Паян __Михаил Игнатьев__ Элтепӗр йӑла газӗ сирпӗннине пула шар курнӑ __Туҫи__ ҫыннисене пулӑшас тӗлӗшпе ятарлӑ пуху ирттернӗ. Чи малтанах Михаил Васильевич ҫак инкеке сирес тӗлешпе ӗҫленӗ пур ҫынна та тав сӑмахӗ каланӑ.
Йӑла газӗ сирпӗннӗ ҫурта тӗппипе ишӗҫ. Ун вырӑнне ҫӗнӗ ҫурт хӑпартма палӑртаҫҫӗ. Элтепӗр пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫей ИӖМне тата Регионсен министерствине федераци хыснинчен укҫа илме заявка янӑ. Малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх ҫак инкеке пӗтӗмӗшле сирме 60 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ.
Шар курнӑ ҫынсене Раҫҫейри Хӗрлӗ Хӗресӗн Чӑваш уйрӑмӗ те пулӑшать. Мӗнпе те пулин сирӗн те пулӑшас кӑмӑл пур пулсан япаласене ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар, Ленинград урамӗ, 31 ҫурт. Уйрӑмах тумтир, пушмак, алшӑлли, утиал кирлӗ.
Ыран __Ҫӗрпӳ районӗнче__ хурлӑхлӑ кун.
Асаилтерепӗр, __Ҫӗрпӳ районӗнчи__ __Туҫи__ ялӗнче вырнӑҫнӑ виҫӗ хутлӑ ҫуртра йӑла газӗ ӗнер ирхи сирпӗнсе кайнӑ. Пурӗ тӑватӑ хваттер тӗппипе ишӗлнӗ, 2 ҫын вилнӗ, тепӗр иккӗшӗ аманнӑ. Инкеклӗ ҫуртран 40 ҫынна кӑларнӑ. Элтепӗр шантарнӑ тӑрӑх вилнисен кил-йышӗ патшалӑхран миллион тенкӗ илӗ. Хӑйсен хваттерне ҫухатнисем 100 пин, пурлӑх пӗр пайӗсӗр юлнисем — 50 пин илӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |