Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫӑкалӑх

Ҫӑкалӑх (выр. Липовая) — Чӑваш Республикинчи Етӗрне округӗнчи ял. Советски ял тӑрӑхне кӗрет.

Географийӗ

Ял Чӑваш Енӗн анӑҫ пайӗнче, Мана-Мар пӗчӗк юханшывӑн сулахай ҫыранӗнче вырнаҫнӑ. Район центрне Етӗрнене ҫитме тӳрӗ ҫулпа 20 километра яхӑн (ҫулпа 27 км) каймалла, республикӑн тӗп хулине Шупашкара ҫитме — 80 километр, чукун ҫулӑн чи ҫывӑх чарӑнӑвне ҫитме — 72 километр.

Историйӗ

Ял 1858 ҫултанпа паллӑ. Историлле ячӗ — Ҫӗнӗ Шуматова (1917 ҫулта ӑна Шуматова Ҫӗнӗ тесе асӑннӑ). 1866 ҫулччен ялта пурӑнакансем патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ.

1930 ҫулта ялта «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» колхоз йӗркеленнӗ. Ҫӑкалӑх XIX ӗмӗртен пуҫласа 1927 ҫулччен Етӗрне уесӗнчи Шӑмат вулӑсӗнче пулнӑ, 1927–1939 ҫулсенче тата 1956 ҫултанпа — Етӗрне районӗнче, 1939–1956 ҫулсенче Шӑмат районӗнче шутланнӑ. 2006 ҫултанпа вӑл Шӑмат ял тӑрӑхне кӗрет.

Халӑхӗ

2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗн даннӑйӗсем тӑрӑх, ялта 158 ҫын пурӑннӑ (72 арҫын, 86 хӗрарӑм). Маларахри даннӑйсем тӑрӑх, халӑх шучӗ 185 ҫын пулнӑ (2002 ҫул). Пурӑнакансенчен чылайӑшӗ — чӑвашсем (2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх — 98%), вырӑссем те пурӑнаҫҫӗ.

Халӑх шучӗ ҫулсерен улшӑнни:

  • 1858 — 71 арҫын, 92 хӗрарӑм;
  • 1897 — 88 арҫын, 80 хӗрарӑм;
  • 1926 — 49 кил, 105 арҫын, 129 хӗрарӑм;
  • 1939 — 128 арҫын, 148 хӗрарӑм;
  • 1979 — 112 арҫын, 148 хӗрарӑм;
  • 2002 — 56 кил, 185 ҫын (88 арҫын, 97 хӗрарӑм);
  • 2010 — 51 харпар хуҫалӑх, 158 ҫын (72 арҫын, 86 хӗрарӑм).

Инфраструктура

2010 ҫул тӗлне ялта «Шуматовский» ЯХПК, клуб тата лавкка ӗҫленӗ.

Экономика

Экономикӑн тӗп никӗсӗ ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлесси шутланать. Совет тапхӑрӗнче «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» колхоз ӗҫленӗ, каярахпа вӑл «Шуматовский» ЯХПК пулса тӑнӑ.


 
Категорисем: Ҫӑкалӑх
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

irinuk87 тӳрлетнӗ, информацие 2026-10-25 19:59:46 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 14 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем