Пурте усă курма пултаракан ftp каталога эсир файлсене кĕртме пултаратăр.
Асăрхăр! Файлсем унта нумай упранмаççĕ, кĕртнĕ хыççан пĕр эрнерен эпир ăна унтан кăларса пăрахатпăр (ку ĕçе робот тăвать, эпир манса каясси çине ан шанăр). Енчен те пирĕн валли мен те пулин ярса паратăр пулсан (сăнӳкерчĕксем, юрăсем) — калăр Администратора, эпир вĕсене унтан кирлĕ çĕре куçаратпăр. Пĕлтермелли адрес — p-code@mail.ru Çавăн пекех ftp каталогăн калăпăшне чакарнă: пĕтĕмпе унта 100 Mb кăна кĕртме пулать. /ун урлă киносем ан сарччăр, е урăхла ăна усă ан курччăр тесе/
Ftp каталогпа епле усă курмалла
1. Internet Explorer Адрес йĕркинче ftp://ftp.chuvash.org çырăрта Enter клавишăна пусăр. Эсир каталога ftp каталога лекеттĕр. Кунта вара эсир upload каталога куçнă хыççăн унта файлсем кĕртме пултаратăр. Шăшипе файлсене унта йăтса хума, е Копировать —> Вставить операцие усă курса.
2. FAR Команда строкинче ftp://ftp.chuvash.org çырăр та Enter пусăр. Ftp каталога лекеттĕр. Upload каталога кĕнĕ хыççăн эсир кунта файлсем куçарма, кĕртме пултаратăр. Пĕр панель çинче сирĕн ftp каталогĕ пулĕ, тепĕр панель çинче эсир кирлĕ файла суйласа илсе копилеме пултаратăр (F5 урлă).