Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Ҫӑкалӑх
Ҫӑкалӑх (выр. Липовая) — Чӑваш Республикинчи Етӗрне округӗнчи ял. Советски ял тӑрӑхне кӗрет.
Ял Чӑваш Енӗн анӑҫ пайӗнче, Мана-Мар пӗчӗк юханшывӑн сулахай ҫыранӗнче вырнаҫнӑ. Район центрне Етӗрнене ҫитме тӳрӗ ҫулпа 20 километра яхӑн (ҫулпа 27 км) каймалла, республикӑн тӗп хулине Шупашкара ҫитме — 80 километр, чукун ҫулӑн чи ҫывӑх чарӑнӑвне ҫитме — 72 километр.
Ял 1858 ҫултанпа паллӑ. Историлле ячӗ — Ҫӗнӗ Шуматова (1917 ҫулта ӑна Шуматова Ҫӗнӗ тесе асӑннӑ). 1866 ҫулччен ялта пурӑнакансем патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ.
1930 ҫулта ялта «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» колхоз йӗркеленнӗ. Ҫӑкалӑх XIX ӗмӗртен пуҫласа 1927 ҫулччен Етӗрне уесӗнчи Шӑмат вулӑсӗнче пулнӑ, 1927–1939 ҫулсенче тата 1956 ҫултанпа — Етӗрне районӗнче, 1939–1956 ҫулсенче Шӑмат районӗнче шутланнӑ. 2006 ҫултанпа вӑл Шӑмат ял тӑрӑхне кӗрет.
2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗн даннӑйӗсем тӑрӑх, ялта 158 ҫын пурӑннӑ (72 арҫын, 86 хӗрарӑм). Маларахри даннӑйсем тӑрӑх, халӑх шучӗ 185 ҫын пулнӑ (2002 ҫул). Пурӑнакансенчен чылайӑшӗ — чӑвашсем (2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх — 98%), вырӑссем те пурӑнаҫҫӗ.
Халӑх шучӗ ҫулсерен улшӑнни:
2010 ҫул тӗлне ялта «Шуматовский» ЯХПК, клуб тата лавкка ӗҫленӗ.
Экономикӑн тӗп никӗсӗ ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлесси шутланать. Совет тапхӑрӗнче «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» колхоз ӗҫленӗ, каярахпа вӑл «Шуматовский» ЯХПК пулса тӑнӑ.
Тулли верси :: Статья каҫми