Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла?

  05.03.2023 19:10 | 1778 хут пӑхнӑ

Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть ҫав. Вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн йӑласем майӗпен ҫухалса пыраҫҫӗ. Ҫухалаҫҫӗ тесен те тӗрӗсех мар-тӑр? Иртнӗ кунра юлаҫҫӗ темелле пуль. Чӑвашсен ниме текенни те паянхи кун иртнӗ куна юлчӗ пулас. Мӗншӗн? Ҫак ыйту мана кӑсӑклантарчӗ те ак мӗнле шухӑшсем патне ҫитрӗм.

Ниме текен йӑла, паллах, чӑваш культуринчи чи аваннисенчен пӗри шутланать. Пӗччен тӑвайман ӗҫе ушкӑнпа пурнӑҫласан, вӑл, малтан хӑйӗн калӑпӑшӗпе хӑратса тӑнӑскер, вӗҫленнӗ тӗле малтанхи пек йывӑр туйӑнмасть.

Малалла...

 

Асар — казахсен паллӑ йӑли

  20.02.2021 00:49 | 4072 хут пӑхнӑ

Чӑвашсене хӑшӗ-пӗри ниепле те тӗрӗксен йышне кӗртесшӗн мар. Пире Европа енне те, ҫармӑссем енне те туртакансем сахал мар.

Кунта ӗнтӗ, паллах, чи пысӑк сӑлтавсенчен пӗри тӗн ыйтӑвӗ тӑрать. Ара, пур тӗрӗксем те вӗт-ха, ытларах енӗпе мӑсӑльмансем — тутарӗсем те, пушкӑрчӗсем те, казахӗсем те, Китайри уйгурсем те. Азербайджансемпе турккӑсем пирки калаҫу та ҫук. Хӑшӗ-пӗри вӗсемпе пире нимӗн те ҫыхӑнтарма пултараймасть тесе ӗнентересшӗн.

Паян пӗр термин пирки пӗлтӗм. Иккен, казахсен йӑла пур — асар ятлӑ.

Малалла...

 

Уҫӑ ҫыру: Хурал фондне уҫма ыйтатӑп

  23.04.2020 11:50 | 4914 хут пӑхнӑ

Чӑваш халӑх сайчӗн ертӳҫине Аҫтахар Плотникова,

Чӑваш халӑх хуралӗн ҫумпуҫлӑхне Тимӗр Тяпкина

Уҫӑ ҫыру: Хурал фондне уҫма ыйтатӑп

Чӑваш сайтӗнче ватӑ ҫынсене Чӑваш халӑх хуралӗ ячӗпе апат-ҫимӗҫ парса пулӑшасси ҫинчен хыпар вуласан, пӗрре савӑнтӑм, тепре хытӑ пӑшӑрханса илтӗм.

Мӗншӗн пӑшӑрхантӑм? Мӗншӗн тесен эпӗ хама, сывлӑхпа хуҫӑлтӑм пулсан та, кӑшӑлвируса пула пулӑшу памалли ҫын теместӗп. Выҫӑ лармастӑп, Пенси вӑхӑтра илетӗп. Кил-йышра мана сывӑ чухнехинчен те тимлӗрех — пӗчӗк ачана пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ.

Малалла...

 

Чӑвашсем! Атьсем! Нимелле ӗҫлеме хӑрар мар!

  30.06.2017 14:14 | 8091 хут пӑхнӑ

Хисеплӗ чӑвашсем! Пирӗн халӑхӑн чӗлхи кӑна мар, йӑли-йӗркисем те манӑҫа тухаҫҫӗ. Ҫав шутра — ҫирӗп тымар янӑскерсем те. Кунта эп туй йӑли-йӗрки е урӑххи пирки каламастӑп. Сӑмах нимелле ӗҫлени пирки пырать. Йӗри-тавралла сӑнаса пӑхкаларӑм та паянхи кунра ниме текен япала ҫухалнӑнах туйӑнать. Пӗр 15 ҫул каяллах апла марччӗ. Кӳршӗ-кӗршӗ, сӑмахран, кирпӗч е хӑма машшинпа тиесе килсен ҫывӑх ҫуртсенчи халӑх ӑна пушатма васкатчӗ. Халӗ вара тавар турттарса килнӗ хуҫи тата вӗсен кил-йышӗ кӑна нушаланать.

Малалла...

 

ЮПА – 2014

  06.10.2014 18:10 | 14904 хут пӑхнӑ
Очередная культурная акция Чебоксарского фонда «Сувар»

3 октября 2014 года Чебоксарский фонд «Сувар», руководимый Владимиром Алмантаем, установил новую стелу Юпа в урочище Валем-хузя под Билярском в Республике Татарстан. Мероприятие было инициировано названным исследовательским фондом, Фондом историко-культурологических исследований имени К.В.Иванова, поддержано Бюджетным учреждением Чувашской Республики «Государственный центр по охране культурного наследия» и согласовано с главой администрации Алексеевского района РТ.

Малалла...

 
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2024 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 28

1946
78
Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ.
1966
58
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...