Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Республика шайӗнче 11 хут иртекен «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2011 ҫулти чи нумай вулакан кӗнеке» ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ. Аса илтеретпӗр: унта республикӑри кашни вулавӑш тенӗ пек хутшӑнса халӑх кӑмӑллакан кӗнекене суйларӗҫ.

Хаклавҫӑсен йышӗнче филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ __Виталий Григорьевич Родионов__, Чӑваш кӗнеке издательствин директор ҫумӗ Галина Алексеевна Матвеева, ЧПГӐИ аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Вера Витальевна Никифорова, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш литература кафедрин преподавателӗ Николай Николаевич Осипов, И.Н. Ульянова ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ Елена Петровна Чекушкина-Нарпи, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеке» центрӗн заведующийӗ Галина Павловна Соловьева пулчӗҫ. Вӗсем пурӗ 151 кӗнеке пӑхса тухрӗҫ.

Чи нумай вуланакан кӗнекене палӑртма хаклавҫӑсен пурӗ 61 451 ыйтӑм хутне тишкерме тиврӗ. Ӑмӑртӑва __Элӗк районӗ_элӗксем__ хастар хутшӑнни палӑрчӗ — вӗсем 12 960 анкета ҫырса тултарнӑ иккен! Ҫавӑн пекех __Патӑрьел районӗ_Патӑрьел__, __Вӑрмар районӗ_Вӑрмар__, __Елчӗк районӗ_Елчӗк__ районӗсене асӑнма пулать — вӑл тӑрӑхсенчен килнӗ ыйтӑм хучӗсен йыше 8 553, 6 202, 5 418 пулчӗ. Ӑмӑртӑва 19 районпа 4 хулари 70 вулавӑш хутшӑннӑ.

Жюри ултӑ номинацире ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӗ:

• «Чӑваш кӗнеки» (чӑвашла ҫырнӑ прозӑлла хайлав);

• «Лучшая проза» (вырӑсла ҫырнӑ прозӑлла хайлав);

• «Асамлӑ йӗрке» (чӑвашла ҫырнӑ сӑвӑллӑ хайлав);

• «Волшебная строка» (вырӑсла ҫырнӑ сӑвӑллӑ хайлав);

• «Ача-пӑча тӗнчи» (чӑвашла ҫырнӑ ача-пӑча кӗнеки);

• «Детская вселенная» (вырӑсла ҫырнӑ ача-пӑча кӗнеки).

Ҫавӑн пекех вулавӑшсем хушшинче те ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӗҫ:

• «Тӗп кӗнеке хули» — ӑмӑртӑва йӗркелеме хутшӑннӑ чи лайӑх район е хула;

• «Хастар вулавҫӑ» — 7–14, 15–22, 22-рен аслӑрах ушкӑнсенче чи хастар вулакансем;

• «Литература эксперчӗ» — 14-ран кӗсӗнрех, 15–22, 22-рен аслӑрах ушкӑнсенче вуланӑ кӗнеке тӑрӑх чи лайӑх тишкерӳ ҫыракансем;

• «Виртуаллӑ литература ертӳҫи» — вулавӑш сайтӗнчи ӑмӑртӑва халалланӑ чи лайӑх баннер.

Ҫак текста вуланӑ май эсир кам ҫӗнтернине пӗлесшӗн пулӗ? Вӗсене палӑртнӑ пулин те мала тухнӑ авторсен тата вулавӑшсен ячӗсене ӑмӑрту чыславӗнче ҫеҫ калӗҫ — вӑл наци вулавӑшӗнче акан 25-мӗшӗнче 11 сехетре иртрӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 18

1987
37
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та