астуччăр тесе Çĕмерле тăрăхĕнчиЯкуртушкăнь, Хутар, Юманай ялĕсен шкулĕсенче Çĕмĕрле хулипе районĕн йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем тĕлпулусем иртерчĕç. Калаçусем 8-11-мĕш классенче вĕренекен ачасемпе пулса иртрĕ. Çулçӳрев саккунĕсемсĕр пуçне Пуçилле тата Граждан Кодекссен хăш-пĕр пайĕсене пăхса тухрĕç, асăрхатарчĕç, ăнлантарчĕç. Ачасем хушшинче çамрăка интереслĕ ыйтусем паракансем те пулчĕç.
Тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ май çак сăмахсемпе пурте килĕшрĕç: халăх хушшинче пурăнса çынсем пек пурăнма тăрăшмалла, йĕркене пăхăнмалла, тĕрĕс çулпа утмалла.
Виталий Григорьевич тăван тавралăха, халăхăн историйĕпе сăмахлăхне, литература аталанăвне тĕпчесе сахал мар ăслăлăх ĕçĕ çырса пичетлерĕ. Пухăннисем умĕнче çавăн пекех Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, факульетăн доценчĕ В.А. Абрамов тата университетăн ют чĕлхесен кафедрин профессорĕ В.