Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Наци телевиденийӗ эфирта

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
jakut8 10.10.2011 17:41 | 2560 хут пӑхнӑ

Юпан 10-мӗшӗ яланлӑхах республикӑн историйӗнче ҫырӑнса юлчӗ — эфира Наци телевиденийӗ тухрӗ.

Наци телевиденийӗн кун-ҫулӗ 2010-мӗш ҫултан пуҫланать. Ун чухне Чӑваш Енри наци радио йышӗнче 4 ҫынран тӑракан видео ушкӑн йӗркеленнӗ. Вӗсен тӗп тӗллевӗ Патшалӑх органӗсен сайтӗнче пысӑк пӗлтерӗшлӗ хыпарсене ҫутатса парасси пулнӑ. Ҫулталӑк иртсен радиопа телевиденине пӗрлештерсе Наци теллерадиокомпанине йӗркелеме шут тытнӑ.

Кӗске вӑхӑтрах телеканал валли Наци библиотекин ҫӗнӗ ҫуртӗнче уйрӑм пӳлӗм хатӗрленӗ, хальхи вӑхӑта тивӗҫтерсе тӑракан, цифра мелӗпе йӗркеленекен эфира тухма пултаракан ӗҫ хатӗрӗсем илсе студи йӗркеленӗ.

Ҫав вӑхӑтрах Наци телевиденийӗн пултарулӑх ушкӑнӗ йӗркеленсе пынӑ. Кунта операторсем те. режиссерсем те, редакторсем те, журналистсем те, программистсемпе инженерсем те.

Паян кӑнтӑрла 13 сехетре Наци телевиденийӗ тӗрӗслевлӗ эфира тухрӗ. Наци телерадиокомпанин программисемпе передачисене 18-мӗш «ВТК-Информ» каналӗ ҫинче курма пулать.

Ҫитес эрнере Наци телевиденийӗн хӑйӗн кӑларӑмӗсем тухӗҫ. Мӗн пулса иртнипе пире «Республика» паллаштарӗ. Палӑртнӑ тӑрӑх хыпарсен кӑларӑмӗсем чӑвашла та, вырӑсла та пулӗҫ.

#Чӑваш Ен, #телекурав

 

Комментари:

2011.10.10 19:27
Аксар Чунтупай
18-мĕш «ВТК-Информ» каналĕ тенине мĕнле ăнланмалла?
inzet // 2067.60.2448
2011.10.10 23:19
Кабель телевиденийĕ пулас вăл.
Чипер // 4109.2.9620
2011.10.12 21:56
Спутник тарелкипе курма пулать-и ку канала?
2011.10.13 18:47
Аксар Чунтупай
Кабель телевиденине хула халăхĕ пăхмасть те... Ку телевидени апла каллех чăвашсем валли пулмасть...
Эп // 1877.32.0003
2011.10.15 22:53
Кабель телевиденине шăпах хулара пăхма пулать. Каярах Наци ТВ республикипех кăтартма пуçлать.
Евгений Мадуров // 3723.96.7455
2011.10.16 20:15
Наци телевиденине интернетра ăçта шырамалла?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем