Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Александр Васильев композитор ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 08.12.2012 17:20 | 5351 хут пӑхнӑ
Александр Васильев
Александр Васильев

Чылай хушӑ чирленӗ хыҫҫӑн ӗнер ҫут тӗнчерен паллӑ чӑваш композитор Александр Васильев уйрӑлса кайнӑ.

Сывпуллашу ыран, раштавӑн 9-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче пулӗ. Сывпулашма килес текенсем 9 сехете ҫитмелле.

Васильев Александр Георгиевич 1948 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче ҫуралнӑ. 1967 ҫулта Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ. Малалла хайӗн пӗлӗвне Гнесинсен ячӗллӗ музыкӑпа педагогика патшалӑх институтӗнче ӳстернӗ.

Александр Васильевӑн паллӑ ӗҫӗсен шутне «Чакка» тата «Иван Яковлев» оперӑсем кӗреҫҫӗ. Кӗвӗ-ҫемӗ тӗпчевҫисем ҫавӑн пекех «Праздничная увертюра», «Токката», «Приношение Федору Павлову», «Бабье лето» симфонилле сочиненисене, «Уяв», «Алран кайми аки-сухи» кантатӑсене пысӑк хак панӑ. Паллӑ композитор юрӑсем те сахал мар кӗвӗленӗ — Петӗр Хусанкай, Петӗр Эйзин, Геннадий Юмарт, Иосиф Дмитриев-Трер сӑввисенчен юрӑсем хывнӑ.

Александр Георгиевич вӗренӳпе обществӑллӑ ӗҫре те хастар вӑй хунӑ. Сӑмахран, Николай Казаковпа Лолита Чекушкина — унӑн вӗренекенӗсем.

#ҫухатусем, #Тӑвай районӗ, #Тӑрмӑш, #Чӑваш патшалӑх филармонийӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем