Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Тирпей-илеме хамӑрӑнах тумалла

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 21.05.2011 13:33 | 2053 хут пӑхнӑ
Упи ял тӑрӑхӗнче
Упи ял тӑрӑхӗнче

Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Трак енре те черетлӗ Пӗрлӗхлӗ информаци кунӗ пулчӗ. Ун вӑхӑтӗнче тӑван тавралӑха сыхлас, йывӑҫсем лартас, пушартан асӑрханас, ачасемпе ҫамрӑксен ҫуллахи канӑвне йӗркелес тата ытти ыйтусене тишкерчӗҫ. Информаци кунне хутшӑнма района Чӑваш Республикин юстици министрӗ Н. В. Прокопьева ертсе пыракан информаци ушкӑнӗ килчӗ.

Пирӗн ушкӑн вара (унта РФ Пенси фончӗн районти управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Г.Ф. Петрова, район администрацийӗн право тата кадрсен ӗҫӗн пайӗн начальникӗ А.А. Павлов тата ку йӗркесен авторӗ кӗчӗҫ) Упи ял тӑрӑхне ҫитрӗ. Ял тӑрӑхӗн ертсе пыракан специалист эксперчӗ А.А. Алексеева тата специалисчӗ И.И. Егорова тарават йышӑнчӗҫ. Ираида Ивановна каланӑ тӑрӑх, кулленхи ӗҫре ял-урама тирпей-илем кӗртессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем тӗпре тӑраҫҫӗ. Кашни эрне кунах ял ҫыннисем санитари кунне тухаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче вилнӗ ентешсене асӑнса Упире, Тусайра, Пайсупинра тата Янмурҫинра лартнӑ палӑксене сӑрланӑ, тавралла тытнӑ картасене ҫӗнетнӗ. Алина Александровна ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пӗтӗмпе хальлӗхе 650 тӗп йывӑҫ лартнӑ (Ҫӗнӗ Йӗкӗтри ҫырмара, Пайсупин ҫулӗ хӗррипе, ытти ҫӗрти хӑрнисем вырӑнне). Ку ӗҫре Упири вӑтам тата ятарлӑ шкулсенче вӗренекенсемпе вӗрентекенсем хастарлӑхпа палӑрнӑ.

Пӗрремӗш тӗл пулу тӗп усадьбӑри кану центрӗнче иртрӗ. Г.Ф. Петрова малтанах информаци кунӗн темисене ҫутатрӗ. Унтан пенси тӳлес ҫӗрти ҫӗнӗлӗхсем ҫинче чарӑнчӗ Галина Федоровна. Вӑл районта халӗ иртнӗ вӑрҫӑ инваличӗсем 10-ӑн, вӑрҫа хутшӑннисем 29-ӑн, салтак арӑмӗсем 13-ӗн, хӗрӳ точкӑсенче хӗсметре тӑрса вилнисен ашшӗ-амӑшӗсем 16-ӑн пурӑннине асӑнчӗ. «Кӑҫалхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен — ӗҫ пенсийӗ, акан 1-мӗшӗнчен социаллӑ пенси ӳсрӗҫ, ҫурлан 1-мӗшӗнчен вара ӗҫлекеннисен пенсийӗ пысӑкланмалла. Сӑмах май, сирӗн тӑрӑхра 630 ытла пенсионер пурӑнать», терӗ Галина Федоровна. Ун патне инвалидсене пенси тӳлессипе ҫыхӑннӑ ыйту пулчӗ.

К. Петров ӗҫ ветеранӗ тӗл пулура почтальонсен ӗҫ укҫи пӗчӗкреххишӗн пӑшӑрханнине, пушартан асӑрханас тӗллевпе кашни кил умӗнчех катка-пичкепе шыв тытмаллине, пӗвесем патне пыракан ҫулсене йӗркеллӗ пӑхса тӑмаллине, лартнӑ йывӑҫсене выльӑх-чӗрлӗхпе ҫӗмӗрттерме юраманнине, Е. Константинова халӑхпа тӗл пулусем кӗтӳ янӑ е кӗртнӗ вӑхӑтра ирттермеллине, вырӑнти депутатсемпе ял старостисен активлӑхне хӑпартмаллине палӑртрӗҫ.

Район администрацийӗн право тата кадрсен ӗҫӗн пайӗн начальникӗ А.А. Павлов (Алексей Александрович кунпа пӗрлех районти административлӑ комисси председателӗ те) тирпей-илемшӗн ӗҫлеменнисенчен ҫирӗпрех ыйтма кирлине каларӗ, «ҫакӑнта ял тӑрӑхӗнче вӑй хуракансен те, полицин участокри уполномоченнӑйӗсен те ҫивӗчлӗхпе палӑрмалла», терӗ.

Эпӗ уписем умӗнче хаҫат-журнала, ҫав шутра «Ял пурнӑҫне» те, кӑҫалхи II ҫур ҫулшӑн ҫырӑнтарассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва ҫӗклерӗм.

Ял тӑрӑхӗн ӗҫченӗ А.А. Алексеева ҫӑвӑн 21-мӗшӗнче, шӑматкун, ирхине 8 сехетрен тытӑнса Упи масарӗ ҫинче тирпей-йӗрке тӑвас енӗпе субботник йӗркелессине каларӗ, унта пурне те активлӑ хутшӑнма йыхравларӗ.

Подписка ыйтӑвӗпе интересленсе Упири ҫыхӑну уйрӑмне те ҫитрӗмӗр. Р.В. Харитонова начальникпе, А.П. Арсентьева, Г.В. Митрофанова почтальонкӑсемпе калаҫрӑмӑр. Роза Васильевна райхаҫата хальлӗхе 74 экземпляр ҫырӑнтарнине пӗлтерчӗ.

Черетлӗ курнӑҫу ялти вӑтам шкулта пулчӗ. Тӑхтав вӑхӑчӗпе усӑ курса, педагогсен коллективӗпе калаҫу йӗркелерӗмӗр. «Физкультура учителӗ ҫук. Ҫавӑнпа пур спорт мероприятине те, эсир критиклетӗр пулсан та, хутшӑнаймастпӑр. Арҫынсенчен шкулта эпӗ ҫеҫ. Вӗсене ҫамрӑк ӑрӑва вӗрентме ытларах явӑҫтарас тӗллевпе мӗн тумалла? Ҫак ыйтӑва хаҫатра хускатсан аван пулмалла», терӗ Ю. В. Федоров директор.

#Янмурҫин, #Пайсупин, #Красноармейский районӗ, #Тусай, #Упи

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем