Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Вӑрланӑшӑн — ҫын вӗлерекенсен тӗрмине

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 07.07.2013 12:19 | 1615 хут пӑхнӑ

Прокуратура тесен чылайӑшӗн ӑнлавӗнче айӑплавпа ҫыхӑннӑ шухӑшлав ҫуралать-тӗр. Ҫапах та кирлӗ пулсан прокуратура хӳтте кӗрет. Суд ытла кӑра йышӑну тунӑ тесе те вӑл хӑш чух тавӑҫпа тухать. Ун пек тӗслӗхсенчен пӗрин пирки нумаях пулмасть эпир ҫырса кӑтартнӑччӗ. Аса илтеретпӗр, 55 ҫулхи 2-мӗш ушкӑнри сусӑра Шупашкар район сучӗн йышӑнӑвӗпе 10 уйӑхлӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатмалла тунӑ пулнӑ. Ку айӑплава вӑл дача ҫуртне кӗрсе сахӑр песукӗ тата ҫава вӑрласа 305 тенкӗлӗх тӑкак кӑтартнӑшӑн тивӗҫнӗ. Шупашкар район прокуратури ҫапла йышӑнупа килӗшме пултарайман — сусӑра условлӑ майпа айӑплама ыйтнине Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн коллегийӗ тивӗҫтернӗ.

Халӗ тата ҫавӑн йышширех тепӗр тӗслӗх. Шупашкар районӗнчи Мӑнал ялӗнче пурӑнакан, пӳрчӗ ҫунса кайнӑ хыҫҫӑн килсӗр-ҫуртсӑр юлнӑ ниҫта та ӗҫлемен арҫын пӗрисен нӳхрепӗнчен пӗр михӗ ҫӗрулми тата цемент вӑрланӑ. Унсӑр пуҫне вӑл никам пурӑнман пӗр ҫуртран кивӗ урай хӑмисене 15 штук пӗҫертнӗ. Вӑрланӑ пурлӑха пӗр ялта пурӑнакансене сутнӑ. Укҫалла мар. Апат-ҫимӗҫпе тата туртмаллипе ылмаштарнӑ.

Йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Вӑрласа тӑкак кӑтартнисен умӗнче парӑма саплаштарнӑ, лешсем ӑна каҫарнӑ. Ҫапах та суд вӑрра 2,5 ҫуллӑха ятарлӑ режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Ун пек тӗрмене ҫын вӗлерекенсене, террористсене, маньяксене тата ӗмӗрлӗхе хупма йышӑннисене яраҫҫӗ-мӗн. Мӑнал вӑрри саккуна хирӗҫле ӗҫсем унччен те тукаланӑ-ха. Анчах ҫын ҫине алӑ ҫӗклемен. Алли кукӑр пулнипе виҫӗ хутчен айӑпланнӑ. Ҫапах та маньяксемпе тата ҫын вӗлерекенсемпе танлаштараймӑн тесе район прокуратури республикӑн Аслӑ судне тавӑҫпа ҫитнӗ. Унти тӳресем вӑрӑ-арҫынна ҫирӗп режимлӑ колонире 1 ҫул та 10 уйӑх тытма йышӑннӑ.

#тӗрмесем, #айӑплав, #Мӑнал, #Шупашкар районӗ, #судсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем