Хӗвеллӗ ӑшӑ кунсем ҫитнӗрен таврара велосипед, мотоцикл, скутер йышши транспортсемпе ҫӳрекенсен йышӗ кунран-кун ӳссе пырать. Самаях «ҫуран чупакан урапа» транспорчӗпе усӑ куракансем ялсенче те хуласенче те ҫитерӗклӗх. Ҫавна май ШӖМ ӗҫчахӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх юлашки кунсенче __Шупашкарта__ вӑрӑ-хурахсем хушшинче велосипед вӑрласси «йӑлана» кӗре пуҫланӑ. Нумай чухне вӑрӑсем хуҫасӑр вӑхӑтлӑха юлнӑ ик урапалла транспорта халӑх йышлӑ вырӑнсенче «уралантарма» тӑрӑшаҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗ пуҫламӗшӗнче Чернышев урамӗнчи пӗрлӗх тамбур ҫурт-йӗрӗнче 39 ҫулхи арҫынӑн «тимӗр лашине» вӑрланӑ авӑ мӗн. Вара ку ирсӗр ӗҫ велосипед хуҫине 4 пинлӗх шырлӑх кӳнӗ. Ҫавӑн пекех 9-мӗш ПИлӗкҫуллӑх проспектенчи 22 ҫурт ҫумӗнче 9 пин тенкӗлӗх тӑракан велосипеда вӑрласа кайнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче Ҫӗнтерӳ урамӗнче вӑрӑ-хурах шкул ҫулхи ачан «тимӗр тихине» вӑрлама хӑяйман.
Тепӗр пулӑмра вара велосипед хуҫи магазина кӗрсе тухнӑ хушӑрах вӑрӑ транспорта «кӳлсе кайнӑ».
ШӖМ ӗҫченӗсем велосипедсене кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре лартма юраманнине чӗнсе калаҫҫӗ, ятарлӑ ҫӑрасемпе усӑ курсан та пулицайсен шухӑшӗпе лайӑх пулӗччӗ. Унсӑр пуҫне тата хӑйне майлӑ маркировка паллисемпе лартмалла, вӗсем малалли идентификаци ӗҫенче самаях ҫӑмӑллӑхсем кӳрӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Охливанкин Иван Николаевич, пӗрремӗш чӑваш опера юрӑҫисенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Дьяконов Николай Васильевич, космос аппарачӗсене ӗҫлеттерсе пӑхаканӗ, подполковник ҫуралнӑ. | ||
| Абянова Руфия Минетулловна, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Гордеев Николай Васильевич, театр актёрӗ, чӑваш юрӑҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |