Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Каварлӑ чире пула пиртен ытла та ир уйрӑлса кайнӑ Лев Пантелеймонович Куракова — чечек кӑшӑлӗпе пӗрле

  23.12.2020 13:29 | Улӑштар | Кӑларса пӑрах | 7833 хут пӑхнӑ

Усал хыпар, тискер хыпар пӗлтерчӗҫ:

Лев Кураков чӗри тапмасть текех.

Кӗтменчче эп, кун пеккине кӗтменччӗ!..

Ҫук, юрамасть суймашкӑн кун пекех!..

 

Тин ҫеҫ-ха вӑл Тӗп хуларан сас пачӗ,

Тин ҫеҫ-ха вӑл ҫул тытрӗ Ишеке...

Тӑван ялне чунтан вӑл юрататчӗ...

Ҫак Улӑпӑн чӗри тапмасть текех...

 

Ниме пӑхмасӑр малаллах вӑл утрӗ,

Ӗҫлерӗ, тен, ҫӗр ҫыншӑн та хӑш чух.

Чӑваш Ятне ҫӳлтен-ҫӳле ҫӗклерӗ...

Чӗррисемпе пӗрле вӑл текех ҫук...

 

Халь ҫуртасем пит васкаса сӳнеҫҫӗ.

Малалла...

 
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.