Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Тени вӗрентекенӗсем спектакль курни пирки хаҫат пӗлтерет

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 13.11.2015 17:54 | 1567 хут пӑхнӑ
Культура «Вӗри чунлӑ ҫемҫе чун» спектакльти сыпӑк
«Вӗри чунлӑ ҫемҫе чун» спектакльти сыпӑк

Элӗк районӗнчи Тенири пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вӗрентекенсем Чӑваш патшалӑх академи драма театрне И.С. Максимов-Кошкинский ҫырнӑ «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакле кайса курнӑ. Кун пирки вырӑнти район хаҫатӗнчех ҫырса кӑтартнӑ.

«Малтан спектакль «К.В. Иванов» ятлӑ пулнӑ. «Нарспи» поэмӑри юмӑҫ Сетнер амӑшне ывӑлӗ пирки: «Панӑ ӑна пӳлӗхҫӗ вӗри юнпа ҫемҫе чун. Пӳрнӗ ӑна пӳлӗхҫӗ кӗске ӗмӗр, йывӑр кун», — тесе каланӑ. Ҫакӑн тӑрӑх панӑ та ӗнтӗ ҫӗнӗ спектакль ятне», — ӑнлантарнӑ районти хаҫатҫӑсем.

Аса илтеретпӗр, «Вӗри чунлӑ ҫемҫе чуна» театрӑн тӗп режиссерӗ, СССР халӑх артисчӗ В.Н. Яковлев лартнӑ.

Унта «Нарспи» поэмӑн авторӗн сӑнарне Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов калӑплать.

Спектакльти ӗҫсем 1906–1912-мӗш ҫулсенче Чӗмпӗр хулинче тата Слакпуҫ ялӗнче пулса иртеҫҫӗ.

#академи драма театрӗ, #Элӗк районӗ, #Тени, #шкулсем, #Шупашкар, #Слакпуҫ, #Чӗмпӗр, #спектакльсем, #культура

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем