Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: 23-мӗш тӗнче кубокӗ вӗҫленчӗ. 20 медальтен 15-ӗшӗ Раҫҫей спортсменӗсен

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.05.2008 21:22 | 2034 хут пӑхнӑ

Сӑн галерейисем: Кубока уҫни, Кубокри самантсем

 

Ҫапла, ҫу уйӑхӗн 10-11-мӗшӗсенче Шупашкарта Хӑвӑрт утакансен 23-мӗш Тӗнче Кубокӗ иртрӗ. Вырсарникун вӑл вӗҫленчӗ. Пӗтемлетӳсем тӑрӑх Раҫҫей ӑмӑртуҫисем 15 медале ҫӗнсе илчӗҫ.

Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Тӗнче Кубокне чи малтан ҫамрӑк яшсем пуҫларӗҫ. Вӗсем 10 ҫухрӑма утрӗҫ. Шел те, Шупашкар каччи Эдик Хайбуллин вӗҫне ҫити утса тухаймарӗ — тӳресем ӑна трассӑран тухма хушрӗҫ. Пӗрремӗш Алексей Барцайкин тухрӗ. 10 ҫухрӑма вӑл 39 минут та 57 ҫеккунт хушшинче утса тухма май тупрӗ — ҫавна май тӗнче рекордне те ҫӗнетрӗ. Иккӗмӗш Динг Чен пулчӗ — Алексейрен 15 ҫеккунт кая юлса ҫитрӗ. Виҫҫӗмӗшӗ каллех Раҫҫей спортсменӗ пулчӗ — Денис Стрелков Алексейрен 20 ҫеккунт кая юлчӗ.

Яшсем хыҫҫӑн хӗрсем тухрӗҫ. Кунта вара Раҫҫей спортсменӗсене хуса ҫитекенни пулмарӗ. Татьяна Калмыкова 10 ҫухрӑма 42 минут та 44 ҫеккунт хушшинче утса тухрӗ. Ирина Юманова малтан унпа тан утатчӗ, анчах кӑшт вӑхӑт иртсен кая юла пуҫларӗ. Вӗҫне вӑл Татьянӑран 39 ҫеккунт кая юлса ҫитрӗ. Виҫҫӗмӗшӗ Эльвира Алимбекова пулчӗ, вӑл Татьянӑран пӗр минут та 55 ҫеккунт кая юлчӗ. Тӑваттӑмӗш Румыни спортсменки Анамария Грециану пулчӗ. Финиша вӑл Калмыковӑран 3 минут та 21 ҫеккунт кая юлса ҫитрӗ.

Вӗсем хыҫҫӑн 20 ҫухрӑма арҫынсем тухрӗҫ. Пӗрремӗш Испани ӑмӑртуҫи Франциско Джавьер Фернандес тухрӗ. Вӗҫне ҫитме ӑна 1 сехет те 18 минут, 15 ҫеккунт кирлӗ пулчӗ. Раҫҫей спортсменӗ, Валерий Борчин, унран кая юлмарӗ, финиша 6 ҫеккунт кая юлса ситрӗ. Виҫҫӗмӗш Этер Санччес пулчӗ. Мексика ӑмӑртуҫи Францискӑран 19 ҫеккунт кая юлса ҫитрӗ.

 

Ҫӑвӗн 11-мӗшӗнче старта малтан арҫынсем тухрӗҫ. 50 ҫухрӑма чи малтан Раҫҫей спортсменӗ Денис Нижегородов утса тухрӗ. Вӗҫне ҫитме ӑна 3 сехет те 34 минут, 14 ҫеккунт кирлӗ пулчӗ. Иккӗмӗш Владимир Канайкин тухрӗ, Денисран вӑл 2 минут та 41 ҫеккунт кая юлчӗ. Виҫҫӗмӗш Итали ӑмӑртуҫи Алекс Швайзер тухрӗ — Владимиртан 9 ҫеккунт юлса ҫитрӗ.

Юлашкинчен вара 20 ҫухрӑма хӗрарӑмсем тухрӗҫ. Чи малтан Ольга Каниськина утса тухрӗ, вӗҫне ҫитме ӑна 1 сехет те 25 минут, 42 ҫеккунт кирлӗ пулчӗ. Татьяна Сибилева (вӑл Шупашкартан) унран 47 ҫеккунт кая юлса ҫитрӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Португали спортсменӗ Вера Сантос тухрӗ, Ольгӑран вӑл 2 минут та 35 ҫеккунт юлчӗ. Тӑваттӑмӗш Раҫҫей ӑмӑртуҫи Людмила Архипова ҫитрӗ, виҫҫӗмӗш вырӑна тухма ӑна 8 ҫеккунт ҫитеймерӗ.

 

Валерий Борчин, Илья Марков, Денис Нижегородов, Владимир Канайкин, Ольга Каниськина тата Татьяна Сибилева Пекинра иртекен олимпиадӑна каймалли путёвкӑна илчӗҫ те ӗнтӗ. Ытти виҫӗ путёвкӑшӑн Саранск хулинче тупӑшма тивӗ — ҫӗртме уйӑхӗнче унта Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑрту иртӗ.

 

Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнчех ӑмӑртӑва вӗҫлесе Анне палӑкӗ патӗнче хупрӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#хӑварт утакансем, #Шупашкар, #Румыни, #Португали, #ӑмӑртусем, #спорт, #Итали

 

Комментари:

Ajdush // 2904.99.1687
2008.05.13 22:33
Чăвашсен мĕнле çитĕнӳсем?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем