Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче А. Г. Николаев ячӗллӗ Калайкассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта ҫар ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ хӗллехи «Зарница» вӑйӑ иртрӗ. Вӑййӑ пурӗ пилӗк шкул хутшӑнчӗ. Хӑнана Шатракасси, Шомик, Сыпай, Шурча пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсем килсе ҫитрӗҫ. Кашни командӑра вунӑ ача пулчӗ. 09 сехет те 45 минутра вӑййа килнӗ кашин отделени, Калайкасси шкул ачисем, курма килнӗ хӑнасем хӑйӗн вырӑнне спортзалта йышӑнчӗҫ. Ҫар ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ хӗллехи вӑййа Татьяна Аркадьевна Ершова шкул пуҫлӑхӗ уҫрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |