Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Вырӑсла пӗлмен ҫынсене сертификат панӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 03.11.2023 17:57 | 892 хут пӑхнӑ
Республикӑра
skidki-segodnya.ru сӑнӳкерчӗкӗ
skidki-segodnya.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пирӗн ҫӗршыва ют ҫӗршывсенчи ҫынсем сахал мар килеҫҫӗ. Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫӗнчи ҫынсем уйрӑмах йышлӑ.

Пирӗн патра ӗҫлесе пурӑнас тесен вӗсен вырӑс чӗлхи пӗлмелле. Ҫавна экзамен тытса, ятарлӑ сертификатпа ҫирӗплетсе памалла.

Анчах хутпа хут пӗр мар иккен. Тӗрӗсрех каласан, вырӑс чӗлхи пӗлмен мигрантсем те тупӑнаҫҫӗ иккен.

Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин Миграци енӗпе ӗҫлекен управленийӗ ют ҫӗршыв ҫыннисем кӑтартакан сертификатсене тӗрӗслеҫҫӗ те хут ҫинче ҫырни пур чухне те тӳрре килменни палӑрать — документсен хуҫисем вырӑс чӗлхине пӗлмеҫҫӗ.

Чӗлхе пӗлмесӗрех сертификатлӑ панӑ тӗслӗхсене кӑҫал пирӗн тӑрӑхри полицейскисем 35 хутчен тупса палӑртнӑ. Ҫавна май яваплисем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Сертификат илме пулӑшнисене судсем тӗрмене хупса хумасӑр явап тыттарнӑ, мигрантсене вырӑс чӗлхи пӗлет тесе панӑ сертификатсене вара суя тесе йышӑннӑ.

#ШӖМ, #мигрантсем, #саккунсем, #чӗлхесем, #пуҫиле ӗҫсем, #пӑтӑрмахсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3450.96.2679
2023.11.05 20:16
Agabazar
Вырӑсла пӗлмен ҫынсене вырăсла пĕлнине çирĕплетекен сертификат панӑ

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем