Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӑвашавтотранс

Республикӑра

«Чӑвашавтотранс» ӗҫченӗсене ӗҫ укси тӳлеменни пирки республикӑра кӑна мар, Раҫҫейре те калаҫма тытӑннӑ. Ку ыйту РФ транспорт министрне Максим Топилина кӑсӑклантарнӑ.

Максим Топилин кун пирки Патшалӑх Думинче «правительство сехетӗнче» калаҫнӑ. Ҫак ыйтӑва унта Чӑваш Республикинчен РФ Патшалӑх Думине кайнӑ депутат Олег Николаев ҫӗкленӗ.

Министр ку ыйтӑва тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ. «Пирӗн инспекци ӗҫлӗ. Ку ыйтӑва татса пама тӑрӑшӑпӑр», — тенӗ Максим Топилин.

Аса илтерер: «Чӑвашавтотранс» ӗҫченӗсене пӗтӗмпе 67 миллион тенкӗ тӳлемен. Предприяти парӑма татасшӑн-ха. Вӑл регион хыснинчен социаллӑ категорие кӗрекен ҫынсене илсе ҫӳренӗшӗн 127 миллион тенкӗ уйӑрса парасса кӗтет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/40514
 

Республикӑра

«Чӑвашавтотранс» предприяти йывӑр лару-тӑрура пулни пирки сайтра хыпарласах тӑнӑччӗ. Унти ӗҫченсем каллех митинга тухнӑ.

«Чӑвашавтотранс» ӗҫченӗсем забастовка тунӑ хыҫҫӑн вӗсене ӗҫ укҫине парса татма шантарнӑччӗ. Анчах шантарни тӳрре тухман ахӑртнех.

Кондукторсем каланӑ тӑрӑх, водительсем, механиксем, ытти ӗҫченсем чӳк уйӑхӗнче 500 тенкӗ шалу илнӗ. Хӑшӗ-пӗрне 1 пин тенкӗ панӑ.

Халӗ предприятин ӗҫченӗсен умӗнчи парӑм 64 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Иртнӗ уйӑхра «Чӑвашавтотранса» 11,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах ку укҫа парӑма татма, паллах, ҫитмен. Ертӳлӗх суд урлӑ 127 миллион тенкӗ выляса илме ӗмӗтленет. Ку — 2014–2015 ҫулсенче тухса ӳкнӗ тупӑш.

Ҫитес вӑхӑтра ҫӑмӑллӑхпа усӑ куракан пассажирсене илсе ҫӳренӗшӗн субсиди куҫарса парӗҫ. Ку 8 миллион тенкӗпе шалу тӳлеме палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/40412
 

Республикӑра

Чӑвашавтотранс валли пуҫлӑх шыранӑ. Ку тӗлӗшпе конкурс ирттернӗ, анчах унта никам та ҫӗнтермен. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса ҫӗнӗрен йӗркелӗҫ.

Ҫакӑ паллӑ: Чӑвашавтотранс ертӳҫин тилхепине йышӑнассишӗн виҫӗ кандидат кӗрешнӗ. Вӗсем конкурс комиссине мӗнпе тивӗҫтерменни паллӑ мар.

Тӗрӗссипе, конкурсӑн нарӑсӑн 14-мӗшӗнчех иртмелле пулнӑ. Анчах ӑна каярах куҫарнӑ, мӗншӗн тесен комисси пайташӗсем ӑнланмалла сӑлтавсене пула конкурса ирттерме килеймен. Хальлӗхе предприятие Михаил Арзамасов вӑхӑтлӑха ертсе пырать. Унчченхи пуҫлӑх Сергей Аказеев тӗлӗшпе шалу тӳлеменшӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Республикӑра
«Чӑвашавтотранс» предприяти автобусӗ
«Чӑвашавтотранс» предприяти автобусӗ

Чӑваш Енри тӳре-шара республикӑн «Чӑвашавтотранс» унитарлӑ предприятине сыватасси пирки пуҫ ватнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, предприятин Вӑрмарти филиалӗнче шалу илеймен водительсем иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче забастовка тунӑччӗ, каярах предприятие хупнӑччӗ. Шупашкарти автобус водителӗсемпе кондукторӗсем нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче забастовка тунӑччӗ, вӗсем рейса тухманччӗ. Ӗҫ укҫи парӑмне татас тӗллевпе бюджетран субсиди уйӑрма йышӑннӑччӗ.

Нумаях пулмасть Михаил Игнатьев Элтепер ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине, Юстици министерствине, Экономика министерствине предприятине финанс тӗлӗшӗнчен сыватмалли план хатӗрлеме хушнӑччӗ. Яваплисем ун пек хута йӗркеленӗ. Унта транспортра аллӑн укҫа тӳлес вырӑнне карттӑпа татӑлассине, водительсене ҫирӗп тӗрӗслессине, маршрут тата филиал сечӗсене оптимизацилессине тата ыттине пӑхса хӑварнӑ.

 

Республикӑра

«Чӑвашавтотрансра» ӗҫлекен ҫынсене халӗ те пӗр пус шалу тӳлемен. Вӗсене шалӑвӑн пӗр пайне пама шантарсан та ҫакна пурнӑҫламан.

Предприяти ӗҫченӗсем забастовка тунӑранпа пилӗк кун иртнӗ. Анчах ку таранччен ҫынсене пӗр пус та паман-мӗн. Ҫапах предприяти ертӳлӗхӗ урӑхла ҫирӗплетет.

«65 миллион тенкӗ парӑма тӳрех татаймастпӑр. Ҫынсене пулӑшма тӑрӑшатпӑр. Хамӑр тупӑшран вӗсене укҫа паратпӑр. Пӗрне 3–4 пин тенкӗ лекет, теприне, тен, ытларах та. Ку ҫын мӗнле лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнинчен килет. Ӗҫченсем кирек хӑш вӑхӑтра та пырса укҫа ыйтма пултараҫҫӗ», — ӑнлантарнӑ ертӳлӗх.

Анчах ҫынсем вӗсене ӗненмеҫҫӗ. Ӗҫрен кӑларассипе хӑратнӑ-мӗн вӗсене, ҫавӑнпа ӗҫе тухмах тивнӗ. Ҫапах ҫынсем парӑма нарӑсӑн 20-мӗшӗччен татасса шанаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/39885
 

Раҫҫейре

«Чӑвашавтотранс» ӗҫченӗсем забастовкӑна тухни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Халӗ кун пирки РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев та пӗлет.

Водительсемпе кондукторсем ӗҫе тухманни ҫинчен Дмитрий Анатольевича Чӑвашри коммунистсен ертӳҫи, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Валентин Шурчанов хыпарланӑ. Ҫырӑва депутат «Контактра» халӑх тетелӗнче пичетленӗ.

«Эпӗ Дмитрий Медведев патне ҫыру ҫыртӑм, ӑна ку лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑма ыйтрӑм», — ҫырнӑ Валентин Шурчанов хӑйӗн страницинче.

Аса илтерер: нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 280 ытла водитель ӗҫе тухман. Ҫапла тума вӗсене шалу вӑхӑтра тӳлеменни хистенӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/39877
 

Республикӑра

Юлашки кунсенче «Чӑвашавтотранс» пирки нумай калаҫрӗҫ. Унта ӗҫлекенсем забастовка тунине пӗлтернӗччӗ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ хыпарланӑ тӑрӑх, чиновниксем халӗ предприяти ӗҫченӗсене ӗҫ укҫи мӗнле тӳлесе татмалли пирки шухӑшлаҫҫӗ.

ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев парӑма татмаллине каланӑ. Ку ыйтӑва Чӑваш Ен премьер-министрӗ Иван Моторин ертсе пынӑ ларура калаҫнӑ.

«Шалӑвӑн пӗр пайне саплаштармашкӑн хушма майсем шыратпӑр. Ҫитес вӑхӑтра йышӑну тӑвассине ӗненетӗп», — ҫапла каланӑ ЧР транспорт министрӗ Алексей Тимофеев.

Ларура йывӑр лару-тӑруран тухмалли май тупнӑ. Ку ыйтӑва татса пама регион хыснинчен субсиди уйӑрма йышӑннӑ. Хушӑва ҫитес вӑхӑтра алӑ пусӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/39796
 

Хулара
«Чӑвашавтотранс» водителӗсем ҫула тухман
«Чӑвашавтотранс» водителӗсем ҫула тухман

Шупашкарти автобус водителӗсемпе кондукторӗсем ӗнер забастовка тунӑ: вӗсем рейса тухман. Пассажирсене турттаракансем шалу ҫур ҫула яхӑн илеймесӗр ывӑннипе ҫавӑн пек кутӑнлашас тенӗ. «Чӑвашавтотранс» предприятири пирки Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе те хыпарланӑччӗ. Пӗррехинче унӑн Вӑрмарти филиалӗн водителӗсем рейса тухманччӗ, каярах вӑл предприятие хупса хунӑччӗ.

«Чӑвашавтотранса» финанс тата экономика тӗлӗшӗнчен сыватас тесе Михаил Игнатьев Элтепер ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине, Юстици министерствине, Экономика министерствине предприятине финанс тӗлӗшӗнчен сыватмалли план хатӗрлеме хушнӑччӗ.

Ӗнер, нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, предприятин 200 ытла ӗҫченӗ рейса тухман. Ҫав кунах РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ шалу тӳлемен фактпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ укҫи парӑмне татас тӗллевпе бюджетран субсиди уйӑрма йышӑннӑ.

 

Экономика

«Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗнчи йывӑр лару-тӑру пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Унӑн Вӑрмарти филиалӗнче шалу илеймен водительсем иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче забастовка тунӑччӗ, каярах предприятие хупнӑччӗ. «Чӑвашавтотранс» пуҫлӑхне суйламалли конкурс ҫывӑх вӑхӑтра иртмелле.

Чӑваш Енри тӳре-шара республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин предприятийӗ шутланакан «Чӑвашавтотранса» сыватасси ҫинчен шухӑшлать. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ маршрутсемпе турттарма тата автотранспорт туянма хыснаран ҫулсерен укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Патшалӑх енчен чылай пулӑшсан та унта укҫа-тенкӗпе экономика енчен йывӑр лару-тӑру сиксе тухнӑ: тупӑш курасси иртнӗ ҫул унчченхинчен 5,6 процент сахалланнӑ, пассажирсене турттарасси юлашки тӑватӑ ҫулта 22 процент чакнӑ. Куншӑн предприятин менеджментне ӳпкелеҫҫӗ.

Михаил Игнатьев Элтепер ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине, Юстици министерствине, Экономика министерствине предприятине финанс тӗлӗшӗнчен сыватмалли план хатӗрлеме хушнӑ.

Малалла...

 

Республикӑра

Кӑҫал «Чӑвашавтотрансӑн» тепӗр филиалӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Ҫак кунсенче Вӑрмарти автотранспорт предприятийӗ хупӑннӑ. Сӑмах май, иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче унти ӗҫченсем шалу тӳлеменнипе забастовка тунӑ. Ун чухне ку ыйтӑва икӗ эрнере татса панӑ. Анчах ҫынсене шалу пӗрех тӳлемен.

Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вара предприятие усламҫӑсен аллине панӑ. Ӗҫченсем вара ӗҫ укҫисӗр тӑрса юлнӑ. Аптӑранӑскерсем «Урмары.РФ» редакцирен пулӑшу ыйтнӑ. Ҫырура вӗсем ӗҫ укҫине юпа уйӑхӗнче те паманнине палӑртнӑ.

Предприятире вӑй хунӑ ҫынсен пӗр пайӗ усламҫӑсем патне ӗҫе кӗнӗ. Усламҫӑсем халӗ 14 маршрут ҫӳретет. Анчах вӗсем кӑмӑллах мар, маршрутсем тупӑш кӳмеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑхӑтлӑха ҫеҫ ӗҫлеме килӗшнӗ.

Аса илтерер: кӑҫалтан Етӗрнери АТП та усламҫӑсен аллине куҫнӑ. Ун чухне 78 ҫын ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 17

1927
97
Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1949
75
Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй