Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Культура: Вӑрӑм мар ӗмӗрти вӑрӑм ӗҫсен авторне асра тытаҫҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 29.11.2013 07:31 | 1339 хут пӑхнӑ
Культура

Ҫак кунсенче республикӑра тӗрлӗ уяв каҫӗ ҫине-ҫинех иртнине пирӗн вулакансем те асӑрхарӗҫ-тӗр. Паян Наци вулавӑшӗнче чӑваш чӗлхе пӗлӗвне никӗслекенне Николай Ашмарина халалласа асӑну каҫӗ иртнӗ.

Мероприятие Наци вулавӑшӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен чӗлхе пӗлӗвӗн тата словарсьен пайӗсем пӗрле пулса йӗркеленӗ. Уяв каҫне Ашмарин ҫак тӗнчерен кайнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Аса илтеретпӗр, паллӑ ученӑй Етӗрне хулинче 1870 ҫулти юпа уйӑхӗнче ҫуралнӑ, 63 ҫулта вилнӗ.

Хӑйӗн вӑрӑм мар ӗмӗрӗнче Ашмарин тюрколог тата чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи, профессор тӗлӗнмелле нумай ӗҫ тума ӗлкӗрнӗ: чӑваш халӑх сӑмахлӑхне пухнӑ, тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗнне тата ытти йӑли-йӗркине, чӑваш чӗлхин диалекчӗсене тата вырӑнти калаҫӑвӗсене тӗпченӗ. Ӑна тӗнчипе чапа кӑларнӑ ӗҫӗ вара — 17 томлӑ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки».

#Чӑваш наци вулавӑшӗ, #вулавӑшсем, #чӑваш чӗлхи, #Етӗрне

 

Комментари:

Agabazar // 4187.90.9678
2013.11.29 15:22
Agabazar
Эххаххай! "Болгары и чуваши" кĕнекене те (1902) манма пуçларăмăр-и ĕнтĕ. Вăл кĕнкене асăнмасан Ашмарин та çук!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем