Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Чӑваш Енпе Крым парламенчӗсем килӗштерсе ӗҫлессине чӑвашла та ҫырнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 28.08.2017 19:31 | 1772 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Паян, ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тата Крым республикин парламенчӗсен депутачӗсем тӗл пулнӑ. Чӑваш Енри йыша Валерий Филимонов спикер ертсе пырать. Пирӗн тӑрӑхри делегацие Патшалӑх Канашӗнчи мӗнпур фракцин пайташӗ лекни паллӑ. Чӑваш парламенчӗн сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, йыша коммунистсенчен Александр Андреев, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партирен Сергей Семеновпа Игорь Моляков лекни курӑнать.

Крым Республикин Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Владимир Константинов хӑнасене ӑшшӑн кӗтсе илнӗ, пӗрле килӗштерсе ӗҫлес шухӑша ырласа йышӑннине тата палӑртнӑ.

Крым Республикипе Чӑваш Ен килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута тӑватӑ чӗлхепе: чӑвашла, вырӑсла, украинӑлла тата Крымри тутарсеннипе — хатӗрленӗ.

#парламент, #депутатсем, #Крым, #политика, #килӗшӳсем, #чӑваш чӗлхи, #крым тутар чӗлхи

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем