2021 ҫулта пенсионерсен шучӗ 1,1 млн ҫын чакнӑ, вӗсенчен 200 000-ӗшӗ кӑшӑлвируса пула вилнӗ, ытти 900 000-шӗ пенси ҫулне ӳстернине пула ҫак категорине лекеймен. Кун пирки Раҫҫейӗн Пенси фончӗн пуҫлӑхӗ Андрей Кигим каласа панӑ. «Ку хисеп пысӑк, анчах вӑл ҫынсем нумай вилнипе ҫыхӑнман», — ӑнлантарнӑ вӑл Патшалӑх думинче тухса калаҫнӑ вӑхӑтра.
Фонд пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, ҫӗршывра реформа пулман пулсан 2021 ҫулта пенсие 1,8 млн ҫын тухмалла пулнӑ. Саккуна улшӑнусем кӗртнӗ май ку хисеп икӗ хута яхӑн сахалрах пулнӑ иккен — 974 000.
Пенси илекенсен йышӗ ҫакӑн пек чакнине юлашки хут 1990-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче шута илнӗ. Ун чухне ҫак пулӑм патшалӑх бюджетне 1220 млрд тенкӗлӗх перекетлеме май панӑ, анчах мӗнпур укҫа-тенкӗ пенсионерсене хушма пулӑшу пама кайнӑ.
Палӑртмалла: Раҫҫей Пенси Фончӗн статистикинче гражданла пенсионерсене кӑна шута илнӗ — унччен Шалти ӗҫсен министерствин, Хӳтӗлев министерствин тата ытти вӑй-хал структурин ӗҫченӗсем урӑх юрисдикцире шутланаҫҫӗ. Унашкаллисен йышӗ 2,7 млн ҫынпа танлашать.
Пенсионерсен шучӗ 2022 ҫулта та чакса пырать. Ака уйӑхӗ тӗлне фонд 41,9 млн ҫынна шута илнӗ — ку вӑл кӑрлачри кӑтартусенчен 100 000 сахалрах.
Кызыл хула сучӗ, ҫӗртмен 30-мӗшӗнче регионти прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, Тыва Республикин ҫыннисем тӗлӗшпе, вӑйпа лаша кӗтӗвне туртса илнипе айӑпа кӗнӗшӗн, йышӑну тунӑ.
Ку ӗҫе вӗсем 2019 ҫулхи ҫуркунне тунӑ. Республикӑри тӑватӑ ҫын ентешсен шучӗпе пуйма шухӑшланӑ, пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлнӑ та темиҫе лаша вӑрланӑ тесе икӗ кӗтӳҫе айӑпланӑ. Хӑратса та хӗнесе вӗсем кӗтӳҫсене «айӑпа» йышӑнтарнӑ, вӑрланӑ пек шутланнӑ ҫичӗ лаша вырӑнне пӗтӗм кӗтеве — 184 лашана — пама хушнӑ.
Суд икӗ ҫынна пилӗк ҫуллӑха ирӗклӗхсӗр хӑварма йышӑннӑ; вӗсемпе пӗрле ҫак ӗҫе хутшӑннӑ ҫынсене ҫур ҫул сахалрах лекнӗ.
Асӑрхав ведомствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен.
Раҫҫей банкӗ ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа оливкӑллӑ хӗрлӗ-сарӑ тӗслӗ ҫӗнӗ ҫӗр тенкӗлӗх хут укҫана ҫаврӑнӑша кӗртет ярать. Кун пирки регулятор сайтӗнче пӗлтернӗ.
Ӑна хальхи дизайнпа тунине, 200 тенкӗллинче усӑ курнӑ ҫирӗп хӳтӗлев пуррине палӑртнӑ, ҫӗнӗ хут укҫана Мускава тата Тӗп федераци округне халалланӑ.
Унӑн пит енӗнче Мускав Кремлӗн Сӑпас башнин курантлӑ пӗр пайне ӳкернӗ, тӳнтер енӗнче — Совет Салтакне халалланӑ Ржев мемориалне.
Банкнота ҫине Раҫҫей Банкӗн страници ҫине илсе каякан QR-код вырнаҫтарнӑ.
ТБ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ хут укҫасене ҫаврӑнӑша майӗпен кӗртӗҫ, 1997 ҫулхи кивӗ ҫӗр тенкӗллӗ укҫасем те, ҫавӑн пекех 2001 тата 2004 ҫулта ҫӗнетнисем те ҫаврӑнӑшра юлӗҫ.
"Ҫӗнтерӳ чиккисем" экспозицие малтан РФ Патшалӑх Думинче кӑтартнӑ. Паян ӑна Федераци Канашӗнче хӑтланӑ.
Ведомство председателӗ Валентина Матвиенко Сӑр чиккине Маннергейм линийӗпе танлаштарнӑ, пирӗн окоп унран та вӑрӑмраххине палӑртнӑ. Вӑл вун-вун пин ҫын 380 ҫухрӑм окоп чавнине аса илнӗ. "Ку паллӑ Маннергейм линийӗнчен 3 хут пысӑкрах. Кашни ҫухрӑмӗпе хӗрарӑм шӑпи ҫыхӑннӑ", - тенӗ Валентина Матвиенко.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Тыл ӗҫенӗсен кунне паллӑ тума сӗннӗ. Валентина Матвиенко ку шухӑша ырланӑ.
РФ вӗренӳпе ҫутӗҫ министрӗ иртнӗ уйӑхра Раҫҫейре хӗвеланӑҫ енчи пек вӗренӳ тытӑмӗ пулмассине пӗлтернӗ. Пачах пулмасть мар-ха. Ӗҫпе тивӗҫтерекенсен тата аслӑ шкулсен специалитета суйлама май пулӗ.
Аса илтерер: хӗвел тухӑҫӗнчи аслӑ шкулсенче икӗ шайпа вӗренеҫҫӗ - бакалавриат тата магистратура. Пирӗн ҫӗршывра та ку тытӑм ҫине куҫнӑ. Унччен вара специалитет пулнӑ.
Министр магистратурӑри ыйтусене те татса памалли пирки каланӑ. Унӑн шухӑшӗпе, ӑна ҫывӑх профильсен анчах суйламалла, диплом илессишӗн анчах вӗренмелле мар. Тӗслӗхрен, журналист магистратурӑна юриста вӗренме каять. «Ӑнланмалла мар: те журналист, те юрист вӑл», — тенӗ министр.
Ханты-Манси автономи округӗн дума депутачӗ Владимир Зиновьев 2021 ҫулта 27 тенкӗ тупӑш декларациленӗ, кун пирки дума сайтӗнче вырнаҫтарнӑ хут тӑрӑх пӗлме пулать.
Декларацире пӗлтернӗ тӑрӑх, «Раҫҫей пенсионерӗсен социаллӑ тӗрӗслӗхшӗн партийӗн» депутачӗ Владимир Зиновьев ҫакӑн пек тупӑша 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 31-мӗшӗ хушшинче илнӗ. Ҫав вӑхӑтрах унӑн пурлӑхӗнче икӗ машшин шутланать: Mercedes-Benz тата Hyundai Santa. Унсӑр пуҫне унӑн пурлӑхӗнче 93 тӑваткал метр ытла лаптӑклӑ пӗр хваттер пур.
Тупӑш енӗпе пӗрремӗш вырӑнта вара Андрей Осадчук депутат вырнаҫнӑ — вӑл 200 млн тенке яхӑн ӗҫлесе илнӗ. Унӑн харпӑрлӑхӗнче тиев тягачӗ, самосвал, автокран, икӗ ҫӑмӑл автомобиль тата икӗ тиев машини пур. Унсӑр пуҫне депутат харпӑрлӑхӗнче 14 пысӑк ҫӗр лаптӑкӗ тата урӑх куҫман пурлӑх та нумай.
Архангельск облаҫӗнчи Афанасовски ял патӗнче тӳлевлӗ кӗпер вырнаҫнӑ имӗш. Ку тӗлте Онега урлӑ каҫас тесен урӑх нимӗнле май та ҫук, ҫавна май ҫынсен ирӗксӗрех тӳлеме тивет. Хакӗсем те пӗчӗкех мар — тетелте вырнаҫтарнӑ сӑнсене ӗненес пулсан, джип евӗрлӗ машшинпа пӗр енне каҫма 360 тенкӗ тӳлемелле. Каялла каҫма — тепӗр ҫавӑн чухлӗ. Тракторсемпе тиев машинисенчен тата та ытларах илеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне юлашки вӑхӑтра хаксене татах та хӑпартнӑ — ҫакна Раҫҫее санкцисем чӑрмавсем кӳнипе сӑлтавланӑ.
