Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: аукционсем

Культура

Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗ пуласси пирки сайтра хыпарланӑччӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев кун валли 80 млн тенкӗ кирлӗ пулассине пӗлтернӗччӗ. Проекчӗ кӑна 3 млн тенкӗ ытларах кайса ларӗ.

Ҫак кунсенче музей проектне хатӗрлемешкӗн аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Малтанхи хак - 3 млн та 179 пин те 449 тенкӗ. Аукцион ҫӗнтерӳҫин проекта 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен хатӗрлемелле.

Музей 250 тӑваткал метр пулӗ. Ҫывӑхра машинӑсем валли парковка та тӑвӗҫ.

 

Ҫул-йӗр

Хӗрле Чутай районӗнчи Иккӗмӗш Хурашаш тата Тури Ҫӗрпӳкасси ялӗсен хушшинчи 1600 метрлӑ ҫула юсӗҫ. Ҫавӑнпа аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ.

Ку ҫула 115 миллион та 131 пин те 509 тенкӗпе юсама палӑртнӑ. 1 ҫухрӑм ҫул 72 пин тенке ларӗ.

Аукциона ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Подрядчик ӗҫсене 3 ҫулта пурнӑҫлӗ.

Ҫакна палӑртмалла: ҫак ҫул ҫинче асфальт юлманпа пӗрех.

 

Республикӑра

Улатӑр районӗнчи Иваньково-Ленино ялӗнчи палӑк-самолета хӑтлӑлатӗҫ. Ҫавӑнпа ятарласа аукцион ирттереҫҫӗ. Ку ӗҫшӗн 999 пин те 997,93 тенкӗ тӳлеме хатӗр.

Подрядчикӑн фюзеляж геометрине йӗркене кӗртмелле, чӳречесем тата алӑксем вырнаҫтармалла, самолета сӑрламалла, ҫутӑ тата видеосӑнав вырнаҫтармалла. Кунсӑр пуҫне таврари территорие хӑтлӑх кӗртӗҫ.

Аукциона ҫӗртмен 6-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ӗҫсене вара ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗччен вӗҫлемелле.

Палӑртмалла: ҫак Ил-16 самолетпа Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн чӑваш летчикӗ Федот Орлов вӗҫнӗ.

 

Чӑвашлӑх
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тин ҫуралнӑ ачасене наци тӗрриллӗ парне пама пуҫлӗҫ. Ку кӑҫал кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн кун ҫути курнӑ пепкесене те пырса тивет.

Ача-пӑча валли 5167 вырӑн таврашӗ туянмашкӑн аукцион ирттереҫҫӗ. Кун валли 7 миллион та 750,5 пин тенкӗ уйӑрма хатӗр. Пӗр комплект 1500 тенке кайса ларӗ. Пододеяльник ҫинче чӑваш тӗрри пулӗ.

Аукциона ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ таварпа алӑ пуссан 20 кунран тивӗҫтерӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Ен влаҫӗ чӑваш тӗрриллӗ алшӑлли туянасшӑн. Пӗтӗмпе – 5167. Кашнине 790 тенкӗпе туянма хатӗр. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ, ку тӗллевпе 4 миллион та 81 пин те 930 тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Аукциона ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗн тавара килӗшӳ алӑ пуснӑ хыҫҫӑн 10 кунра илсе ҫитермелле.

Алшӑлли ҫине «Сывлӑх, чун илемӗ» тесе ҫырӗҫ.

 

Политика

ЧР Элтеперӗн администрацийӗ "Чӑваш Республикин Элтеперӗнчен" тесе ҫырнӑ 555 сехет туянасшӑн (ку сӑмахсене унта вырӑсла ҫырӗҫ). Кун валли 1 миллион та 568,6 пин тенкӗ уйӑрма хатӗр. Ҫавна май электрон аукцион иртет.

Администраци арҫынсем валли - 25, хӗрарӑмсем валли 20 сехет туянасшӑн. Кусем - 11,3 пин тенкӗ тӑраканнисем. Теприсем 2 пин тенкӗллисем пулӗҫ: арҫынсен - 310, хӗрарӑмсен 200 сехет.

 

Республикӑра
drive.ru сӑнӳкерчӗкӗ
drive.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен ӗҫне тивӗҫтерекен республика служби 7 вырӑнлӑ минивэн туянма аукцион ирттерессине пӗлтернӗ.

Тӳре-шара валли «Hyundai Staria» автомобиль туянасшӑн. Ҫав машина 7,1 миллиона яхӑн тенкӗ тӑрать.

Укҫана тӗллевлӗ субсиди шучӗпе уйӑрасшӑн иккен. Аукцион пӗтӗмлетӗвӗ ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче палллӑ пулӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫичӗ кунта машина гаражра пулӗ.

 

Республикӑра
minpriroda.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
minpriroda.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре Хӗрлӗ кӗнекен 2-мӗш томне пичетлеме ӗмӗтленеҫҫӗ. Кун пирки республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви пӗлтернӗ.

Чӑваш Енӗн Хӗрлӗ кӗнекине пирӗн тӑрӑхра 1992 ҫулта ҫирӗплетнӗ, унта чӗрчунсен сайра тӗлпулакан 290 тӗсне тата ӳсентӑрансемпе кӑмпасен 256 тӗсне кӗртнӗ.

Хӗрлӗ кӗнеке икӗ томран тӑрать. Пӗрремӗшне, 2001 ҫулта пичетлесе кӑларнине, ӳсентӑрансемпе кӑмпасене халалланӑ. Иккӗмӗшне, 2010 ҫулта кун ҫути кӑтартнине, — чӗрчунсене.

2021 ҫулта пӗрремӗш тома ҫӗнӗрен пичетленӗ, халӗ иккӗмӗш патне черет ҫитнӗ.

Ӗҫе кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле.

 

Республикӑра
Ҫыхӑнура форумри сӑнӳкерчӗк
Ҫыхӑнура форумри сӑнӳкерчӗк

Шупашкар районӗн администрацийӗ (халӗ вӗсене муниципалитет округӗ теме пуҫларӗҫ-ха) тулли приводлӑ «Geely Atlas Pro» кроссовер туянасшӑн.

Шупашкар муниципалитет округӗн финанспа тата ресурспа тивӗҫтерекен центрӗ автомобиль туянма аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Ӑна 2 миллион та 825,6 пин тенкӗ парса туянасшӑн.

«Автомобиль кузовӗ вараланни ытлашши ан курӑнтӑр» тата юрлӑ ҫанталӑкра машина ҫул ҫинче лайӑх курӑнтӑр тесе хура тӗслӗ машина туянасшӑн.

 

Республикӑра
rmi.org сайтри сӑн
rmi.org сайтри сӑн

ЧР Цифра министерстви 543 пин те 33 тенкӗлӗх 7 аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Вӗсене выляса илнӗ подрядчикӑн регионти влаҫ органӗсен ӗҫне ҫутатакан 10 телепрограмма хатӗрлемелле. Ку тӗллевпе пӗтӗмпе 3,8 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ.

Тӗслӗхрен, туризм аталанӑвӗ, ял хуҫалӑх, бизнес, транспорт тытӑмӗ, культура, халӑха хӑтлӑ тавралӑх туса пани тата ытти пирки программӑсем хатӗрлемелле. Чӑваш Енри халӑхӑн 50 проценчӗ курма пултаракан телеканалсем кӑна аукциона хутшӑнма пултараҫҫӗ. Программӑн 10 минутран сахалрах пулмалла мар. Кашнине 3 хутчен кӑтартмалла.

Аукцион ҫӗнтерӳҫисем программӑсене 2023 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗччен кӑтартӗҫ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 18
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 18

1987
37
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та