Чăвашла По-русски Esperanto English
 
 
Пĕр паттăрăн ик алли тăват çĕрĕн çапăçать теççĕ.
(ваттисен сăмахĕ)
 
 Система
 
 Меню
 
 Сăн галерейи
 
 Баннерсем
 
 Реклама
 
 Хыпар: Диплом ĕçĕсен ум хӳтĕлевĕ иртрĕ

ÇĔР
22

Диплом ĕçĕсен ум хӳтĕлевĕ иртрĕ
 Admin (22.06.2009 21:48) :: 100 хут пăхнă

Çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче чăваш тата танлаштаруллă литература пĕлĕвĕн кафедринче куçăн уйрăмра 5 курсра, куçăн мар уйрăмра 6 курсра вĕренекенсен диплом ĕçĕсен ум хӳтĕлевĕ пулчĕ. Кăçал кафедрăра пурĕ 25 студент тĕрлĕ специальностьпе диплом ĕçĕ çырчĕ. Вĕсенчен 17 студент куçăм уйрăмра вĕренет, 8 студент куçăн мар уйрăмра. Чекушкина Е.П. доцент патĕнче хăйсен пултарулăх ĕçĕпе хӳтĕленекен тата журналистикăпа специализацине çӳренĕ студентсем диплом ĕçĕ çырчĕç. Пурĕ - 6 çын. Ермакова Г.А. профессор патĕнче «Литература пĕлĕвĕ» специализацине çӳрекен 2 студент хӳтĕленеççĕ. Федоров Ф.Ф. ассистент патĕнече «Музейпа архив ĕçĕ» специализацине çӳренĕ 6 студент хӳтĕленет. Ильина Г.Г. доцент 2 студента халăх сăмахлăхне пуçтаракан тĕпчевçĕсен пултарулăхĕ тарăх диплом ĕçĕ çыртарчĕ. Куçăн мар уйрăмра вĕренекен студентсем хăйсен диплом ĕçĕсене Абрамов В.А., Ильина Г.Г., Чекушкина Е.П., Владимимрова О.Г., Софронова И.В. доцентсем ертсе пынипе çырнă.

 

Пĕтĕмĕшле илсен, вĕренсе тухакан студентсен диплом ĕçĕсем аванах пулса тухнă. Рецензи çыртарман, текста тата литература списокне нормăпа килĕшӳллĕн йĕркеленмен студентсене çирĕп асăрхаттару турĕç, хӳтĕлев валли йĕркене кĕртсе çитерме сĕнчĕç. Дипломра усă курнă иллюстрацисене тата таблицăсемпе ӳкерчĕксене йĕркелесе çитермелли çинчен асăрхаттарчĕç.

 

Ильина Г.Г. доцент патĕнче «Н.И. Золотницкий – фольклорист» темăпа çырнă Т.В. Семенован ĕçне халлĕхе хӳтĕлеве кĕртмелле мар тесе йышанчĕç.

 

Куçăн мар уйрамра вĕренекен студентсен утă уйăхĕн 8-мĕшенче, куçăн уйрăмра вĕренекенсен утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче диплом ĕçĕсен хӳтĕлевĕ пулать. Чăваш тата танлаштаруллă литература пĕлĕвĕн кафедринчен тухакан çамрăк фольклористсене, литература пĕлӳçисене, музееведсемпе архив ĕçченĕсене, пултарулăх ĕçĕпе ĕçлекенсене тата пулас журналистсене диплом хӳтĕлевĕнче ăнăçу сунатпăр. Пурин те лайăх паллăсем илмелле пултăр!!!

 

Хыпар çăлкуçĕ


Комментариле

Сирĕн ятăp:
Анлăлатса çырни:
B T U T Ячĕ1 Ячĕ2 Ячĕ3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
Разрешенные HTML тэги:
<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>
(Все тэги должны быть оформлены по правилам. Если тэг требует закрытия - он должен быть закрыт)


Разрешенные Wiki тэги:
__...__ - выделение слова ссылой.
__aaa_...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.
__http://ya.ru_...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.
**...** - выделение жирным.
~~...~~ - выделение курсивом.
_..._ - выделение подчеркиванием.


 
 Шырав
 
 
 Авăн, 3
Пулăм хуш...Пулăм хуш...
 
 Канашлура
Алатар Эпир хун / Мы - гунны (прямые наследники - чуваши) (3729)
Hamăr Jal "Чăваш палли" (169)
Ašşă Неправильный символ в словаре (8)
Ахрим Чăвашла вěренетпěр (154)
Admin Çĕнĕ пуçелĕк / Новая шапка (14)
Karssem Çĕнĕ чăваш кино / Новое чувашское кино (431)
ardavarz Тенгрианство (51)
alboru Изучение Чувашского языка с нуля на этом сайте в 21 часов (344)
Алатар Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем (317)
Алатар Источники по Волжской Булгарии (207)
Zhendoso Генсене тĕпчени / Генные исследования (1128)
Пер херарам Çемье çавăрасси / Создание семьи (24)
Пер херарам Конкурс! Конкурс! 13 сăмахшăн — 100 тенкĕ (11)
Admin Перевод (8)
Кăмпа Суварик и Булгарик(а) or Сувари и Булгари (20)
 
 Кун кĕнекисенче
Пирĕн сайт элеменчĕсене усă кураççĕ
Çĕнĕрен такмаксем вырнаçтартăм
Пуçелĕк версийĕсем
Кулăш: Çӳп-çап тасатасси...
Чăваш такмакĕсем хушăр
Чăнкă карчăк
Пĕлес килет
Паянхи кун
Раççейре пĕр Президент - Раççей Президенчĕ çеç пулмалла тет Рамзан Кадыров
Петĕр Çăлкуç
Чи юлашкинчен
Програмçăсем самолёт тăвас пулсассăн...
Юхма Мишши. Атăл шывĕ юха тăрать
Намăс та мар-ши?
Вĕлернĕ котэ
 
(c)2005 PCode.PP.Ru & Студия дизайна "WEB-3HAK"