Кӗпер «Кенозерье» (Кена ятлӑ юханшыв юхса тухакан кӳлӗ) наци паркне каякан ҫул ҫинче вырнаҫнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл кунти темиҫе теҫетке ял валли (Аверкиевски, Корякино, Рудниковски, Измайловски, Кузьмински, Враниковски, Самково, Караник, Коровино тата ытти чылай ялпа поселок) «пысӑк ҫӗрпе» ҫыхӑнтаракан пӗртен-пӗр каҫмалли вырӑн. Ӑна вырӑнти «Норд-Лес» компани пантонсенчен туса хатӗрленӗ. Кӗпер вӑрӑмӑшӗ — 150 метр. «Жизнь в движении» блогер шутласа кӑларнӑ тӑрӑх 1 ҫухрӑм ҫул хакӗ ҫапла май кунта 2000 тенкӗпе танлашнӑ (вӑл 310 тенкӗ тӳлени пирки каласа панӑ).
Кӗпер урлӑ каҫнӑ чухне пурин те тӳлеме тивет — вырӑнта пурӑнаканскер пулсан та, кунталла канма килекен пулсан та.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнччен Краснодара тата ытти хӑш-пӗр хулана вӗҫме чарнӑ. Росавиаци ку чарӑва нарӑсӑн 24-мӗшӗнче йышӑннӑ.
Вӑхӑтлӑха Анапӑна, Белгорода, Брянска, Воронежа, Геленджике, Краснодара, Курска, Липецка, Дон ҫинчи Ростова, Симферополе, Элистӑна вӗҫме юрамӗ.
Раҫҫейри авиакомпани пассажирсене урӑх маршрутпа илсе ҫӳреме сӗнет. Ку тӗлӗшпе Сочи, Волгоград, Минераллӑ Шывсем, Ставрополь, Мускав аэропорчӗсемпе усӑ курма юрать. Ыттисем штатпа килӗшӳллӗн ӗҫлеҫҫӗ.
Ку статьяна тахҫанах ҫырма палӑртнӑччӗ. Кахала пула, тата ытти ӗҫсем хупӑрласа илнине пула паянхи кунччен те вӑл сайтра вырнаҫаймарӗ. Ҫавах та ҫак ӗҫе тӑсни сиенлӗ пуль. Палӑртнӑ ӗҫе тем тесен те тумаллах. Пӗр планласа хунӑ статьяна ҫырмаллах.
Цензура мӗн иккенне тӗрлӗ энциклопедисене кӗрсе пӗлме пулать. Ытла инҫе каймӑпӑр, СССР вӑхӑтӗнче тухнӑ энциклопедине пӑхар. Цензурӑллӑ патшалӑхра ҫав япала пирки мӗн ҫырнӑ-ха? Цензура вӑл официаллӑ влаҫ органӗсем халӑха ҫитерес информацие тӗрӗслесе тӑни, ала витӗр кӑларни имӗш. Кӑна юрать, кун пирки вара юрамасть тени. Тӗллевӗ вара пӗр-пӗр шухӑша е идейӑна сарӑласран хупласа хуни.
Эп вара цензурӑна тепӗр май куратӑп. Ҫук, термин тӗлӗшӗнчен хирӗҫлеместӗп. Цензура вӑл чӑн та ун пек е кун пек пӗр-пӗр информацие сарассине хупласа хуниех. Ҫакна саккун урлӑ та (вӗсене маларах ятарласа йышӑнса) тӑваҫҫӗ, саккунсӑр та. Маншӑн вара цензурӑллӑ патшалӑх ӳпӗнме пуҫланӑ карап пек. Цензурӑна пула карапӑн пӗр енне кӑна тиеҫҫӗ те (тиевӗ вырӑнӗнче кунта ӗнтӗ информаци пулса тӑрать) вӑл вара ҫавна пула тӳрӗ тӑрас вырӑнне пӗр еннелле тайӑлать.
Ялсенчи почта уйрӑмӗсенче патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗсем пама, эмелсем сутма тытӑнасшӑн. Ку проекта хӑҫан пурнӑҫлама тытӑнассине хальлӗхе пӗлтермен. Ку тӗллевпе ятарлӑ ӗҫ ушкӑнӗ йӗркеленӗ. Ӑна ЧР экономика министрӗ Дмитрий Краснов ертсе пырать, унӑн ҫумӗ - цифра министрӗ Кристина Майнина.
Палӑртмалла: пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин халӑха эмел туянма, Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчен справка тата выпискӑсем илме, нумай функциллӗ центра документсем яма май туса памалли пирки каланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |