Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

ТӐВАН ЧӖЛХЕНЕ МАНМА ПУЛАТЬ-И?

  21.03.2013 23:35 | 8863 хут пӑхнӑ

Хам унашкал лару-тӑрӑва ҫакланман та тӑван чӗлхене манма пултаракансене ӑнланма йывӑртарах мана. Темиҫе ҫул хушши таҫта аякра чӑвашла сӑмахламасӑр пурӑнсан чӑнах та чӗлхе манӑҫать-ши? Е кунашкал пулӑм тӑван халӑха хисеплеменнипе, унран вӑтаннипе ҫыхӑннӑ-ши? Пӗрисем салтак тивӗҫне пурнӑҫланӑ хыҫҫӑнах «вырӑсланса» таврӑнаҫҫӗ, теприсем ҫакна нумай ҫул хушши Мускавра (е ытти хулара) пурӑннипе сӑлтавлаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсене тӑван чӗлхе вырӑсла йӗркеллӗ пуплеме чӑрмантарать иккен. Хамӑра хамӑр хаклама пӗлмесен кӑна ҫавнашкал шухӑшсем ҫуралаҫҫӗ пуль.

Малалла...

 

Хальхи герой

  19.11.2012 20:22 | 45995 хут пӑхнӑ
Шупашкартан тӑван яла килтӗм - Кӗлӗмкасси ялне. Урамра хитре кирпӗчлӗ ҫурт умӗнче 92-ри Праски аппа ларать, пӗччен. Хӗвел ҫинче хӗртӗнме хам та юнашар пырса лартӑм. Тирпейлӗ тӑхӑннӑ, куҫлӑхсӑр вуласа ларать "Ҫӗнтерӳшӗн" хаҫата.
Мӗн пӗчӗкрен туслӑ эпӗ унпа. Вӑл маншӑн герой - Аслӑ Отечествӑ вӑрҫӑ ветеранӗ. Ялан вӑрҫӑ чухнехи самантсене каласа кӑтартать. "Мӗншӗн вӑрҫа тухса кайма шут тытрӑр хӗр пуҫпа? -ыйтрӑм Праски аппаран. "Тахҫантанпах кӑсӑклантаратчӗ мана ку ыйту.
"Повестка килчӗ те - кайрӑм"- терӗ кулянмасӑр. "Юнашар урамри юлташ хӗр патне те килчӗ, вӑл ури ҫине вӗри чей тӑкнипе юрӑхсӑр пулса каяймарӗ.

Малалла...

 

Эпӗ Кейт ятла. Эпӗ америкаран тата шупашкарта чӑваш чӗлхине вӗренетӗп.

  01.11.2012 01:16 | 27136 хут пӑхнӑ
Ыра кун пултӑр!

Эпӗ Кейт (е Катя) ятла. Эпӗ шупашкарта чӑваш чӗлхине вӗренетӗп. Эпӗ лингвист. Эпӗ кунта пӗр ҫул пулатӑп. Ман шутла чӑваш чӗлхи пите хитре, мана чӑвашла калаҫма килӗшет. Хотя, эпӗ чӑвашла пӑртак пӗлетӗп.

Я приехала сюда два месяца назад. Давно читала интересные общении в форуме, но как-то не успею зарегистроваться. Я бы очень хотела общаться больше с вами именно о чувашском языке. Я социолингвист, и мне очень интерсно как Чуваши относятся к языкам. Конечно, я хочу говорить с людьми как можно больше. Я планирую путешествовать по Чувашии, и если вы не против, я бы хотела познакомиться с вами!

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, ... 18, 19, 20, 21, 22, [23]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.