Анăçри çĕршывсенче ирттернĕ тĕпчевсем çамрăксем хваттерпе машинăшăн çунманнине палăртнă иккен.
«Миллениал» текен ăру, унта 30–35 çулсенчисем кĕреççĕ, çурт-йĕр сахал туянать-мĕн, унтан та сайрарах вĕсем машина илеççĕ. Вĕсем асăннă пуянлăха кăна мар, хаклă япала туянма ăнтăлмаççĕ имĕш. Анчах айфон таврашне çамрăксем кăмăллаççĕ-ха.
35 çулчченхи çамрăксене Америкăра «тара илекенсен ăрăвĕ» тесе те калаççĕ иккен. Мĕншĕн çамрăксем пĕр-пĕр пурлăха тара имле кăмăлларах панине социологсем тĕрлĕрен ăнлантараççĕ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |