Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: К.Д. Кириллов 50 ҫул тултарнине асӑнса

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
eiena 01.03.2012 23:49 | 1515 хут пӑхнӑ

Пирӗн, чӑвашсен, сахал ҫул пурӑнсах тӑван халӑхӑн асне тарӑн кӗрсе юлма пултарнӑ пултаруллӑ та хастар ҫынсем чылай. К.Ивановпа М.Ҫеҫпӗлтенех тытӑнма пулать ку шут хисепне, анчах сӑмахӑмӑр пирӗн саманташ, Кирилл Демьянович Кириллов (1962–1996) — театр критикӗ, тележурналист, ҫыравҫӑ пирки.

34 ҫултах уйрӑлса кайнӑ вӑл пирӗнтен, апла пулин те ячӗ халӑхра ырӑпа тӑрса юлнӑ. Ҫӗн йӗркелӳ тапхӑрӗнче литературӑна, драматургине вӑркӑнса кӗнӗскерӗн, «Чун кирлӗ, чун!» ятлӑ кӗнеки тинтерех ҫеҫ, мӑшӑрӗ Надежда Мефодьевна Кириллова тӑрӑшнипе кун ҫути курнӑ. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшне Кирилл Кириллова астӑвакансем, ун ӗҫне малалла тӑсакансем, студентсем пуҫтарӑнчӗҫ. Пурӑннӑ пулсан театр критикӗ 50 ҫул тултармаллаччӗ. Ҫак ятпа ЧПГӐИн литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн ертӳҫи В.А. Ендеров, ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн профессорӗ В.Г. Родионов, «Хыпар» хаҫат редакторӗн ҫумӗ М.М. Арланов, Ю.В. Яковлев тӗпчевҫӗ т.ыт. те тухса калаҫрӗҫ. Тӗл пулура ҫавӑн пекех В. Карсаков режиссер ӳкернӗ «Ыталарӗ мана ҫил-тӑман» фильма та кӑтартрӗҫ.

#тӗлпулусем, #Чӑваш наци вулавӑшӗ, #юбилейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем