Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Тӑван е тӑван мар Атӑл? (3-мӗш пай)

  26.09.2020 12:49 | 5437 хут пӑхнӑ

3. Presens-Futurum е тыткӑнри тӗлӗксем

2020-мӗш Астӑвӑмпа мухтав ҫулталӑкӗнчи «Тӑван Атӑл» кӑларӑмӗсене уҫса тухрӑм. Ӗлӗксенче литературӑн е уйрӑм журналсен утӑмӗсене ятарласа тишкерӳсенче, ҫыракансемпе вулакансен пухӑвӗсенче, тӗпчев институчӗн литпай ларӑвӗсенче пӗтӗмлетекенччӗ. Кутемӗн тишкерӳ тавраш курмарӑм, ҫавӑнпа мӗн вуланине пӗрле пӑхса илес-ха терӗм.

Кӑҫал камсем «ТА» журнала унаса-пӗҫерсе тӑраҫҫӗ? Редколлегире генерал-тӗремен Татьяна Вашуркина, малтанхи тӗремен Лидия Михайлова тата хальхи шеф-тӗремен Арсений Тарасов, Юрий Артемьев профессор, Шупашкартан Юрий Сементерпе Геннадий Максимов, Пушкӑртстанран Николай Ишимбай, Чӗмпӗртен Николай Ларионов, Хусантан Евгений Турхан, Самартан Владимир Левуков.

Малалла...

 

Тӑван е тӑван мар Атӑл? (1-мӗш пай)

  10.09.2020 19:28 | 4957 хут пӑхнӑ

1. Калле-малле пӑхса илсен…

Чӑвашла «Тӑван Атӑл» журнал тӑххӑрмӗш теҫеткепе пырать. Тӑванӗсенчен пӗчченех тӑрса юлчӗ вӑл. Литературӑпа илемӗшӗн хулӑн журналӗсем 100 ҫул каялла — ХХ ӗмӗрӗн 20-30-мӗш ҫулӗсенче Чӗмпӗрте («Шурӑмпуҫ», 1919-1921), Хусанта (Утӑм», 1928-1929), Ӗпхӳре («Хӗрлӗ Урал», 1934-1936), Самарта («Вӑтам Атӑл», 1931-1935) тухса тӑнӑ. Шупашкарта 1924 ҫулта «Сунтал» («Ялав»), 1925 ҫулта «Капкӑн» тухма пуҫланӑ. Халӑх юратакан кӑларӑмсем пулнӑ, ун чухнех 4-5 пин экземплярпа пичетленнӗ. Хутла тин ҫеҫ вӗренме пуҫланӑ хресчен вӗсене илсен пӗрле пухӑнса вулама тӑрӑшнӑ.

Малалла...

 

Сказание о Сахваре и Хомки

  22.08.2020 07:43 | 3883 хут пӑхнӑ

Сахвар держал округу в страхе,

Хоть, сам был маленького роста —

Известный был колдун и знахарь;

В мир темных сил имел он доступ.

Умело пользовался им,

Нельзя было «тягаться» с ним.

 

Не только лишь в деревне Попль,

Но и вокруг — в других селеньях,

Кто прибывал; немного побыл —

Несли Сахвару подношенья.

Попробовал бы не носить —

Потом непросто будет жить!

 

В окрестных деревнях Сахвара

И уважали и боялись.

По всем вопросам мал… и старый

Сахвару угодить старались.

Малалла...

 

Ҫемен Элкер Ислюков патне янӑ ҫырусем

  10.07.2020 17:19 | 9976 хут пӑхнӑ

Нумай пулмасть эпир «Ҫыравҫӑ тӑван чӗлхене хӳтӗленӗшӗн айӑпа кӗнӗ» хыпара вырнаҫтарнӑччӗ, унта «Московский комсомолец» сайт ҫак ыйту тавра хатӗрленӗ материала тишкернӗччӗ. Статьяна Ҫемен Элкер ҫырнӑ ҫырусене тӗпе хурса хатӗрленӗ, ҫавна май эпир ку икӗ ҫырупа сире те паллаштарас терӗмӗр. Хӑй ҫырӑвӗсене эсир Ҫемен Элкер ҫырнӑ хайлавсен пуххинче, «Хурапа шурӑ» ят панӑ кӗнекере (1994 ҫ.) тупма пултаратӑр (412–424 стр.).

Чӑваш халӑх поэчӗ Ҫемен Элкер С.

Малалла...

 

Каллех Нарспи ячӗ пирки…

  20.06.2020 21:40 | 5523 хут пӑхнӑ

Николай Плотникова халаллатӑп: санӑн аслӑ ӗҫӳ – наци пуянлӑхӗ!

Ҫакӑнта "Нарспи" хайлавӑн тӗп вӑртӑнлӑхӗ пирки, малтан палӑртнӑ шухӑсене, схемӑллӑ ҫырса кӑтартас терӗм.

  1. Нарспи НАРӐС уйӑхӗнче ҫуралнӑ. Нарӑс уйӑхӗ — Ҫӗнӗ ҫул, ҫулталӑк пуҫламӗшне палӑртать (ҫулталӑкра 13 уйӑх пулнӑ чухне). Ҫав вӑхӑтрах (ӑнсӑртран мар(!), хайлав пуҫламӗшне те К.Кашкӑр-Иванов Ҫӗнӗ ҫул пуҫланнипе ҫыхӑнтарать: «Пуш уйӑхӑн вӗҫӗнче Хӗвел пӑхрӗ ӑшӑтса…» (ҫулталӑкра 12 уйӑх пулнӑ чухне чӑвашсен Ҫӗнӗ ҫул пуш уйӑхӑн вӗҫӗнче пуҫланмалла).

Малалла...

 

В поисках национального героя

  15.04.2020 14:39 | Улӑштар | Кӑларса пӑрах | 9302 хут пӑхнӑ

Известный чувашский писатель, острый публицист Николай Максимов всегда держит руку на пульсе современности. Тем интереснее его историческая проза, которой он также отдает немало сил.

Еще на закате Советского Союза им был опубликован исторический роман в 2-х томах «Тапӑ» (Напряжение) и примыкающий к нему роман «Синкер» (Бедствие) о жизни чувашского народа в 1-ой трети ХХ века. Следующий исторический роман, охватывающий период примерно в 150 лет — с уничтожения Хромым Тимуром (Тамерланом) Великого Болгара в конце XIV века и до взятия Русским государством Казани в 1552 г.

Малалла...

 

В Чебоксары просится Радищев

  13.04.2020 18:01 | 5274 хут пӑхнӑ

Вслед за Державиным в чебоксарский сквер поэта Константина Иванова просится великий друг чувашского народа Александр Николаевич Радищев.

Но не около макета Ивана Грозного или рядом с деспотичной матушкой-царицей Екатериной Второй, которая за книгу «Путешествие из Петербурга в Москву» сочла его разбойником хуже Пугачева и хотела отсечь голову и растереть в пыль. Шесть недель в Петропавловской крепости ожидал Радищев своей смертной казни.

О Радищеве позаботились влиятельнейшие граф Александр Воронцов, его сестра Екатерина Дашкова – президент Российской академии, наук и искусств – и другие важные вельможи, и наказание смягчилось: писатель-революционер был отправлен на десять лет в далекий Илимский острог (помните Усть-Илимскую ГЭС?

Малалла...

 

Горе не меряно и славой не овеяно

  15.02.2020 12:48 | 5970 хут пӑхнӑ

О романе Станислава Отрыванова «Черная береза» (Чебоксары: Тип. В.В. Филимонова, 2020. 498 с.)

Состоящее из двух частей («Дочки-матери» и «Радости-печали») эпическое полотно — хронология чувашской деревни ХХ века писателя-краеведа С.Г. Отрыванова (1948 г.р., с. Калинино Вурнарского района) — читается споро, без запинки, захватывая знакомо-незнакомыми штрихами давно и недавно пережитых треволнений. Нам, пожилым людям, свидетелям тех лет, что описаны в книге, интересно еще раз встретиться на страницах со своим прошлым, обдумать пройденный путь и вынести завершающую оценку своей судьбы и зигзагов великой страны.

Малалла...

 

Халапри мар, чӑн пурнӑҫриех паха

  07.02.2020 11:39 | 6006 хут пӑхнӑ

(Марина Карягина, Елен Нарпи, Галина Матвеева кӗнекисене вуласан асра юлни)

Нумаях пулмасть мана виҫӗ ҫилҫунатҫӑ хӑйсен пӑрасна (проза) кӗнекисене парнелерӗ. Вӗсене умлӑ-хыҫлах вуласа тухрӑм. Унти хӗрарӑмсен сӑнарӗсене виҫҫӗшӗ пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлнӑ пекех ҫыхӑнтарса ҫырса кӑтартнӑ. Пӗринче — ҫын упӑшкине хапсӑнакан, савнин арӑмӗ машина айне пулса амансан ирӗк туйӑмне пусарма пултарнӑ артистка, тепринче — машинӑ ҫапнипе чӑлах юлнӑ, анчах телейне тупнӑ пир-авӑрҫӑ, виҫҫӗмӗш-тӑватӑмӗшӗнсенче — ҫылӑха кӗмесӗр юрату тасалӑхӗшӗн тӑракан хӗрсемпе арӑмсем.

Малалла...

 

Г.Н. Волковӑн юлашки ӗҫӗ Л.Н. Толстой килӗнчен тухса тарнипе танлашать

  24.01.2020 17:42 | 4580 хут пӑхнӑ

Вӗреннӗ чӑваш (ӑна, пӗтӗмӗшле илсен, интеллигенци теме май килмест) хӑйне епле тытнине 30 ҫул ытла сӑнанӑ май пуҫра (маншӑн, чӑвашшӑн, хӑрушла) шухӑш йӑва ҫавӑра пуҫланӑччӗ: тискер (ыттисенчен катӑкран катӑк) халӑх мар-ши эпир?.. Тӗнчере этеме этем тӑвакан ӑнлавсем ҫирӗпленнӗ теме пулать. Ҫынлӑх (гуманизм), чӑнлӑх, тӗрӗслӗх, тӳрӗ кӑмӑллӑх… тавра йӗркеленеҫҫӗ вӗсем. Ҫак ыйтусем чӑваша хускатаҫҫӗ-и, канӑҫ памаҫҫӗ-и?.. Хуравне шыраса пӑхмалли мелсем ансат. Тытӑр та уҫса пӑхӑр пирӗн хаҫат-журналсене, итлӗр радио-телевидение, ҫӳрӗр пуху-митингсене… Тупатӑр-и эсир унта чӑнлӑхпа, тӗрӗслӗхпе, тӳрӗ кӑмӑллӑхпа ҫыхӑннӑ шухӑш-кӑмӑл?

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, ... 11
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 15

1881
143
Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ.
1890
134
Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1917
107
Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ.
1928
96
Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1956
68
Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ.
1988
36
Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...