Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Шупашкарти обществӑллӑ транспортсен ӗҫӗ-хӗлне хулара чупакан маршруткӑсем самаях хастаррӑн пурнӑҫлаҫҫӗ. Хӗрӳ вӑхӑтра (час пикра) вара маршруткӑсен пӗлтерӗшӗ ӳсех каять. Асӑннӑ обществӑллӑ транспортӑн шучӗ ӳсет пулсан та паянхи кун та транспортӑн пысӑк ҫитменлӗхӗ — ҫынсене паллӑртса хунӑ шутӗнчен нумайрах лартса ҫӳрени.

Маршрутлӑ таксисен ӗҫӗ-хӗлӗн ҫитменлӗхӗсем ҫинчен иртнӗ кунсенче __Шупашкар__ мэринчи ларура калаҫнӑ. Журналистсем паллӑртнӑ тӑрӑх, маршруткӑн хӑш-пӗр водитӗлесӗм пӗр вӑхӑтра темиҫе ӗҫ тума пултарни тӗлентерет. Ун йышши водительсем Юлий Цезарьтен (пӗр харас темиҫе ӗҫ тума пултарнисене Юлий Цезарь тени халӑхра сӑмахлӑх ҫӳрет) нимпе те уйрӑлса тӑмаҫҫӗ. Ҫакӑн йышши водитель ҫулпа пынӑ чух раципе, телефонпа та калаҫса илме пултарать, укҫа-тенкӗ илсе ытлашшине те шутласа пама ӗлкерет. Темиҫе функцине пурнӑҫлама пултаракан маршрут такси «ӑстисен» ӗҫӗ-хӗлӗн чи пӗлтерӗшлӗ енӗ вара — ҫул ҫинче асӑрхануллӑ та тимлӗ пуласси. Анчах шел пулин те пур водитель та ӑнлансах пӗтереймест ҫакна.

РФ управленийӗн Шупашкар хулинчи ГИБДД пайӗн начальникӑн ҫумӗ Сергей Субботкин пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫал юлашки виҫӗ уйӑхсенче маршрутлӑ таксисен ӗҫӗ-хӗлӗнче ҫул ҫинче йӗркене пӑсни 500 таран пулнӑ.

Маршрутлӑ таксисен айӑпӗпе Шупашкарта ҫул ҫинче 17 пӑтӑрмах пулнӑ, вӗсенче пӗр ҫын вилнӗ, 29 ҫын вара аманнӑ.

Асӑннӑ ларура обществӑллӑ транспортсен ятарлӑ программинче маршрутлӑ таксисен йышне чакарас ыйтӑва та хускатса илчӗҫ.

Ҫитес вӑхӑтра обществӑллӑ транспортӑн йышне чакарасси паллӑ, анчах йышшӑннӑ ҫӗнӗлӗхсем ҫул ҫинчи лару-тӑрӑва лайӑх еннелле улӑштарма пултарӗҫ-ши? Ку чӑннипех те кӑсӑклӑ ыйту.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 18

1987
37
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та