Нарăсăн 15-мĕшĕ — пĕтĕм Раççейре йĕлтĕр çине тăмалли кун тесе палăртнă. Паллă ĕнтĕ, спортпа туслă пулни пире сывлăхлă пулма май парать, кунсăр пуçне спорт вăййисемпе кăсăкланакан çын тĕрлĕ килпетсĕр йăласенчен те пăрăнать. Паян, Раççейри халăхăн сывлăхне çирĕплетесси пĕрремĕш вырăнта пулнă чухне, Чăваш патшалăх университетĕнче те спортпа туслисем йышлансах пыраççĕ. Уйрăмах ЧФКФ-ри чăваш тата танлаштаруллă литература пĕлĕвĕн кафедри пуçаруллă. Кунта акă факультет деканĕ В.Г.Родионов профессор тата воспитани енĕпе ĕçлекен декан çумĕ А.Л.Филиппов доцент ертсе пынипе йĕлтĕр çине тăрса уçăлма тухассине йĕркеленĕ.
Нарăсăн 1-мĕшĕнче кафедра ĕçченĕсем пуçласа йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç. Çавăн пекех волейболл выляссипе те маттур факультет ĕçченĕсем.
Хыпар çăлкуçĕ