Утӑн 14-мӗшӗнче __Йӗпреҫ районӗнчи__ __Савкка__ ялӗнче савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ — ӑна никӗсленӗренпе 90 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ. Ял уявне пуҫланӑ май ҫакӑнта ҫуралса ӳснӗ __Йӗпреҫри этнографи музейӗн__ директорӗ Александр Майоров хӑйӗн сӑмахӗнче ял пуриншӗн те питӗ хаклӑ та тӑван пулни пирки пӗлтерчӗ — тавралӑхӗ те, ҫаранӗ те, вӑрманӗ те, пӗвисемпе шывӗсем те. «Тӑван килпе атте-анне вара пахаран та паха», — терӗ вӑл уява уҫнӑ май.
__Савкка__ ялӗ епле пуҫланса кайни пирки те каласа пачӗ Александр: выслӑх пуҫланнӑ май ку вырӑна чи малтан __Пучинке__ ялӗнчен Фёдоров Максим Фёлорович куҫса ларнӑ иккен. 1922 ҫулта ҫапла май урам йӗркеленнӗ — Мӑшӑр урам, ҫулталӑкран тепӗр урам — Хӑрах урам. Александр Майоров яла куҫнӑ малтанхи ҫынсен ячӗсене пӗлтерчӗ: Клементийпе Василий Руссановсем, Егор, Иван тата Фёдор Варламовсем. 1930 ҫулта кунта колхоз йӗркеленнӗ, ятне «Красная Нива» (чӑв. ~~Хӗрлӗ пусӑ~~) панӑ пулнӑ. Тӗрлӗ вӑхӑтра ун председателӗ вырӑнне Тимофеев Аркадий, Сергеев Николай, Пименов Василий, Степанов Егор тата ыттисем йышӑннӑ. 16 ҫын Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчен таврӑнайман — ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫӗсене хунӑ.
Паллӑ ҫынсемпе те Савкка пуян: чӑваш сӑвӑҫи __Николай Теветкел__; Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Руссанов Николай; Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Николай Кириллов; профессор, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ __Кириллов Николай Александрович__.
Ял уявӗнче хисеп тата тав хучӗсемпе чысларӗҫ, спорт вӑййисенче тупӑшрӗҫ. Юрӑ-ташӑпа та пуян пулчӗ уяв — __Ҫӗнӗ Кӗлӗмкассинче__ ҫуралса ӳснӗ Чӑваш Рсепубликин тава тивӗҫлӗ артистки __Антонина Краснова__ тата унӑн мӑшӑрӗ Пётр Краснов, ача-пӑчасем савӑнтарчӗҫ.
Уяв вӗҫленес умӗн пӗтӗм ял халӑхӗ пӗрле ларса тутлӑ шӳрпепе сӑйланчӗҫ.
__http://gov.cap.ru/home/338/foto/2012/14072012%5f90letsavka/albom/index.htm_Сӑнсем__ (32)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |