__Сӗнтӗрварри районӗнчи__ __Ӗсмелте__ (Октябрьски) тӗплӗ юсав хыҫҫӑн ҫӗнелнӗ «Аниш» кафе уҫӑлнӑ. Унччен ҫак ҫуртрах «Акконд-Органика» лавккана хута янӑччӗ — республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсемшӗн ун чухне хӑйсен таварӗсене сутма лайӑх вырӑн туса панӑччӗ.
Юсанӑ апатлану ҫуртне кашнин кӗрекен куҫӗнче тӗлӗнӳ вуланать тесен те йӑнӑш мар — ара малтанхипе танлаштарсан кунта халь хывӑнмалли кӗтес пур, апатлану пӳлӗмӗпе апат пӗҫермелли тӗпел те самай ҫӗнелсе улшӑннӑ-ҫке-ха!
Кафене ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн вӑл хитреленнине район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ю.Моиссев та, Сӗнтӗрвӑрри районӗн пуҫлӑхӗ В. Морозов та, Чӑвашпотребпӗрлӗх правленийӗн председателӗ Л. Абрамов та асӑрхарӗҫ. Ю. Моисеев хӑйӗн сӑмахӗнче районти потребпӗрлӗх малашне те вӑйлӑ аталанса пырасса шанса каларӗ.
Шел те, ячӗ темшӗн вырӑсла. Пирӗн пуҫлӑхсен пуҫӗнче темшӗн чӑвашлӑх тымар ярайман-ха. Тӗпрен ҫӗнетнӗ-ҫенетнех — ятне те чӑвашла тума пулӗччӗ ӗнтӗ. «Енӗш» епле илемлӗ вуланать-ҫке! Вырӑссем вулаймасран хӑраҫҫӗ пулсан — Кӳкеҫри лавккана «Кӗтне» ят паракансем ун пирки пӑшӑрханман-ҫке...
__http://gov.cap.ru/home/70/0013/02/21/1/index.htm_**Сӑнсем**__ (9)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |