Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Еткер» телекӑларӑм 20 ҫулта

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 30.10.2009 17:24 | 2052 хут пӑхнӑ

Ульяновскра тухса тӑракан чӑвашла «Еткер» кӑларӑм 20 ҫулта.

Юпан 24-мӗшӗнче Ульяновскри Халӑх культурисен центрӗнче "Еткер" телекӑларӑм уҫӑлнӑранпа 20 ҫул ҫитнине халалланӑ анлӑ мероприяти иртрӗ. Кермен залӗнче пухӑннӑ лӑк тулли халӑх пӗрне-пӗри уявпа саламларӗ. Официаллӑ делегацисем Тутарстанран, Чӑваш Республикинчен тата Самар хулинчен килсе ҫитрӗҫ. «Еткер» редакцин редакторӗ пӗр улшӑнми 20 ҫул пулса вӑй хуракан Олег Николаевич Мустаева Сергей Морозов кӗпӗрнаттӑр ячӗпе саламласа ылтӑн сехет парнелерӗҫ. Тӗрлӗрен обществӑлла организацисемпе патшалӑх тытӑмӗн ертӳҫисем саламланӑ хыҫҫӑн уяв малалла Светлана Яковлева, Алексей тата Андрей Шадриковсем, Дипендра Мани, Александр Ильин, Светлана Карсакова, Силиса, Типшӗм Сашук юрӑҫӑсемпе «Авангард» ташӑ ушкӑнӗн илемлӗ концерчӗпе малалла тӑсӑлчӗ.

Савӑнӑҫлӑ каҫ вӗҫӗнче Олег Мустаев уява унпа пӗрле паллӑ тума пуҫтарӑннӑ ентешсене пуҫ тайса тав турӗ. Малашне те ҫапла пӗрле ӗҫлесе савӑнма, пӗрле пулма чӗнчӗ.

#Чӗмпӗр, #юбилейсем, #мероприятисем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем